Комментировать

17 Дек, 2015

Манар мар тăван чĕлхемĕре

Çĕр пин сăмах çĕршывĕ - Чăваш Ен.
Çĕр пин тĕрри пур ун, çĕр пин юрри.
Çак пурлăха ăша хывса эс тĕреклен.
Мĕнле телей - тăван чĕлхе пурри.

Чăвашсем пин çул каяллах хăйсен чĕлхипе калаçнă, ăна ламран лама, сыпăкран сыпăка халалласа пынă, упрама тăрăшнă. «Халăха чи малтан унăн чĕлхи тытса тăрать. Чĕлхе пĕтмесĕр халăх та пĕтмест», - тесе шутланă вĕсем. Çак шухăш тăван халăх юрринче те палăрса юлнă. «Эпирех те вилсен мĕн юлать? Мĕн калаçнă чĕлхе çав юлать», - тенĕ мăн асаттемĕрсем. Вĕсем юрланă та çав, пирĕн ăру, уйрăмах пирĕн хыççăнхисем хăю çитерĕç-ши çапларах ĕнĕрлеме? Чĕлхе ан çухалтăр тесен унпа калаçмалла-çке, ăна аталантармалла. Паян мĕн куратпăр-ха? Хулара кăна мар, ялсенче те ачасем вырăсланса пыраççĕ. Чăваш çемйисенче ÿсекен шăпăрлансемех тăван чĕлхепе калаçмаççĕ. Акă хамăр шкулти кĕçĕннисен ушкăнне çÿрекен 20 ытла ачаран улттăшĕ пачах чăвашла пуплемест, хăшĕ-пĕри тăван чĕлхерен ютшăнни сисĕнет - вĕсем вырăсла калаçасшăн. Паллах ку пулăмшăн ашшĕ-амăшне «тав сăмахĕ» каламалла ĕнтĕ. Пепкисем ытлашши ăслă пуласран хăраççĕ-тĕр. Мĕн чухлĕ ытларах чĕлхе пĕлетĕн, этемĕн ăс-тăнĕ те, тавракурăмĕ те, калаçас-хутшăнас ăсталăхĕ те çавăн чухлĕ пысăкраххине тавçăрайманни питех те тĕлĕнтерет. Тĕнчери пур паллă çын та нумай чĕлхе пĕлни çинчен илтмен пулас вĕсем. Пирĕн республикăра тутарсем чылаййăн пурăнаççĕ. Тĕлĕнмелле те, вĕсен ачисем хăйсен чĕлхине кăна мар, чăвашла та тăрăшсах вĕренеççĕ иккен.

Чăвашăн мĕскĕнленсе хăйĕнчен хăй вăтанма нимĕнле сăлтав та çук. Чăваш чĕлхи ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Вăл авалхи чĕлхе. Пуян та илемлĕ, çепĕç те сăнарлă. Чĕлхери хăш-пĕр пĕлтерĕшсене ăнланайманнин айăпĕ вара хамăртах. Вĕренес теместпĕр-çке-ха, ÿстерме те тăрăшмастпăр пĕлĕве. Чăвашла хаçат-журнал та, кĕнеке те вуламастпăр.

Тĕнчере пирĕн чĕлхерен илемлĕреххи те пур пулĕ. Вырăс чĕлхи те питĕ пуян. Çапах та аякрине курсах çывăхрине манар мар. Вăл вара - тăван халăх, атте-анне, тăван чĕлхе. Асатте-асаннемĕрсем пиллесе хăварнă чĕлхене манса ют халăха тухса намăс курас марччĕ. Ытти наци çыннисем пире вырăсла лайăх пĕлнишĕн мар, хамăр тăван чĕлхене манса кайманшăн хаклĕç те, хисеплĕç те.

Петр НИКИФОРОВ,

вĕрентекен.

Тăвай районĕ,

Элпуç шкулĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.