Комментировать

18 Дек, 2015

«Пысăк чĕреллĕ» ватă

Элĕк районĕнчи Тури Хурасан ялĕнче пурăнакан Надежда Димитриевна Афанасьевăпа вулакансене икĕ çул каярах «Хресчен сассире» паллаштарнăччĕ эпир. Пурнăçра ырă ĕç тума тăрăшаканскер хăйĕн укçи-тенкипе тăван ялĕнче клуб уçнăччĕ вăл ун чухне. Нухрат çитменрен 4 кредит илнĕ кинемей, ĕнине те сутнă. Каярахпа вара тепĕр Улашка туяннă. Кредита тÿлесе татма вăл та пулăшнă. Кăçал çулла парăма татнине пĕлтерчĕ ватă.

Клуб пурри лайăх

Клуб пушă лармасть. Килен-каян унта пухăнать. Унсăр пуçне уявсем те çакăнтах иртеççĕ. Акă нумаях пулмасть ял-йыш «Кĕр сăри» йĕркеленĕ клубра. Çитес вăхăтрах Муркаш районĕнчи Тивĕш ял çыннисем Тури Хурасана спектакльпе килме шантарчĕç. Театр кружокĕн ертÿçи Галина Волкова пĕлтернĕ тăрăх - камитпе паллаштарĕç вĕсем.

«Ялта клуб пурри лайăх. Çук пулсан ăçта пуçтарăнаттăмăр? Халĕ хурал пÿртне те пăсрĕç», - теççĕ Тури Хурасансем.

Çĕнĕ çул уявĕ çывхарса килнĕ май клуба чăрăш та вырнаçтарĕç. Ун тавра юрласа-ташласа савăнĕ ял-йыш.

Надежда Димитриевна кăçал тепĕр пулăмпа та тĕлĕнтерчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа фронтра вилнĕ ял çыннисен ячĕпе палăк лартрĕ. Ку çеç мар-ха, 1930 çулта аслашшĕн çемйине раскулачить туса Нижний Тагила янă. 1935 çулта вĕсем каялла тăван тăрăха таврăннă. Çав çулах кил хуçине Ефим Тимофеева тепĕр хут арестленĕ, Улатăр тĕрмине янă. 1939 çулта ăна персе вĕлернĕ. Тепĕр палăк шăпах – вĕсен ячĕпе. Çак ырă ĕçе пурнăçлама каллех кредит илнĕ вăл.

 

Улашкасăр пурнăç çук

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Тури Хурасантан 55 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 12-шĕ çеç килĕсене таврăннă, 33-шĕ вара фронтра пуç хунă. Хăш-пĕр çемьерен 3-4-шарăн вилнĕ. «Кашни килтенех вăрçа хутшăннă. Акă Анисия Ивановăн 4 пиччĕшĕ те унтан таврăнаймарĕç, - терĕ вырăнти ветерансен канашĕн ертÿçи Валентина Данилова палăка уçма хутшăннă май. - Тен, вĕсем ырă-сывă килнĕ пулсан йăмăкĕн ăраскалĕ те урăхла килсе тухнă пулĕччĕ. Пурнăçне пĕчченех ирттерчĕ вăл. Ватлăх кунĕсенче ăна социаллă ĕçченсем пăхрĕç. Вăрçăран аманса таврăннисем те чылай вăхăт чирпе асапланчĕç. Сăмахран, Семен Яковлевăн ÿтĕнче снаряд ванчăкĕ пурччĕ. Вăл ачасене историпе вĕрентетчĕ. Сылтăм алли ĕçлеменрен сулахайпа çыратчĕ. Иван Капитонов вара математикăпа пĕлÿ паратчĕ. Вăрçă çинчен калаçма юратмастчĕ вăл. Уявсенче пĕр-ик черкке ĕçсен тин иртнĕ кунĕсене куç умне кăларатчĕ. Тыткăна лекнĕскер нимĕçсем патĕнчен виçĕ хут тарнă. Юлашкинчен çеç тарса хăтăлнă. Тăшмансем унăн юлташĕсене хăваласа çитнĕ, каялла илсе кайнă. Иван Капитонович, çÿллĕскер, питĕ хытă чупатчĕ. Спортсмен пулни вилĕмрен çăлнă ăна».

Вăрçăра вилнисене асăнса кашни ялтах палăк уçмаллине палăртрĕç кунта пухăннисем. Шел, пĕчĕк ялсенче çук вăл. Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме кашни ялтан хутшăннă-çке. Чылайăшĕ вара тăван тăрăха каялла таврăнайман.

Ентешĕсене асăнса палăк уçнишĕн Надежда Димитриевнăна пурте тав турĕç. Чăн та, çакнашкал пуçарăва «пысăк чĕреллĕ» çын çеç тума пултарать. «Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех атте фронта тухса кайнă. Тыткăна лекнĕ, унтан тарма вăй-хăват та çитернĕ. 1946 çулхи нарăс уйăхĕнче киле таврăннă вăл. Пĕр вăхăт колхоз председателĕнче, ферма заведующийĕнче тăрăшнă. 1979 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче куçне хупрĕ. Астăватăп: çынсем Çĕнтерÿ кунне уявлатчĕç ун чухне. Пирĕн çемьере вара - хуйхă», - аса илчĕ пулни-иртнине Надежда Афанасьева.

Палăк уçнă çĕре ял-йыш, ял тăрăхĕн ертÿçисем хутшăнманни тĕлĕнтерчĕ. Сăваплă ĕçе пурин те явăçмалла пек, анчах çак тиеве кинемей каллех хăй çине илнĕ. «Кредита çулталăкран тататăпах, - терĕ хавхаланса 74 çулти ватă. - Манăн халех вилмелле мар, ял валли лавкка уçтармалла, кĕпер тутармалла».

Çакнашкал тĕллевсемпе пурăнать вăл. Хăй çуралса ÿснĕ Тури Хурасан çĕр çинчен ан çухалтăр тесе тăрăшать. 71 киллĕ ялта паян 30-а яхăн çурт мăрйинчен тĕтĕм тухать.

Тепĕр ĕмĕчĕ пирки те асăнчĕ ватă: малтанхи ĕнине сутнă май çитес вăхăтрах урăххи туянасшăн. Ĕмĕрĕпех выльăхпа пурăнма вĕреннĕскершĕн Улашкасăр пурнăç тунсăх та кичем иккен. Çитменнине вăл кредит татма та пулăшĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.