Çĕнĕ çул ыррипе çеç асра юлтăр
Пушарсемпе çыхăннă лару-тăру, пиротехникăна туяннă чухне мĕн шута илмелли, Çĕнĕ çулпа çыхăннă уяв кунĕсенчи асăрханулăх - шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор ирттернĕ пресс-конференцире.
Кăçал пирĕн республикăра 943 пушар тухнă /раштавăн 21-мĕшĕ тĕлне/, пĕлтĕр çак тапхăрта - 1012. Вут-çулăмра 74 çын вилнĕ, 2014 çулта - 92. Инкек сăлтавĕсем яланхисемех: электрохатĕрсемпе усă курмалли йĕркесене пăхăнманни, вут-çулăмпа асăрханусăр пулни, кăмакасен юсавсăрлăхĕ. Станислав Антонов пушарсен тата вĕсенче вилнисен шучĕ пĕлтĕрхинчен кăштах чакни лăпланса лармалли сăлтав маррине пĕлтерчĕ: "хĕрлĕ автанпа" çыхăннă инкексен шучĕ Çĕнĕ çул умĕн тата ун хыççăнхи кану кунĕсенче палăрмаллах ÿсет иккен, тепĕр чухне - 2-3 хут та. Акă пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕччен вут-çулăм 36 хутчен алхаснă, синкерлĕ çав тĕслĕхсенче 4 çын пурнăçран уйрăлнă, тепĕр 3-шĕ суранланнă. Çакна шута илсех ĕнтĕ генерал-майор Чăваш Енре уявсене пĕр пăтăрмахсăр, чрезвычайлă лару-тăрусăр кĕтсе илме сунчĕ, асăрханулăхпа тимлĕх пирки самантлăха та манмалла маррине аса илтерчĕ.
Çĕнĕ çул умĕн калаçтаракан тепĕр тема - пиротехника. Уява хаваслăрах ирттерес тесе петарда-фейерверк таврашне чылайăшĕ туяннăран çакнашкал япаласене урамрах, уçă палаткăсенчех сутакансем те пур. Вĕсем пĕтĕм правилăна пăхăнаççĕ теме çук. "Пиротехникăна хĕвел, юрпа çумăр лекмелле мар. Унăн документацийĕ тата пахалăх сертификачĕ пулмалла. Огнетушительсене палăртнă вырăнта тытмалла. Çакнашкал продукцие ятарлă лавккасенче туянсан аванрах. Ăна кĕленче витрина хыçне хурса тухмалла: туянакансем асăннă тавара куçпа çеç курма пултарччăр. Сутуçăн 16 çула çитмен ачасене пиротехника сутма ирĕк çук. Туянаканăн асăннă ушкăнри тавара суйланă чухне юрăхлăх вăхăчĕпе, унпа усă курмалли инструкци пурри-çуккипе кăсăкланмалла, курупки лапчăнман-и е ниçтан та сиенленмен-и тесе лайăх пăхмалла", - сĕнеççĕ специалистсем. Вĕсем салюта çакăн валли ятарласа уйăрнă вырăнта çеç яма юранине те аса илтереççĕ.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА