Комментировать

11 Дек, 2015

Тăхтаман

Константин Иванов çулталăкĕнче асăмăрсенче юлакан пархатарлă пулăм республикăра нумай пулчĕ. Вĕсенчен пĕри - К.Иванов поэми тăрăх Чăваш Ен Президенчĕн гранчĕ пулăшнипе хатĕрленĕ «Нарспи» мюзикл тулли метражлă фильм формачĕпе кун çути курни. Халĕ ăна Раççейри тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсене те, пирĕн наци культурипе кăсăкланакан ют çĕршыв çыннисене те кинотеатрсенчи пысăк экрансенче кирек хăçан та кăтартма май пур.

Çапла вара Николай Казаковпа Борис Чиндыков пултаруллă çамрăксене пуçтарса йĕркеленĕ «карап», поэмăна çĕнĕлле вуласа-тишкерсе, аваллăха хальхи саманапа çыхăнтарса 2008 çулхи пуш уйăхĕнче çула тухнăскер, малалла кайрĕ. «Поэмăна таткаласа пĕтернĕ, классикăпа кун пек хăтланмалла мар» текенсем тупăнкаларĕç пулсан та «капитансем» тĕрĕс çул суйласа илни куçкĕрет: кĕске те витĕмлĕ йĕркесем, çĕклентерекен, çавăнтах чуна шăнтса яракан кĕвĕсем, тĕссем çут тĕнчери пекех çуталса улшăнни, сĕтеклĕ тăван чĕлхе, ĕлĕкхипе хальхи ташăсем, куçа шартаракан тум-юм хăйсенче чăваш юнĕ чупнине манма пуçланă çамрăксене çеç мар, вырăсланнă чăвашсене те килĕшрĕ - филармони керменне ушкăнлана-ушкăнлана килсе «Нарспи» поэмăна, унăн авторне чĕрисенче хăвараççĕ.

Мюзикла пĕрремĕш хут курнă чухнех Тăхтаман сăнарне калăплакан Константин Ефремов питех те кăмăла ларнăччĕ. Пирвайхипех пĕтĕмлетÿ тăвас мар-ха тесе Тăхтамана тата икĕ ăстрăм сăнарăм. Çук, малтанхи кăмăл-туйăм улшăнмарĕ. Çакна тĕпе хурса тата ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ят панине шута илсе Оперăпа балет театрĕн юрăçипе Константин Вениаминович Ефремовпа курнăçас шухăш çуралчĕ те - çак кунсенче тĕвĕленчĕ.

- Константин, Тăхтаман рольне выляма сана тÿрех суйласа илнĕ-и? Мĕнлерех иртрĕ çак ĕç-пуç?

- Ăнсăртран, Николай Казаковпа Мода çурчĕ умĕнче тĕл пулсан. «Мюзикл лартасшăн. Тăхтаман рольне выляма кăмăлу пур-и?» - терĕ. Эпĕ пĕр иккĕленмесĕрех килĕшрĕм: çĕнĕ ĕç кама ан килĕштĕр. Вара филармоние кĕтĕмĕр. Мюзиклта пулмалли кĕвĕне итлеттерсен, либреттăпа паллаштарсан сĕннĕ роль ман валлиеххине шалти вăйпа туйса илтĕм, маларахах килĕшнине тепĕр хут çирĕплетрĕм.

Каласа хăварам: Хирпюн «Нарспи» оперинчи Тăхтамана эпĕ нумай çул ĕнтĕ Оперăпа балет театрĕнче вылятăп. Паллă сăнара калăплама сĕннĕ чухне Николай Нилович çакна та шута илчĕ пулĕ тетĕп.

- Поэма тăрăх пĕлетпĕр: Тăхтаман сарă çÿçлĕ пулнă. Çавăнпах-тăр ăна Чăваш патшалăх академи драма театрĕн «сарă» çÿçлĕ артисчĕсем - И.Молодов, Б.Алексеев, И.Иванов - вылянă. Мюзиклти Тăхтаман имиджне улăштарас терĕр-им? Парик тăхăнтартас мар ыйтăва кам татса пачĕ: хăв-и е режиссер-и?

- Репетицисене мюзиклти тумтирпе ирттерме пуçласан урана атă тăхăнтартрĕç. Туятăп - атă каймасть. Ку тумпа хулăн та тачка тĕплĕ тата кунчаллă пушмак кирлĕ тетĕп. Килĕшрĕç. «Хăвна кăмăла каяканнине туян. Укçа паратпăр», - терĕç. Мода çуртĕнчен тупса килтĕм хайхискере. Тăхăнса кăтартрăм та - пурне те çырлахтарчĕ. Майĕпен çапла юсанса çÿç патне çитрĕмĕр. Мĕн тумалла: парик кирлех-и е унсăрах-и? Репетицисенче хам мĕнле - çаплах вылятăп-ха: шакла пуçлă, куçлăхпа. Мюзикл проектăн илемлĕх ертÿçи Валентина Салихова, костюмпа ĕçлекен Валентин Федоров художник, Николай Казаков композитор тĕплĕ канашларĕç те çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç - «шакла пуçпах выля, куçлăхна та ан хыв. Пурнăçра мĕнле эс - сцена çине те хальхи пек тух». Вăт çапларах çÿç историйĕ.

- Юрă тексчĕсене килте-и, паркра-и, вăрманти уçланкăра-и вĕрентĕн?

- Килте. Кĕвĕне итленĕçемĕн. Текста пĕрле те илсе çÿрерĕм. Кама та пулсан кĕтмелли тупăнсан блокнота кăларса вуларăм.

- Роле мĕнле пурнăçланине, хăш тĕлте йă­нăш­нине спектакль хыççăн тишкеретĕн-и? Лайăххин чикки çук вĕт.

- Тишкеретĕп. Айккинчен лайăх курăннăран режиссер та сĕнÿсем парать. Ырă сĕнÿ-тÿрлетÿсене эпĕ яланах итлетĕп, ăша хыватăп. Хăш-пĕр артист пек кÿренес-тăвас йăла çук манăн.

- Мюзиклта виçĕ Нарспипе выляса куртăн - Наталья Ильцпа, Алина Кудрявцевăпа, Александра Казаковăпа. Роле ăсталама хăш «арăмупа» çăмăлрах, кăмăллăрах пулчĕ?

- Натальăпа. Пирвай унпа хăнăхнă-ха та. Александра та лайăх кĕрсе кайрĕ. Малтанах актерлăх меслечĕсем çитсех каймастчĕ, хум­ханатчĕ. Халĕ пĕтĕмпех йĕркеленчĕ, уçăлса кайрĕ.

- Мюзиклта каламалли текста çеç мар, поэмăра Тăхтаман çинчен çырнă сыпăксене те эсĕ пĕрре çеç мар вуланă ĕнтĕ. Арăмне пĕр вĕçĕм хĕнекен Тăхтаман сана шухăша ямарĕ-и? Ытла та тискер сăнланă-çке ăна поэма авторĕ. Арăмне кашни кун саламатпа хĕнекен путсĕре чăваш литературинче эпĕ урăх тĕл пулман. Çĕр ĕçне юратса, çĕр чунне ăнланса çăкăр çитĕнтерекен çын çапла ирсĕрленме пултарасса, хăть мĕн тейĕр те, эпĕ ĕненместĕп, нихăçан та ĕненмен. Çавăнпа та Тăхтамана выляма килĕшнĕшĕн аннÿ кÿренмерĕ-и?

- Анне çут тĕнчерен кайни чылай çул ĕнтĕ. Вăл пулнă-тăк, курнă-тăк кÿренетчех. Ара, аслă аппа та кÿреннĕ, тарăхнă-ха та. Мюзиклти Тăхтамана самаях çынлăхлатрăмăр, çапма тăрсан ачашласа та илетĕп пулсан та. Поэмăра вĕт пĕр вĕçĕм саламат сасси, арăмне хĕнени «илтĕнет», куçа тăрăнать.

- «Лебединое озеро» спектакле Майя Плисецкая 800 хут вылянă. Тăхтамана мĕн виличченех вы­ляма май пуррине шута илсен унăн рекорчĕ патне ним те мар çывхарма пултаратăн. Мĕн тумитлетĕн кун пирки?

- Частарах лартсан çывхарăп та. Халĕ эпĕ аллă тăваттăра çеç. Театрта сакăр вуннăччен ĕçлесшĕн. Кун пирки юлташăмсене каласа хунă. Унтан яла, яла каятăп пурăнма: хам çуралнă тăван киле.

- Мюзикла кăтартнă хыççăн Наталья Ильца, Нарспи сăнарне ĕненмелле уçса панăшăн, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ят панăччĕ. Кайран, тĕлĕнмелле те, хисеплĕ ятне пăрахăçларĕç. Килĕшÿллĕ мар кун пек ĕç-пуç Чăваш Республикин историйĕнче пулнине астумастăп. Официаллă верси тăрăх - хисеплĕ ят илме тăратнă документсенче тĕрĕс мар кăтартусем пулнă имĕш. Халăхра вара пачах урăхла сас-хура çÿрет. Çак аптриш çав çулсенче ĕçленĕ пысăк шайри чиновниксене пула йăтăнса тухнă теççĕ. Тĕрĕсси хăшĕ? Эсĕ пĕлетĕнех ĕнтĕ.

- Çук, тĕплĕ пĕлместĕп. Натальăран та ыйтнăччĕ - анчах та вăл кун пирки калаçас-сăмахлас темерĕ. Кăмăлĕ хуçăлнăччĕ унăн. Хуçăлмасăр! Лайăх вылярĕ-ха та. Филармони залне лăк тулли пуçтарăннă халăх йĕчĕ вĕт. Нарспи сăнарне куççуль кăлармалла ăсталама ай-вай çăмăл мар. Çитĕнекен ăрура пултаруллă çамрăксем пурришĕн савăнмалла чухне хăшĕ-пĕри хура кĕвĕçÿпе аташрĕ, «тин çеç ĕçлеме тытăннăскере тÿрех звани панă» тесе министерствăна çăхавсем те çырнă, хура çăварĕсем хура сăмахсем сарнă. Намăс!

- «Кĕвĕçÿ - çав тери хăрушă чир, вăл этем юнне пăсать, курайманлăх туйăмĕ куçа хура тĕтре карать», - тесе çырнăччĕ литература критикĕ Юрий Артемьев хăйĕн пĕр тишкерĕвĕнче. Сана кĕвĕçекенсем пур-и? Пултарулăхунта чăрмантармаççĕ-и?

- Пайтах пулнă кун пек этемккесем. Тĕрĕс марлăхпа суя сăмах алласа çÿрени чăрмантарать çеç мар, кÿрентерет те. Кĕвĕç чунлисем хăйсенчен лайăхрах вылякана, лайăхрах юрлакана айтуру юратмаççĕ. Кăшт начартарах юрлам-ха - эх, мухтаççĕ икĕпитленсе. Роле чаплă ăсталасан, чаплă юрласан вара шăпăрт пулаççĕ, пĕр сăмах та шарламаççĕ, çурăм хыçĕнче вара тулхăрса çÿреççĕ.

- Сана хисеплĕ ят парасси вăраха тăсăлса кайни те кĕвĕçÿпех çыхăннă-и е оперăсенче тĕп партисем сахалрах пулнипе-и?

- Сахалрах тенипе килĕшместĕп. Сăмахран, «Царская невестăра» - виçĕ, «Князь Игорьта» икĕ роль. Ĕçтешсен пĕрре çеç. Мĕншĕн тесен эпĕ баспа та юрлап, баритонпа та... Хисеплĕ ят пама мана тăватă-пилĕк хут та тăратнă. Анчах та хатĕр документсене министерство малалла яман, каялла тавăрса панă.

- Мĕншĕн? Мĕнле сăлтава пула?

- Министерствăра мана «юратакан» пĕр чиновник пурччĕ. Тĕл пулсан: «Страсчĕ», - текелетчĕ. Пĕррехинче çап­ларах ыйтрăм: «Манăн пултарулăха мĕншĕн килĕштерместĕн?» Кун пек ыйтасса кĕтсех тăнă-ши - тÿрех хуравларĕ: «Кам каларĕ? Питĕ килĕштеретĕп», - терĕ куçĕсене яланхилле чеен култарса. Шаккавçăна тачка сăмахпа нăчлаттарас шухăш та пурччĕ. Çапах та хама тытса чартăм, унăн хура чунĕн шайне анса ларас мар терĕм.

- Совет самани вăхăтĕнче поэтсем - ÿнерçĕсемпе, балет çăлтăрĕсем режиссерсемпе туслăччĕ. Эсĕ халĕ кампа та пулсан çыхăну тытатăн-и? Ĕç пиркисĕр пуçне мĕн çинчен калаçатăр?

- Эпĕ уçă çын. Юлташăмсене нихăçан та сут­манран - çыхăну татăлман. Пушă вăхăтра кирек мĕнле темăпа та калаçатпăр. Тĕппи, паллах, куль­тура! Ун тавра ытларах сăмахлатпăр. Тата, тата - кил ăшши, пире çуратса ÿстернĕ тăван кĕтесĕмĕр чĕлхерех. Вăл нихăçан та манăçăнмасть.

Кĕскен

Спектакль пынă вăхăтра сана мĕн тарăхтарать?

Дирижер кĕвĕне кĕтмен çĕртен хăвăртлаттарса яни... Партнер çĕтсе кайни, çак аптравран куракан туймалла мар çаврăнса тухмалли меслет шырама тивни.

Чуну куçунтан пăхнине мĕнле самантсенче туятăн?

Нарспине хĕненĕ чухне сиввĕн пăхрех пулмалла.

Кирек мĕнле ĕçе те политика сĕмĕ шăл çĕмĕрсе кĕчĕ. Талантун алăкне яр-р уçма чăрман­тар­масть-и?

Паллах чăрмантарать. Кирек мĕнле çынна та вăл хăйĕн пек пулма чăрмантарать.

Вăйне çухатман хаклăхсем саншăн мĕнсем вĕсем?

Тĕрĕслĕх, çынлăх.

Пурнăçăн хуçи пур-и: кам е мĕн вăл?

Хамăн пурнăçăн хуçи - эпĕ хам.

Çыннăн тĕп вăйĕ ăçта е мĕнре?

Чун-чĕре.

Ÿт-пÿ вилĕмсĕрлĕхне тепĕр 50 çултан татса параççех-тĕр. А чун вилĕмсĕрлĕхне ĕненетĕн-и?

О-о, ĕненеп те ăна, хăш чухне ĕненместĕп те. Иккĕллĕ кăмăл-туйăм.

СССР арканнă хыççăн çемьесем те арканма тытăнчĕç. Уйрăмах культура тытăмĕнчисем: эстрада юрăçисем, кино тата театр артисчĕсем. Çак юхăм çемье институтне çирĕп тытса пурăннă чăваш хутлăхне те çитрĕ. Мĕн ку - «модăран» эпир те юлас мар тени-и е урăх «пахалăхсем-и» çак утăма тума хистеççĕ?

Сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулĕ-ха. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче эпĕ те арăмпа, Светлана Ивановнăпа, вăрçăнса кайрăм та - уйрăлтăмăр. Кайран, пĕр хушă расна пурăнсан, - мирлешрĕмĕр, ăна иккĕмĕш хут качча илтĕм. Оперăпа балет театрĕнче пĕрлех ĕçлетпĕр эпир. Вăл та опера юрăçи. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Николай Глазков поэт хулари фонтансенче шыва кĕнĕ, пушмакне шнуроксăр тăхăннă. Геннадий Айхи вара çинçе пралукпа çыхса çÿренине курнăччĕ. Çакăн евĕрлĕ «фишка» санăн пур-и?

Пур. Са-арлака шĕлепке.

Паянхи пурнăçра укçа пуç пулса тăчĕ пулин те çыннăн пуянлăхĕ енчĕкре мар теççĕ. Саншăн мĕнре е ăçта вăл?

Манăн пуянлăх - çемье. Эпĕ нихăçан та укçашăн хыпса çунман.

Саншăн хăшĕ пысăкрах - професси-и е хăв-и?

Професси.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.