Халăха мĕн хумхантарать?
Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулталăк вĕçĕнче пысăк пресс-конференци ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал 3 сехет те 10 минут тăсăлчĕ вăл. Çĕршыв ертÿçи 39 ыйтăва хуравларĕ.
«Нумаях пулмасть Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарнăччĕ. Унта тĕп самантсене палăртнăччĕ. Апла пулин те пирĕн ăнлантарса памалли пурах ахăр. «Пирĕн» тенĕ чухне эпĕ хама та, Администрацири, Правительствăри ĕçтешсене те шута илетĕп», - терĕ Владимир Владимирович калаçу пуçламăшĕнче. Фермерсене пулăшма хатĕрри, паллах, ял хуçалăхне аталантарма май парĕ. Юлашки вăхăтра пенси ыйтăвĕ нумайăшне канăç памасть. Çитес çул ăна 4 процент индексацилесси паллă. Анчах ĕçлекен пенсионерсен укçине нарăс уйăхĕнчен индексацилеме пăрахĕç. Кадрсен тĕлĕшпе йывăрлăх сиксе тухмĕ-и? «Ĕçлекен пенсионерсене пенси паманни пирки кам каларĕ? Унашкал йышăну пулман. Çав вăхăтра пенсие индексацилемелле маррине палăртнă. Енчен те çын малалла ĕçлесшĕн пулсан - 2016, 2017 çулсенче индексацилемĕç, 2018 çулта, сăмахран, ĕçрен кайса пенсипе кăна пурăнма палăртрĕ тăк - 2016-2017 çулсемшĕн укçа илеймĕ, анчах малашне ыттисенни пекех индексацие шута илĕç», - ăнлантарчĕ Президент.
Малашне хăш ÿсĕмре тивĕçлĕ канăва тухасси те шухăшлаттарать халăха. Çынсем ытларах пурăнма пуçланине кура пенсионерсен йышĕ пысăкланни куçкĕрет. Ĕçлекенсем тÿлекен налук укçи пенси фондне саплаштарма çитсе пымасть. Тивĕçлĕ канăва хĕрарăмсене - 55, арçынсене 60 çулта мар, малтанлăха 6 уйăх каярах яма пуçлĕç. Çапах çак йĕркене хăçан çирĕплетессине хальлĕхе уçăмлатман.
Инçе çула çÿрекен водительсем йышăнасшăнах мар «Платон» тытăма сыхласа хăварĕç-и? Автотранспорт хуçисем ванчăк çулсене юсамашкăн тĕнчипех налук хываççĕ. «Камран мĕншĕн укçа илнине тишкермелле», - хак палăртас тĕлĕшпе каларĕ Президент. Пĕтĕм укçа Раççей çул-йĕр фондне пуçтарăнать. Унпа регионсенчи çула йĕркене кĕртеççĕ.
Çемйи пирки ыйтсан Владимир Владимирович ачисем Раççейре пурăнни, хамăр çĕршыв аслă шкулĕсенче вĕренни çинчен каларĕ. Унăн хĕрĕсем Европа 4 чĕлхипе ирĕклĕ хутшăнаççĕ. Ашшĕ палăртнă тăрăх, ĕçре ăнăçлă пĕрремĕш утăмсем тăваççĕ.
Америка çĕнĕ лидерĕпе çыхăнусем йĕркелес, ют чĕлхе вĕренес ыйтăва та хускатрĕç журналистсем. Владимир Путин акăлчан чĕлхи тĕнчере чи анлă сарăлнисенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Ăна вĕренесси Раççейри пур халăхшăн та, çав шутра чиновниксемшĕн те, пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн çĕршыв Америка халăхĕ çитес çул суйланă кирек мĕнле çынпа та ĕçлеме хатĕррине палăртрĕ Президент.
Египета хăçан çул уçăлĕ? «Çĕршыври граждан авиацине Египета вĕçме чарни ют çĕршыв ертÿлĕхне шанманнипе çыхăнман. Хăрушсăрлăх механизмне çирĕплетсенех чару пулмĕ», - терĕ Владимир Путин. Пресс-конференцире терроризм çинчен те сăмах хускатрĕç. Сирири боевиксем пирĕншĕн уйрăмах хăрушши çинчен калаçрĕç.
Çĕршыв ертÿçи пур ыйтăва та, политикăран пуçласа хăйне пырса тивекенни таранах, тĕплĕ хуравларĕ.
Марина ГРИГОРЬЕВА.