Комментировать

9 Дек, 2015

ВИТАМИНСЕМ ÇИТЕЛĔКЛĔ КИРЛĔ

А витамин

Куçшăн чи кирлĕ витаминсенчен пĕри - А витамин /ретинол/ - сетчаткăна йĕркеллĕ ĕçлеме, куç çивĕчлĕхне нумай çул упрама пулăшать. Организмра ретинол çителĕклĕ пулни катаракта ир аталанасран, макулодистрофирен, конъюнктивитран хÿтĕлет.

А витамин çителĕксĕррине куç улми типни, куç хупанкисем хĕрелни, шыçни систерет. Ретинол яланах çителĕксĕр пулсан «чĕп куçĕ» аталанать.

Мĕн тумалла-ха? Рациона петрушка, шпинат, кишĕр, хĕрлĕ пилеш, пĕвер, сĕт çимĕçĕсем, çуллă пулă кĕртмелле.

 С витамин

Хăватлă çак антиоксидант çулсем иртнĕ май куç çивĕчлĕхĕ чакасран хÿтĕлет, катаракта аталанас хăрушлăха чакарать. Унсăр пуçне С витамин юн тымарĕсемшĕн, çав шутра куçшăн та, яваплă.

Вăл çитменни куç мышцисен тонусĕ чакасси, куçри юн тымарĕсем татăласси патне илсе çитерет. Куç кăшт йывăрлăх лексенех ывăнма пуçлать.

Мĕн тумалла-ха? С витамин цитруссенче, пахчари пĕтĕм ешĕлре, пылак пăрăçра, купăстара, сырланра, хура пилешре, хурлăханра, шăлан çырлинче нумай.

 В1 витамин

Нерв тĕртĕмĕсенче ылмашăну ĕçне йĕркеллĕ хăвăртлăхпа ирттерме кирлĕ.

В1 витамин çитмесен куç сисĕмлĕхĕ пăсăлать, сетчатка нерв сигналĕсене йышăнас хăвăртлăх чакать, çакна пула тĕртĕмсене апатпа тивĕçтересси япăхать. Куç хăвăрт ывăнма пуçлать, вĕчĕрхенÿлĕх аталанать, сывлăх хавшать. Глаукома аталанас хăрушлăх ÿсет.

Мĕн тумалла-ха? Рациона шултран авăртнă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр-булка, сăра çĕпри, кĕрпесем, хывăх, пĕвер кĕртмелле.

 В12 витамин

Вăл юн тăвас ĕç йĕркеллĕ пулассишĕн яваплă.

В12 витамин çитмесен анеми аталанать. Ку çавăн пекех куçа юн пырса тăрасси япăхнипе палăрать, куç тĕртĕмĕсенче тутлăхлă япаласем тата кислород çитми пулаççĕ. В12 витамин куç нервне çирĕплетме, хÿтĕлеме, унăн ĕçне йĕркелесе тăма кирлĕ.

Мĕн тумалла-ха? Çак витамин çăлкуçĕсем - сĕт çимĕçĕсем, çăмарта сарри, пĕвер, пулă.

 Лютеин

Унăн тĕп тĕллевĕ - пахалăхлă, янкăр куç çивĕчлĕхĕпе тивĕçтересси.

Лютеин çитменни куç тĕртĕмĕсенче аркатуллă улшăнусем пулса иртесси, куç çивĕчлĕхĕ чакасси патне илсе пырать. Час-часах куç сетчатки арканни, суккăрланни тĕл пулать.

Мĕн тумалла-ха? Кулленхи рациона сарă тĕслĕ пахча çимĕçпе тата улма-çырлапа /пăрăç, кишĕр, пылак куккурус, хурма/, тĕксĕм-симĕс çулçăллă пахча çимĕçпе /брокколи, шпинат/, авокадăпа пуянлатмалла.

Анчах организма лютеин апатпа кăна лекни çителĕксĕр пулма пултарать, çавăнпа ăна витамин комплексĕпе курссемпе ĕçсен лайăх.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.