Комментировать

4 Дек, 2015

Юрий Карпов каллех çĕнтернĕ. Саламлатпăр!

Кĕркунне тĕрлĕ çĕршыв командисемпе уйрăм атлетсем йăлана кĕнĕ тăрăх тĕнче чемпионатĕнче хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеççĕ. Сумлă ăмăрту кăçалхи чÿк уйăхĕн 27-30-мĕшĕсенче иртрĕ. Кире пуканĕ йăтассипе тĕнчен XXIII чемпионатне Ирландин тĕп хули Дублин йышăнчĕ. Помост çине 37 çĕршыври 600 ытла спортсмен тухрĕ. Çивĕч кĕрешÿре малти вырăнсене Раççей, Казахстан тата АПШ командисем йышăнчĕç.

Чемпионатăн пĕрремĕш кунĕнче 22 çултан кĕçĕнрех хĕрсем /юниоркăсем/ 24 килограмлă кире пуканне малтан пĕр алăпа, унтан тепринпе сулласа çĕклессипе ăмăртнă. 68 килограмлă виçере Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи экономика факультечĕн студентки Анастасия Александровăна ăнăçрĕ. Пике пĕр пăт çурăллă снаряда 115 хут сулласа çĕклерĕ, Казахстанри спорт мастерне Н.Суйлеменовăна кăна выляса ярса кĕмĕл медале тивĕçрĕ.

Кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн ертÿçи, СССР спорт мастерĕ Юрий Карпов чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕнтĕ тăван республика тата Раççей чысне хÿтĕлет. Пĕлтĕр Германире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче вăл 55-59 çулсенчи ветерансен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Хальхинче Юрий Михайлович 60 çултан аслăраххисемпе вăй виçрĕ. Пăхаттир 16 килограмлă пукансене кăкăр çинчен 192 хут харăс тĕртрĕ. Иккĕмĕш хăнăхтарура та лайăх кăтартусемпе палăрса Юрий Карпов пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Пермь крайĕнчи тĕнче спорт мастерĕпе Виктор Бочкаревпа Америка чемпионĕ пайларĕç.

Хальхи чемпионатра хăйĕн пултарулăхне Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕ, 2013 çултанпа Санкт-Петербургра пурăнакан Марина Федорова та кăтартрĕ. Çирĕм çулти чăваш пики 68 килограмран йывăртарах виçере ăмăртса 122 очко пухрĕ, юниорсен ушкăнĕнче тĕнче чемпионки пулса тăчĕ.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.