Комментировать

28 Ноя, 2015

Чĕрчун çын ăшшине хăнăхать

Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче пурăнатпăр тетпĕр. Ашшĕ-амăшĕ 3-4 çулти тĕпренчĕкне те телефон тыттарать. Мĕн тума кирлĕ ăна çав хатĕр? Ача садĕнчен киле шăнкăравлама-и? Кайран чир-чĕр алхасни пирки кулянса калаçатпăр. Ача кĕтекен хĕрарăмсен те карас телефонĕпе сахалрах усă курмалла. Тем тесен те сывлăха усал витĕм кÿрет вăл.

Çамрăксем кĕленчерен сăра ĕçни те, пирус мăкăрлантарса тăни те килĕшÿллĕ мар. Иртен-çÿренрен те вăтанмаççĕ вĕсем. Ачасемпе çамрăксем аслисене ытларах хисепленине курас килет. Вĕсен пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пурăнмалла. Ăрусен çыхăнăвĕ çирĕпленсе пытăрччĕ.

Урамри хуçасăр кушаксене шеллетĕп. Çанталăк сивĕтнĕрен пушшех йывăр вĕсене: тăраниччен çиеймеççĕ, чирлеççĕ. Хамăр таврарисене куллен апат паратăп. Мана хăнăхнăскерсем ĕçрен таврăнасса кĕтеççĕ. Килнине аякран курсанах сырса илеççĕ, хыççăн чупаççĕ. Эпĕ пушă алăпа çÿреместĕп. Çула май апат илме ятарласах лавккана та кĕрсе тухатăп. Чĕрчуна хĕрхенни те - Турă панă туйăм. Вăхăт иртнĕçемĕн çак хăват вăйланса пырать. Чĕрчун инкеке лекнĕшĕн те куççуль тухать. Путвалтан тухман кушаксене те шăтăкран çитеретĕп. Кашниншĕнех чун ыратать.

Пирĕн килте халĕ - тăватă кушак. Малтан та çав чĕрчунсăр пурăнман. Пĕрне Анатолий мăшăрăмпа хĕрĕм Ирина Пензăран илсе килчĕç. Ун чухне конкурса хутшăннăччĕ вĕсем. Хăна çурчĕ патĕнче ларакан шăнса кÿтнĕ выçă кушак патĕнчен, паллах, лăпкă иртсе каяймăн ашшĕпе хĕрĕ. Темиçе кунра çын ăшшине хăнăхсах çитнĕ чĕрчун. Пĕрремĕш вырăн йышăнса хавхаланнăскерсем кушака урамра хăварман.

Чире пула куçĕ шывланакан, пÿрленекен кушаксене хамăр пата илсе кĕртрĕмĕр. Тухтăр патĕнче сиплерĕмĕр, эмел, маç туянтăмăр. Пурне те хытă юрататпăр. Вĕсене килте, пирĕнпе юнашар хăтлă. Эпир Иринăпа иксĕмĕр ирхине вăрансанах вĕсем хыççăн тасатма, урай çума пуçлатпăр. Кушаксем чупса пырса ачашланаççĕ, хăйсен ăшшине пирĕншĕн шеллемеççĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.