Комментировать

11 Дек, 2015

Улми лайăх-и, çырли лайăх-и?..

Пахчаçă та, ветеринар та

Садра улмуççи çеç мар, 5-6 сорт груша, абрикос, 5 сорт слива, сырлан, айва, алыча, кизил ... çитĕнет. Улмуççи вара 20 ытла сорт. Вĕсене кил хуçи хăех сыпать, хăшне-пĕрне почтăпа çырăнса илет. Ир пулакан панулмисене вырнаçтарма май çукран чылайăшĕ сая каять. Çавăнпа малашне хĕллехи сортсем ытларах лартма палăртать Михаил Ильич. «Кутузовец», «северный синап», «зимняя красавица», «краса Свердловска», «грушовка» лайăх упраннине палăртрĕ вăл. Сăмахран, «северный синап» çурла уйăхĕчченех лайăх тăрать. Хĕлле панулмие вĕлле усравĕнче ещĕкпе тытнине пĕлтерчĕ. Ытти пахчаçимĕçпе пĕрле упрасан ăна шăршă çапать.

Иçĕм çырли - 7 сорт. «Вăл çум курăк евĕрлех. Чăваш Енре лайăх çитĕнет. Пирĕн урамра кашнийĕнех пур. Камăн çук - çуркунне салатса паратăп. «Изабелла» сорт витмесĕрех хĕл каçать. Унран компот, эрех хатĕрлеме аван», - паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе Михаил Разумов.

Пахчаçимĕçпе çеç мар, çĕрулмипе те кăсăкланать вăл. Кăçал «журавинка», «бела роза» тухăçпа савăнтарнă. «Чайка» каярах юлса пулать. Вăл та аван çитĕннĕ. Малашне çак сортсене лартма шухăшлать арçын. Сортсене çулсерен улăштармалли пирки те асăрхаттарчĕ. Маларах «романо», «импала», «пикассо», «невский» сортсем çитĕнтернĕ.

Разумовсен вĕлле хурчĕсем те пур. Кил хуçи каланă тăрăх - вĕсемпе малтан ашшĕ интересленнĕ. Авалхи йăлапа тĕп килтен уйрăлса тухнă май кашни ачине вĕлле панă вăл. Михаил Ильичăн шăллĕсем те пыл хурчĕ тытаççĕ. Иккĕшĕ Тускелĕнче пурăнаççĕ, çирĕп хуçалăх çавăрнă.

Михаил Ильич ачаранах выльăх-чĕрлĕх юратнăран ветеринар ĕçне суйласа илнĕ. «Прогресс» хуçалăхра 23 çул тĕп зоотехникра вăй хунă, каярах асăннă хуçалăха ертсе пынă. Выльăх чирлесен ял çынни халĕ те ун патнех пырать. «Хальлĕхе хамăр та ĕне тытатпăр. Малашне тепле пулĕ. Вăй-хал чаксан качака çеç хăварăпăр», - чунне уçрĕ кил хуçи. Унăн тепĕр ырă енĕ пирки те асăнса хăварам: Михаил Ильич пуçарăвĕпе колхоз сачĕ вырăнне шкул ачисем маларах тĕрлĕ йывăç лартса хăварнă. Халĕ вĕсем тÿпенелле кармашаççĕ. Вăрманта ял-йыш кăмпа-çырла пухать, кану кунĕсене унта савăнса ирттерет.

Ĕçчен çынна ял савать

Маларах ялта 130 ĕне пулнине каларĕç Разумовсем. Халĕ - 17-18 çеç. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ чакнине сĕт йÿнĕ пулнипе сăлтавларĕç. Çитменнине çамрăксем те ялта пурăнасшăн мар, хуланалла туртăнаççĕ. «Выльăх апачĕ хатĕрлеме ачасем те пулăшаççĕ. Тепĕр чухне кÿршĕ-аршă та, ял-йыш та, - пирĕн калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи арăмĕ. - Кăçал «Шуçăм» фольклор ушкăнне çÿрекенсем утă-улăм кĕртме пулăшрĕç. Юрла-юрла ĕçлерĕмĕр».

Разумовсем 5 хĕр çитĕнтернĕ. Пурте аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ. Ашшĕ-амăшĕ патне килсех çÿреççĕ. Акă, Галя хĕрĕ ашшĕпе пĕрле вĕлле хурчĕсене пăхма кăмăллать. Ытти хĕрĕпе мăнукĕсем амăшĕпе çуллахи вăхăтра пахчаран кĕме пĕлмеççĕ. Севок, пахчаçимĕç, виктори çитĕнтересси Елена Николаевна çинче. Сăмах май, вăл та хуçалăхра 38 çул зоотехникра ĕçленĕ. Маларах асăнтăм ĕнтĕ, вырăнти «Шуçăм» фольклор ушкăнне çÿрет вăл. Уçă сассипе куракана тыткăнлать.

Ĕçчен, хастар çемье нихăçан та выçă лармасть. Хушма хуçалăхра çитĕнтернĕ улма-çырлапа, хăйсем туса илнĕ сĕт-çупа, аш-пăшпа авăнать сĕтел. Хĕле хатĕрленсе нÿхрепне те тултарнă. Хăйсем валли çеç мар, ачисемшĕн те тăрăшаççĕ вĕсем. «Пурте пухăннă чухне пилĕк сумка тултарса яратпăр», - теççĕ Разумовсем. Ашшĕ-амăшĕн чун-чĕри тĕпренчĕкĕсемшĕн çунать. Кашнинех апат-çимĕçпе тивĕçтереççĕ вĕсем.

Паллах, ытлă-çитлĕ пурăнас тесен чылай вăй хумалла. Ĕçчен çынна çеç савать ял. «Ĕç çук» теекенĕн вара сĕтелĕ те, пÿлми те пушă. Картишĕ-хуралти те выльăхсăр, кайăк-кĕшĕксĕр.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.