Комментировать

19 Дек, 2015

Ачасем усаллансах, хаярлансах пыраççĕ

ЧР Прокурорĕ Сергей Легостаев, çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Тамара Шурыгина, çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен пайăн аслă прокурорĕ Алина Савельева кĕçнерникун журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕç. Ачасем саккуна пăснă тĕслĕхсем нумайланни, вĕсен тĕлĕшпе тунă преступленисен тавра пуçарчĕç калаçăва. Сергей Валентинович, ку должноçе кăçалхи çу уйăхĕнче йышăннăскер, чăваш МИХ ĕçченĕсемпе кун пек форматра пĕрремĕш хутчен тĕл пулчĕ.

Çул çитменнисен тĕлĕшпе калаçмалли сăлтав сахал мар. Кăçал ачасем, малтанхи çулсемпе танлаштарсан, саккуна ытларах пăсма тытăннине хаçатра та пĕрре мар çырнăччĕ. 11 уйăх кăтартăвĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Асăннă тапхăрта çул çитменнисем йĕркене пăснă 487 тĕслĕхе шута илнĕ /пĕлтĕр - 381/. Çакă республикăра пĕтĕмĕшле шута илнĕ преступленисен 5,3 проценчĕ. Уйрăмах йывăррисен шучĕ ÿсни те шухăшлаттарать: пĕлтĕр 16 пулнă, кăçал 56-а çитнĕ. Ушкăнпа тунисем те - 242 /пĕлтĕр - 156/. Уйрăмах Элĕк, Патăрьел, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Елчĕк районĕсенчи тата Шупашкарти çамрăксем харсăрланни паллă.

- Çул çитменнисем тĕрлĕ категорие кĕрекен преступленисем тăваççĕ: вĕлереççĕ те, вăрлаççĕ те, улталаççĕ те, укçа та пусахласа ыйтаççĕ. Темиçе çул каялла кăна хăш-пĕр тĕслĕх ачасен хушшинче пачах сарăлманччĕ. Паян вара яшсемпе хĕрсем улталаççĕ те, укçа та пусахласах ыйтаççĕ. «Ача-пăча рекечĕ» текен ăнлав пурнăçа кĕрсе пырать, - сăмах илчĕ ЧР прокурорĕ.

Çакă чи малтанах çемьери воспитани кирлĕ шайра пулманнипе çыхăннине палăртрĕ Сергей Валентинович. Ачасен 47 проценчĕ ашшĕ-амăшĕ тунă преступленисенех евĕрленине каларĕ вăл. Паллах, ку аслисен витĕмĕпе çыхăннă самант. Социаллă тĕрĕслев те кирлĕ чухлĕ сăнаса çитерейменнине пытармарĕ. Çамрăксем саккуна час-часах пăснине вĕсем ăна кирлĕ чухлĕ пĕлменнипе çыхăнтарчĕ.

- Çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе ĕçлемелли мелсем пур, анчах çителĕксĕр. Вĕсенче çитменлĕхсем те пур, - терĕ Сергей Легостаев кĕçĕннисемпе çирĕппĕн нумай ĕçлемеллине палăртса.

Тамара Шурыгина хăйне евĕр тишкерĕвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Республикăра çул çитменнисем саккуна ытларах пăсма тытăнсан çакна еплерех лару-тăрăва лекнĕ ачасем тунине тишкернĕ. Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнисем ытларах иккен. Паянхи пурнăç укçа ĕçлесе илме аякри хулана кайма хистет. Çакă та аслисене кĕçĕннисене куç умĕнчен вĕçертме май парать.

Акă Вăрмар районĕнчи пĕр çамрăк та çÿлерех асăннă лару-тăрăва пулах 16 хутчен саккуна пăснă. Йĕкĕтĕн ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă, ача ашшĕн çĕнĕ çемйипе пурăннă. Кил хуçи Мускава çÿренĕ, арçын ачана ама çури амăшĕ пăхнă. Тивĕçне пурнăçлайман курăнать - яш тăтăшах вăрра кайнă.

Саккуна пĕрре пăснипе çырлахмаççĕ çамрăксем, çине-çине преступлени тăваççĕ. Йĕркесĕрлĕх хăйĕн ытамне илĕртет-ши? Кунран та сыхланмалла. Ара, 487 преступление 362 çын тунă. Хăшĕсем темиçе хутчен айăпланни куç кĕретех.

- Пăхса тăракан тата тĕрĕслекен органсен хутшăнса ĕçлемелле. Эпир кашни çемьере мĕн пулса иртнине кураймастпăр-илтейместпĕр. Учительсем, воспитательсем, калăпăр, вĕренекенпе темĕн пулса иртнине унăн кăмăлĕнчен тÿрех асăрхаяççĕ. Япăххине сиссен вĕсен тÿрех çÿлерех тăракан органсене пĕлтермелле. Анчах кун пек пулсах пымасть-ха. Общество тупăша кура сийленни те хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме преступлени çулĕ çине тăратать. Пуянрах ашшĕ-амăшĕ ачисене хаклă парнепе савăнтарать. Тепри ăна ăмсанса пăхать, унпа танлашас тесе вăрра каять.

Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне ытлашши иртĕхтерни те вырăнсăр. Пĕр тĕслĕх. Уйрăласси патне çитнĕ пĕр çемьере арçын ĕçлеме аякри хулана çÿрет. Хут уйăрттарсан ывăлĕ хăйĕнпе юлтăр тесе вăл ăна, 15-рискерне, халех автомашина туянса панă. Амăшĕ такси службинче тăрăшать. Вăл та укçа япăх илмест. Арçын ача çитменнипе мар, иртĕхсе юлташĕсемпе вăрра кайнă. Арестленĕ хыççăн килне янă чухне хайхи: «Ура! Мана арестлерĕç!» - тесе кăшкăрнă тет, - кун пек тĕслĕхĕсем те сисчĕвлентернине пытармарĕ Тамара Ивановна.

Пĕтĕмĕшле преступленисен йышĕ ÿснĕ май уйрăм категоририсен шучĕ те пысăкланнă. Çын пурлăхне хапсăнасси çул çитменнисен хушшинче 204-ран 279 тĕслĕхе çитнĕ. Çул çитменнисем 11 уйăхра 7 хутчен улталанă, 9 хутчен тапăннă. Укçа пусахласа ыйтнă тĕслĕхсене те 5 таран шута илнĕ. Çын вĕлернĕ пĕр тĕслĕх пуррине те асăнмалла. Ачасем чăннипех хаярлансах пыраççĕ курăнать.

- Чи анлă сарăлнă преступленисем вăрланипе çыхăннă тăк, вĕсем хыççăн - иккĕмĕш вырăнта çамрăксем наркотикăн саккунсăр çаврăнăшне хутшăнни. Пĕлтĕр 11 уйăхра 35 тĕслĕхе шута илнĕ пулсан, кăçал - 68. Наркăмăшпа анранă хыççăн тунă преступленисен шучĕ пысăк мар пулин те, çамрăксем «шурă вилĕмпе» çыхланни сисчĕвлентерет. Çул çитмен 34 çамрăк хутшăннă çак преступленисене. Вĕсенчен 26-шĕ - шкулта, техникумсенче е аслă шкулсенче вĕренекесем, - пĕлтерчĕ Алина Борисовна.

Ачасем хăйсем саккуна пăснисĕр пуçне çул çитменнисем аслисенчен шар курасси те чакмасть-ха. Кăçал кăна аслисем 9 ачана шелсĕррĕн вĕлерни çынсен чунĕсене кисретнĕччĕ. Асăрханмасăр мар, ятарласа тунăскерсем-çке. Вĕсем çинчен те пĕлтерсех тăратпăр. 3 çулти ачине ашшĕ тетте пуçтарманшăн малтан хĕнени, кайран вĕлерни - çынсен асĕнчех.

Ку тĕлĕшпе опекăпа попечительство органĕсем ĕçлесе çитереймеççĕ-ши? Канăçсăрлăх сигналĕ малтан вĕсенчен тухмалла-çке.

Татьяна НАУМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.