Комментировать

25 Дек, 2015

Уяв савăк ирттĕр...

Умра - Çĕнĕ çул. Чи савăнăçлă уяв вăл. Çавна май кашнийĕ ăна хаваслă, асра юлмалла ирттерме тăрăшать. Анчах та электрогирляндăпа, пиротехникăпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх пирки те манмалла мар. Ытларах пиротехникăпа пĕлмесĕр усă курнăран тĕрлĕ инкек сиксе тухать: алă-урана, пите пĕçертнĕ тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Уяв савăк ирттĕр тесен çак йĕркесене пăхăнмалла:

- чăрăша çирĕп тĕрев çине лартмалла;

- ăна хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, мамăкпа, çуртапа, хутпа илемлетме хăрушă;

- чăрăша пÿлĕме ăшăтакан хатĕрсен çывăхне лартмалла мар;

- чăрăш таврашĕнче пиротехникăпа тата бенгали çутипе усă курма юрамасть;

- электрогирляндăна ачасене хăйсем тĕллĕн çутма ирĕк памалла мар;

- электрогирляндăна туяннă чухне лайăх сăнамалла: заводра кăларнине çеç туянмалла, вăл юсавлă пултăр.

- хăнана е унта-кунта кайнă чухне электрохатĕрсене сетьрен кăлармалла.

Пушар тухсан:

- «01», «112» телефон номерĕпе пушар хуралне шăнкăравламалла;

- çынсене пÿлĕмрен кăлармалла, пушара хăвăр тĕллĕн сÿнтерме пуçăнмалла;

- электрохатĕрсене сетьрен кăлармалла;

- çунакан чăрăша алăпа тытмалла мар, ун çине утиял е хулăн пĕр-пĕр япала пăрахмалла.

Пиротехникăпа усă курнă чухне:

- фейерверка балкон, форточка витĕр яма юрамасть;

- петардăпа çын çÿрекен вырăнта усă курмалла мар;

- ăна пÿлĕмре, лифтсенче, пурăнмалли çуртсен подъезчĕсенче сирпĕтмелле мар;

- лаптăка маларах пăхса хатĕрлемелле. Унăн инçĕшĕ пурăнмалли çурт-йĕртен 50 метртан кая мар пултăр. Электричество пралукĕсем, йывăçсем чăрмав ан кÿччĕр;

- салют яракан вырăнпа куракан хушши 20 метр пулмалла.

Пиротехника хатĕрĕпе усă курнă май хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнăр. Ăна пĕчĕк ачасен, çула çитмен çамрăксен аллине ан парăр. Пиротехникăна алăран туянма кирлĕ мар.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.