Комментировать

24 Дек, 2015

Открыткăпа саламлар-и?

Çĕнĕ çул умĕн уяв открытки кам илмен пулĕ? Питĕ анлă сарăлнăччĕ вăл йăла - пĕр-пĕрне Çĕнĕ çул открыткипе саламласси. Миçе открытка ăсатман-ши тус-тăван патне, ятарласа список хатĕрленĕ. Уяв умĕн почтальонăн саламĕсем пĕр сумкăна кĕместчĕç: хул пуççи урлă çакнă «мăнтăр» сумкăсăр пуçне алăра хутаçчĕ.

Халĕ çак ырă йăла темшĕн-çке манăçа тухса пырать. Те кашнин аллинче телефон пуртан. Шăнкăравласа е СМС çырса саламлаççĕ те... Çĕнĕ çул открытки вара мĕн тери ырăччĕ. Халĕ те вĕсем унчченхинчен кая мар, илемлĕрех те пулĕ. Пĕрне-пĕри хитре открыткăпа саламласа савăнтарма кая юлман-ха.

Çĕнĕ çулта, Раштав уявĕнче открыткăпа саламласси Англире пуçланса кайнă. Чи малтанхи открыткăна акăлчан художникĕ Добсон 1794 çулта ÿкернĕ. Унта юрпа витĕннĕ хĕллехи вăрмана, илемлĕ чăрăш умне пуçтарăннă хаваслă çемьене ÿкернĕ. Почтăпа открыткăсем ярасси те Англирех пуçланнă. Джон Герсли ÿнерçĕн хĕллехи пейзаж ÿкерчĕкĕ открыткăсен пĕрремĕш партийĕ пулнă. Кĕçех Европăра уяв открыткипе саламлас йĕрке модăна кĕнĕ.

Каярахпа открытка Раççее те çитнĕ. Малтанхи открыткăсем çине салам сăмахĕсем çырман. Ăна ятарласа каллиграфсене /хитре çыракансене/ çыртарнă. Çакнашкал открыткăсем йÿнĕ пулман.

1874 çулта Пĕтĕм тĕнчери почта союзĕ открыткăсен хапине çирĕплетнĕ: 9х14 см. Раççейре паллă художниксем - Лев Бакст, Александр Бенуа, Николай Каразин - Çĕнĕ çул открыткисем валли ÿкернĕ. Вĕсем хальхи открыткăсенчен кая мар илемлĕ пулнă. Бисерпа, бор йÿçеклĕхĕн йăлтăрккипе илемлетнĕскерсем чăн-чăн ÿнер ĕçĕсем пулнă.

Октябрь революцийĕ хыççăн çĕршывра йывăр лару-тăру ху­çаланнă. Çĕнĕ влаç Çĕнĕ çула, Раштава сивленĕ, уявлама чарнă. Килте чăрăш та лартма юраман.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Çĕнĕ çул уявĕ «чĕрĕлме» пуçланă. 1941 çулта «Искусство» издательство фронта яма ятарлă уяв открыткисем пичетлесе кăларнă.

1960 çулсенче уяв открытки анлă сарăлать. Открыткăсенче яланхи хĕл, Юр Пике, Хĕл Мучи, ангел сăнарĕсемсĕр пуçне космос, Кремль сехетне, Совет халăхĕн ытти çитĕнĕвне сăнлама пуçланă.

Вулаканăмăрсем, умра тата Раштав уявĕ. Çывăх çыннăмăрсене, уйрăмах аслă çултисене, илемлĕ открыткăпа чĕрери ăшă сăмахсемпе саламлани СМСран тем тесен те пахарах!

Эльвира ИВАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.