Комментировать

10 Дек, 2015

Взятка... кĕсьене çÿхетет

 Раштавăн 9-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери коррупципе кĕрешмелли кун. Коррупцие тĕп тăвас ыйтăва «çÿлтисем» час-часах хускатаççĕ. Шел те, патшалăх тытăмĕнче вăй хуракан хăш-пĕр чиновник, ертÿçĕ саккунра çырни çине алă сулать те хăйĕн кĕсйи пирки ытларах шухăшлать. Чăваш Республикинче çулсерен коррупципе çыхăннă вун-вун уголовлă ĕç пуçараççĕ. Шупашкарти Ленин районĕн следстви уйрăмне кăна кăçалхи 9 уйăхра коррупципе çыхăннă 19 тĕслĕх пирки пĕлтернĕ. Вĕсенчен 13-шĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Тĕп хулари Ленин районĕн сучĕ юсанмалли 1-мĕш колонире ĕçленĕ 22-ри арçын тĕлĕшпе приговор вуланă та хăйне те йĕплĕ пралук леш енне ăсатнă - çулталăк çурăлăхах. Следствипе суд унăн «хура» ĕçне тăрă шыв çине кăларнă. Кăçалхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче айăпланнă çынна вăл икĕ сим-карта тата кĕсье телефонĕн экранне кĕртсе панăшăн 2 пин тенкĕ взятка илнĕ. Явап тытакансен ку япаласемпе усă курма юраманнине пĕлнĕ çĕртех çапла хăтланнă вăл. Колонин экс-ĕçченне сĕтев илнĕ хыççăнах тытса чарнă. Ку тытăмра нумай вăй хурайман вăл - колоние виçĕ кун маларах кăна ĕçе вырнаçнă.

ÇÇХПИн çул-йĕр патруль службин инспекторне те взятка илнĕшĕн айăпланă. Ку ĕçшĕн хăех тăкак тÿснĕ вăл - суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн унăн 1,5 миллион тенкĕ штраф тÿлемелле. Ку кăна та мар, инспекторăн патшалăх тата муниципалитет должноçĕнче 2 çул ĕçлеме юрамасть. Суд тата следстви палăртнă тăрăх, вăл 2015 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче ĕçтешĕпе протокол çырнă чухне водитель ÿсĕр пулнине ăнланнă. Анчах вăл административлă йĕркене пăснăшăн ĕç пуçарас вырăнне унăн правине тата транспорта регистрациленĕ свидетельствăна туртса илнĕ. Каялла тавăрса пама шантарнă… 30 пин тенкĕ тÿлесен. Кун пек административлă майпа явап тыттармасса шантарнă. Анчах инспектор сĕтеве илме ĕлкĕреймен - ăна тытса чарнă.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.