“Ăшă сăмах та чиртен сыватать”
Вăл ăш пиллĕ, ырă кăмăллă хĕрарăм. Ытларах чухне ун патне пулăшу илме мар, чуна йăпатма васкаççĕ. Унпа калаçса лăпланаççĕ, кирек епле чир-чĕртен те сывалма шанăç пуррине ăнланаççĕ.
Çавнашкал специалистсем çинчен «Ăсталăхне Турă панă» теççĕ. Унăн алли сахал мар ачана нумай усал чир-чĕртен сыватнă. Ун патĕнче яланах çын чылай пулин те вăл нихăçан та «вăхăт çук» тесе тăмасть. Тĕпренчĕкĕшĕн пăшăрханса ÿкнĕ ашшĕ-амăшне те лăплантарма тăрăшать. «Эмелпе сипленисĕр пуçне ачапа ăшшăн калаçни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сăмах та сывалма пулăшать», - палăртрĕ медицина наукисен кандидачĕ Инна Егорова.
Инна Николаевна Вăрмарта çуралнă. Вăл - экономистсен çемйинчен. Пысăкрах должноç сĕннĕрен ашшĕ-амăшĕ Чулхула облаçне куçса кайнă. Çавăнпах Иннăн ачалăхĕ кÿршĕ регионта иртнĕ.
Пулас тухтăр ача чухнех тăрăшулăхĕпе палăрнă. Шурă халатлисен ĕçне сума сунăран хĕр çирĕп тĕллев лартнă - унăн çак профессие алла илмеллех. Çавăнпах физикăна, химие, биологие пусăрăнсах вĕреннĕ. Аттестат илсен Инна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна çул тытнă. Анчах пĕрремĕш çулхинех вăл унта кĕреймен. Инна парăнман. «Пур-пĕрех тухтăр пулатăп. Лайăхрах хатĕрленетĕп те тепĕр çул медицина факультетнех кĕрĕп», - сăмах панă вăл хăйне.
Инна Егорова Чулхулари пĕр больницăна лаборанткăна ĕçлеме кĕнĕ. Çакă ăна теорипе практикăна ăса хывма пулăшнă. Тепĕр çулхине хĕр студентсен йышне кĕнĕ.
Кун хыççăн - кун, çул хыççăн çул иртнĕ. Лекцисем, сессисем... Çак хушăра мĕн чухлĕ кĕнеке шĕкĕлчемен-ши вăл? «Студент вăхăчĕ - чи кăсăкли. Унта нумай юлташ тупрăм. Паянхи кун та вĕсемпе туслă. Пулас мăшăрăмпа та «Студентсен хулинче» паллашрăм. Ÿнер училищинче вĕренекенскер юлташĕсем патне тăтăшах килсе çÿретчĕ. Пĕррехинче пирĕн общежитири дискотекăна пычĕ, мана ташлама кăларчĕ. Çулталăк иртсен пĕрлешрĕмĕр», - çамрăклăхне аса илчĕ Инна Николаевна.
Çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕрен çамрăк амăшĕ академи отпускĕ илнĕ. Анчах нумай ларман вăл унта: тĕпренчĕкĕ вăй илсенех лекцисене çÿреме тытăннă. Вĕренÿ çулĕсем вĕçленсен Инна Николаевнăн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Аслă пĕлÿллĕ специалиста хулари Чапаев ячĕллĕ ача-пăча 1-мĕш больницине ĕçлеме илнĕ.
Хăшĕ-пĕри аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн лăпланса ĕçпе çеç пурăнать. Инна Николаевна тавра курăмне анлăлатас тесе литература чылай вулать. Професси пĕлĕвне тарăнлатас тĕллевпех вăл федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи медицинăпа тĕпчев центрĕнче «гастроэнтеролог» специальноçа алла илнĕ.
Инна Николаевнăна Республикăри ача-пăча клиника больницине ĕçлеме йыхравланă. Çавăнта вăл 2007 çултанпа ача-пăча тухтăрĕнче тата гастроэнтерологра ĕçлет. Кунсăр пуçне те Инна Егоровăн тивĕçĕ нумай - вăл тухтăрсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра доцентра тата ача-пăча инфекци больницинче консультант тухтăрта тăрăшать.
Инна Николаевна пушă вăхăтне сывлăхшăн усăллă ирттерме тăрăшать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Хĕрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика уйрăмĕнче ăс пухнă хыççăн Мускава ĕçлеме кайнă. Ывăлĕ 6-мĕш класа çÿрет. Вăл программист пулма ĕмĕтленет. Çемье хĕлле йĕлтĕр çине тăрать, çулла вара пысăк теннисла выляма кăмăллать. Кирек хăш вăхăтра та бассейна çÿреççĕ вĕсем.