Комментировать

9 Дек, 2015

ХĂЙНЕ ЕВĔР ТАПХĂРТА

   Тар тухасси вăйлансан эмел шур курăкĕн /шалфей лекарственный/ 3 апат кашăкĕ курăкне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Савăта хупăлчапа витсе 5 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла, сивĕтмелле. Кашни кун апат умĕн 1-2-шер чашăк ĕçмелле. Хырăмлăх тĕлĕшпе кăлтăксем пулсан курăка 1,5 чей кашăкĕ илсен çитет.

  Амалăхран юн кайсан 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ хурăн çулçине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.

   Депресси, вĕчĕрхенÿлĕх аптратсан 1 чей кашăкĕ сар çип утине /зверобой продырявленный/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕниччен лартмалла, сăрăхтармалла. Ирхине тата каçхине 1-2-шер стакан ĕçмелле.

   Ыйхă вĕçсен пионăн 150 грамм чĕрĕ тымарĕпе çулçине 0,5 литр шурă эрехе ямалла, 3 эрнерен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 25-30 кун.

u Пуç ыратсан, чĕре сиксен 1 апат кашăкĕ тÿрĕ шатра кĕпçине /лапчатка прямостоячая/, 1 апат кашăкĕ шĕпĕн курăкне /чистотел/, 1 апат кашăкĕ шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ 1 апат кашăкĕ чечекне хутăштармалла. 2 чей кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Пĕчĕк сыпкăмсемпе кун тăршшĕнче 2 стакан ĕçмелле.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.