Комментировать

12 Мар, 2014

Çивĕч ыйтусем татăлĕç

Çак кунсенче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Александр Дрожжин видеойышăну йĕркеленĕ: Чăваш Енре, Пушкăртстанра, Киров облаçĕнче пурăнакансен пĕр ушкăнĕн ыйтăвĕсене тишкернĕ.

Раççей Президенчĕн республикăри йышăну пÿлĕмне Улатăрти Вĕрене урамĕнчи пурăнмалли çуртсене 10 çул каяллах туни, анчах строительсем урама çул хывса хулапа çыхăнтарма манни пирки çыру килнĕ. Унта медицинăн васкавлă пулăшу тата пушар автомашинисем те кĕреймеççĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Олег Добрынкин çырури йĕркесем пĕтĕмпех тĕрĕссине çирĕплетнĕ.

«Çул проектне хатĕрленĕ, - хуравланă ЧР строительство министрĕн çумĕ Владимир Степанов. - Вăл патшалăх экспертизи витĕр ăнăçлă тухнă. Ăна пурнăçа кĕртмешкĕн республикăн Çул-йĕр фондĕнчен укçа уйăрасси пирки Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕн проектне хатĕрлеме пирĕн министерствăна çитернĕ». Видеоканашлăва хутшăннă должноçри çынсем кăçал урама тикĕслеме, 2015 çулта хытă сийлĕ çул хывма шантарнă.

Кÿкеç поселокĕнчи Çĕнĕ Конституци урамĕнчи хĕрарăмсен ушкăнĕ йышăну пÿлĕмне ача-пăча вылявăшне юсаттарас ыйту çитернĕ. Ăна çулталăк каялла çеç çĕнетнĕ-ха. Анчах лапамра шыв юхтармăш туса хăварман, йĕри-тавра карта тытман, йывăç кÿлепе-кÿмеркке сахал. А.Дрожжин çитменлĕхе пĕтерме хушнă. Поселок администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Михайлов вылявăша çуллаччен çĕнетме сăмах панă. Видеоканашлура пăхса тухнă ыйтусене мĕнлерех татса панине федераци округĕн Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров тĕрĕслесе тăрĕ.

Ю.МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.