Комментировать

25 Дек, 2015

Влаçăн ĕç укçи ÿсмест

Çулталăк вĕçленсе пынине кура кăçалах татса памалли ĕçсем нумай юлнă пулинех - Министрсен Кабинечĕн иртнĕ юнкунхи кун йĕрки нихçанхинчен анлă пулчĕ. Пĕтĕмпе 40 ыйту. Анчах вĕсене хăвăрт пăхса тухрĕç, лару ытла вăраха каймарĕ. Доклад тăвакансенчен пĕрне Иван Моторин премьер-министр, ларăва ертсе пынăскер, «ку ыйту Правительствăн унчченхи йышăнăвĕнчи икĕ сăмаха улăштарассипе кăна çыхăннă, анчах сирĕн докладăр тем тăршшĕ» тесех асăрхаттарчĕ те - министрсем хăйсем яваплă ыйтусемпе нумай сăмах вакламарĕç.

Ларура ĕç укçин ыйтăвĕ тĕп вырăнта пулчĕ тейĕттĕм. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев ЧР патшалăх граждан служби çинчен калакан саккунăн хăшпĕр положенине чарса лартасси çинчен калакан саккун проекчĕ çинчен пĕлтерчĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2017 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен чиновниксен шалăвне индексацилессине, çавăн пекех вĕсене çурт-йĕр туянмашкăн субсиди парассине чарса лартаççĕ. Тепĕр тесен ку çĕнĕ хыпар мар ĕнтĕ. Çакна çитес çулхи бюджетра та пăхса хăварнă. Сăлтавĕ паллă: пурнăç перекетлеме хистет.

Финанс министрĕ Светлана Енилина республикăн патшалăх органĕсен, патшалăх учрежденийĕсен, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен йышĕ тата вĕсене шалу тÿлемелли фондсем пирки сăмах илчĕ. Ĕç укçи виçи пирки калаçу пулмарĕ, çапах Светлана Александровна республика чиновникĕсен çитес çулхи йышĕ тĕлĕшпе пайăр цифра пĕлтерчĕ - 1,8 пин çын ытларах.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин интернетпа çыхăнман ялсем çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Тĕрĕссипе, çакă эрех суту-илĕвне пырса тивет - çавăнпа ку ыйтупа экономикăшăн яваплă ведомство ертÿçи сăмах илчĕ ĕнтĕ. Интернетсăррисем - 188 ял. Анчах çулталăк пуçламăшĕнчен вăя кĕрекен саккунпа килĕшÿллĕн вырăнсенче алкоголь таварĕ тĕлĕшпе хайхи информаципе телекоммуникаци тытăмĕ урлă тивĕçлĕ информаци памалла. Памасан эрех сутакансенчен лицензи туртса илĕç. Акă мĕншĕн интернет кирлĕ. Пуçа хыçмалăх пур...

Районсемпе хуласене газомотор топливипе ĕçлекен автобуссем, техника туянмашкăн бюджетран субсиди памалли правилăсемпе транспорт министрĕ Владимир Доброхотов паллаштарчĕ. Пĕтĕмпе 26,7 млн тенкĕ. Пĕр пайне Чăвашавтотранс илет, ытти - муниципалитетсем валли. Анчах укçа валеçессине мĕншĕн кая хăварнă? «Çулталăк вĕçлениччен тата 7 кун юлнă та...» - кăмăлсăрланчĕ Иван Моторин, чылай маларах тумалли ĕçе кая хăварнăшăн министра хăйне пăхăнса тăракансемпе «калаçу ирттерме» сĕнчĕ.

Çакнашкал ÿпкев ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин сăмахĕнче те сисĕнчĕ. Вăл республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсем Раççей Президенчĕн хушăвĕсене мĕнле пурнăçланине тишкерчĕ. Шел те, пите хĕретмелли самантсем пур иккен. Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ, ГКЧС, Тариф служби, Строительство тата Транспорт министерствисем «уксахлаççĕ». Çавăн пекех Ял хуçалăх министерстви тивĕçлĕ право акчĕсен проекчĕсене вăхăтра хатĕрлемен: пуш уйăхĕнче хатĕрлемелли пĕр документа авăн уйăхĕнче тин йышăннă. Кунашкалли Сывлăх сыхлавĕн министерствинче те пулнă. Вĕренÿ, Строительство, Çутçанталăк ресурсĕсен министерствисем хăйсем яваплă саккунсене федераци саккунĕсемпе çураçтарассине тăсса янă - 6-11 уйăх таранах. Йĕркепе килĕшÿллĕн вара ку ĕçе 3 уйăхран кая хăвармасăр пурнăçламалла. Юрий Егорович çак самантсене тĕплĕ шута илме сĕнчĕ.

2016 çулта 3-мĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралнăшăн уйăхсерен тÿлев памашкăн çемьесен çын пуçне тивекен тупăшĕн виçине çирĕплетрĕç - 18180 тенкĕ /хальч­чен вăл 16,5 пине яхăн пулнă/. 2015 çулта информатизаци мероприятийĕсене пурнăçлама республика бюджетĕнчен уйăрнă 1,6 млн ытларах тенке Элĕк районне парас терĕç. Сăмах май, Элĕксем валли тепĕр хыпар та пур: çитес çул Республика кунĕн тĕп меропрятийĕсем яланхи пекех Шупашкарта тата Элĕк районĕнче иртĕç. Юрий Васильев уяв тĕлне республикăра хута каймалли производствăсене те асăнчĕ. «ЭКРА» çĕнĕ корпуса ĕçе кĕртет, Çĕнĕ Шупашкарта акрил ваннăсен производстви ĕçлесе каймалла... Чăн та, юлашки пирки премьер-министрăн иккĕленÿ пулчĕ: «Хута кайса ĕлкĕрет-и?» Владимир Аврелькин министр иккĕленĕве сирчĕ: унта халь çине тăрсах ĕçлеççĕ-мĕн. Тĕрĕссипе, пачах çĕнĕ производство пирки калани те тĕрĕсех мар - предприяти хатĕр корпусра çĕнĕ лини вырнаçтарать.

Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев халăха ĕçпе тивĕçтермелли тăкаксемпе паллаштарнă май премьер-министр трактор заводĕнчи лару-тăрупа кăсăкланчĕ. Ку тимлĕх ăнсăртран мар: çынсем ĕçсĕр юлас хăрушлăх пысăк-çке. Сергей Петрович каланă тăрăх - министерство заводăн кадрсен йышне упраса хăварассине тĕпе хурать. Çынсем общество ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, отпусксенче - вĕсене хальлĕхе ĕçрен кăларса яман. Çапах вăл унти ĕç-пуç çăмăл маррине те пытармарĕ.

Министрсен Кабинечĕн чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. Пĕрин пирки çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Сергей Павлов сăмах илчĕ те - Улатăр хулипе çыхăннă ыйту çиеле тухрĕ. Унта çуртсене шыв илесрен сыхланмашкăн дамба тумашкăн самай пысăк укçа уйăрма пăхнă. Анчах вырăнта çав дамбăна хирĕç çынсем те тупăннă иккен, вĕсен çăхавĕсем влаç коридорĕсене çитме те ĕлкĕрнĕ пулас. Министр халăх итлевĕ ирттерни ыйтăва татса памашкăн пулăшасса шаннине палăртрĕ. Çавна май Иван Борисович сăмахĕ те татăклă пулчĕ: «Хулари çуртсене çуркуннесерен шыв илет, дамба çавăнпа кирлĕ. Çынсем кирлĕ мар теççĕ-тĕк - пире те бюджетăн ытлашши тăкакĕсем кирлĕ мар... Ыйтăва татса памалла та - ун патне текех таврăнмăпăр».

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.