Комментировать

18 Дек, 2015

Куç тулли телей - сакăр мăнукĕ

Вăл Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тарапайра çуралса ÿснĕ. Ачаллах ĕç çумне çыпăçнă. Исаковсем хĕрĕсене тирпейлĕ те ĕçчен пулма вĕрентнĕ. Шкул ÿсĕмне çитсен Мария парта хушшине ларнă.

«Акă курăр кукамун Мухтав хутне. Ăна чиркÿпе прихут шкулне лайăх паллăсемпе пĕтернĕшĕн илнĕ», - ăс панă ачисене амăшĕ. Сăмах май, 1906 çулта çывăх çынни тивĕçнĕ çав документа Мария Константиновна паян та тирпейлĕ упрать.

7 класс пĕтернĕ Марийăн малалла вĕренес тĕллевне хаяр вăрçă пуçланни путлантарнă. Вăйпитти арçынсем фронта кайнă. Ашшĕ те вĕсен ретĕнче пулнă. Шел, вăл тăван киле таврăнайман, çапăçу хирĕнче пуç хунă. Тăватă хĕр тăлăха юлнă. Амăшĕ ачисене пурнăç çулĕ çине кăларас тесе ырми-канми тăрăшнă. Аслăраххисем кĕçĕннишĕн тĕслĕх шутланнă, вĕсем ĕçлеме ÿркенмен. Пушă вăхăт тупăнсан ал ĕç тунă - алсиш-чăлха, чĕнтĕр çыхнă.

Вăхăт иртнĕ май ÿссе çитĕнсе тăван йăваран вĕçсе тухнă вĕсем. Аппăшĕсем, Настьăпа Шура, Куславккари çу заводĕнче ĕçленĕ. Тăванĕсем патне час-часах çÿренĕ йăмăкĕ, унта пулас мăшăрĕпе паллашнă. Çĕмĕрт куçлă хĕр йăрăс пÿллĕ следователе тыткăнланă. Петр Порфирьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă. Кĕçех вĕсем çемье çавăрнă.

Вăхăт малалла шунă. Мария Константиновна кун-çулĕнче савăнăçлă самантсем те, манăçми кунсем те, кулянмалли вăхăт та пайтах пулнă. Хĕрарăм йывăрлăха çĕнтерме хевте çитерсе пынă, çемье ăшшине упранă. Мăшăрĕшĕн - шанчăклă арăм, ачисемшĕн ырă пулăшакан пулнă.

Петр Порфирьевич яваплă çĕрте тăрăшнă - прокурор, ăна пулăшаканĕ, следователь, юрист пулнă. Арăмĕпе ачисем кил хуçипе пĕрле Куславкка, Элĕк, Етĕрне, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски районĕсене куçса çÿренĕ: йĕппи ăçта - çиппи çавăнта, пĕр çемьепе пурăнатăн пулсан пĕр-пĕринчен юлма юраманнине Порфирьевсем яланах асра тытнă. Мăшăрĕ вăхăтне ĕçре ытларах ирттернĕ. Чылай чухне ирпе тухса кайнă та сĕм çĕрле таврăннă. Кил-çурта пăхса тăрасси, унăн ăшшине упрасси, виçĕ ывăлĕпе хĕрне тĕрĕс воспитани парасси хĕрарăм çине тиеннĕ. Паллах, кил хуçи те май килнĕ таран пулăшнă-ха.

Çемье пуçĕ ачисемшĕн тĕслĕх пулнă: ашшĕне кура ывăлĕсем те çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă, çар хĕсметĕнче тăнă, халăха юрăхлă çынсем пулса ÿснĕ: пĕри - капитан, тепри - предприниматель, виççĕмĕшĕ - тĕп специалист. Халĕ вĕсем те пенсире ĕнтĕ. Апла пулин те ахаль лармаççĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Ирина - медик, Шупашкарти больницăсенчен пĕринче тăрăшать. Амăшне манмаççĕ вĕсем, килсех тăраççĕ.

Мария Константиновна Комсомольскинчи общество апатланăвĕн предприятийĕнче тăрăшнă: сутуçăра, кассирта, буфетчицăра.

Чăннипех пуян çын вăл, куç тулли телейĕ - унăн сакăр мăнукĕ. Вĕсен ачисем те хушăнсах пыраççĕ. Чылайăшĕ Комсомольскине кукамăшне-асламăшне 90 çул тултарнă ятпа саламлама килсе çитрĕ. Уяв кĕрекинче районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем, Петр Порфирьевичăн Вăрмар районĕнчи тăванĕсем, райпо правленийĕн, ял тăрăхĕн представителĕсем те пулчĕç, менелник хуçине ăшă сăмахсемпе, хаклă парнесемпе савăнтарчĕç.

Шел, Петр Порфирьевич çак телейлĕ куна кураймарĕ: вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă паттăр салтак 21 çул каялла йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă.

Ÿсĕме пăхмасăр Мария Константиновна вăр-вар та çыпăçуллă: апат-çимĕç янтăлать, уçăлма тухать. Чун киленĕçĕ те пур: чечексене питĕ юратать. Пахчинче мĕн тĕрли çук-ши? - çакна хăй кăна пĕлет пулĕ. Çăвĕпех хуçине те, кÿршисене те, иртен-çÿрене те хăйсен илемĕпе тыткăнлаççĕ черченкĕскерсем, кăмăла çĕклеççĕ.

Зинаида СОЛОВЬЕВА.

Комсомольски районĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.