Комментировать

23 Дек, 2015

КĂВАКАЛ ÇĂВĔ УЙРĂМАХ ПАХА

Сиплĕ выльăх çăвĕсем хушшинче кăвакал çăвĕ уйрăм вырăн йышăнать. Чи малтанах вăл - тĕлĕнмелле паха çуллă йÿçексен çăлкуçĕ. Çак йÿçексемсĕр этем организмĕ йĕркеллĕ ĕçлеме пултараймасть. Вĕсене пĕр орган та туса кăларайманнине кура унăн саппасне апат урлă пĕрмай çĕнетсе тăма тивет.

Паха çак йÿçексемсĕр пуçне кăвакал çăвĕнче сывлăхшăн усăллă микроэлементсем холин, селен тата Е витамин, олеин йÿçекĕ, бетаин, В4 витамин нумай. Асăннă витаминсемпе йÿçексем клеткăсен хупписене йĕркелеме тÿрремĕнех хутшăнаççĕ.

Виçеллĕ усă курсан кăвакал çăвĕ чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕшĕн те усăллă. Çав вăхăтрах антиоксидант витĕмĕ те кÿрет. Кăвакалăн тирĕ айĕнчи çăвĕ канцерогенлă чирсемпе те кĕрешме пултарать тесе шухăшлаççĕ. Паллах, унпа хушма сиплевре кăна усă курмалла.

Кăвакал çăвĕнчен артрит, артроз, ревматизм аптратнă чухне сыпăсене сăтăрмалли маç хатĕрлеççĕ. Çак тĕллевпе ирĕлтернĕ кăвакал çăвне эмел курăкĕн /ромашка/, чей йывăçĕн, уртăшăн /можжевельник/ эфир çăвĕсене хушаççĕ, Вĕсем шыçнине, ыратнине ирттерекен витĕмлĕ. Косметологире кăвакал çăвне типĕ ÿте пулăшакан кремсене хушаççĕ.

Америка ăсчахĕсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх - кăвакал çăвĕ хăватлă апат биостимуляторĕ. Вăл иммун тытăмне вăйлăрах ĕçлеттерсе ярать, кăмăл пусăрăнсан, хытă ывăнсан, çуркунне авитаминоз пуçлансан уйрăмах пулăшать. Грипран, ОРЗран, арлăх вăйсăрлăхĕнчен хÿтĕлет.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.