Сывлăх уявĕ
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2015 çула чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе палăртнине Чăваш хутлăхĕн ертÿлĕхĕ, уйрăмах сывлăх сыхлавçисем ырласа йышăнчĕç.
Асăннă амакпа республикăра кĕрешмешкĕн пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Тухтăрсем ăста та пысăк квалификациллĕ пулнине пăхмасăр, инкеке вĕсен вăйĕпе кăна сирмешкĕн май килменнине шута илсе профилактика мероприятийĕсене халăх хушшинче ытларах сарассине, хăрушлăх пирки ăнлантарса парассине тĕпе хучĕç сывлăх сыхлавĕн хастарĕсем. Тĕрлĕ акци ирттерчĕç, пациентсене «уçă алăксен кунĕсене» йыхравларĕç, тухтăрпа пĕрле уçăлса çÿреме чĕнчĕç. Чире хирĕç пĕрлехи вăйпа кар тăнин усси куç умĕнчех: асăннă амака пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлакансен, ĕмĕрлĕх сусăрланакансен йышĕ чакса пырать.
Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăка пĕтĕмлетмешкĕн сывлăха чăннипех хаклакансем - ватти-вĕттинчен пуçласа вăйпитти таранах - Хĕрлĕ лапама пухăнчĕç: малтан спорт «çăлтăрĕсем» ертсе пынипе уçă сывлăшра хаваслă кĕвĕ çеммипе хавхаланса тĕрлĕ хускану турĕç, унтан тухтăрпа уçăлса çÿрерĕç. Сăмах май, асăннă акцие республикăра виçĕ çул каяллах ирттерме тытăннă, юлашки вăхăтра ăна кашни эрнерех йĕркелеççĕ. Çуран утса шăм-шака çемçетни, уçă сывлăшпа туллин сывласа чуна кантарни пуриншĕн те усăллă.
«Тухтăрпа пĕрле уçăлса çÿреме» акцие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Сывлăх уявне пухăннисене саламланă май вăл çакна палăртрĕ: «Паян пурте пĕрле залив хĕррипе утса тухăпăр, кăмăл-туйăма çĕклĕпĕр. Халăх сывлăхне тĕреклетессишĕн, пурнăç пахалăхне лайăхлатассишĕн республика ертÿлĕхĕ куллен тăрăшать, çапах та иксĕлми пуянлăхăмăршăн хамăрăн яваплăрах пулмаллине яланах асра тытмалла.Çамрăк ăру çакна ăша хывса çитĕнесси иккĕлентермест. Савăнăр, кăмăла çĕклĕр - çакă кун-çула ырă витĕм кÿрет».
Сиплев учрежденийĕсен коллективĕсем сывлăх уявне Алла Самойлова министр ертсе пынипе пуçаруллă хутшăнчĕç.
…Хĕрлĕ лапам çийĕн чĕрене сăнлакан хĕрлĕ хăмпăсем майĕпен вĕçсе хăпарнă майăн пилĕк пин çын тухтăрпа пĕрле уçăлса çÿремешкĕн тухрĕ. Залив хĕррипе тăсăлакан çул вара пилĕк пин утăмпа танлашрĕ.
Валентина СМИРНОВА