Çÿл тÿпери ирĕк-кайăк манăн, ай, пуласчĕ...
Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕ - хĕрарăма çемьере пусмăрланине хирĕç кĕрешмелли кун. Ăна 1999 çултанпа тĕнчипех паллă тăваççĕ. Мĕншĕн тесессĕн çак ыйту тĕнчипех çивĕчленсе çитнĕ. Нихăш обществăшăн та, нимĕнле культурăшăн та ют мар вăл - кирек хăш халăх хĕрарăмĕ те çемьери пусмăра пула шар курать. Нимĕн те витĕм кÿмест ăна - пуянлăх та, социаллă лару-тăру та. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейре çемье пусмăрне пула хупă алăк хыçĕнче кашни 40 минутра пĕр хĕрарăм пурнăçĕ татăлать.
Пурнăç улшăнать, унпа пĕрле - тĕнче те, эпир те... Этеме телейлĕ пулма нумай та кирлĕ мар - çывăх, юратнă тата юратакан çынсем кăна юнашар пулччăр. Çирĕп çемье - акă мĕн тĕревлесе тăрать пире. Анчах та пурнăçăн - хăйĕн саккунĕ. Ĕнер кăна юратакан упăшка паян тискер кайăка çаврăнма пултарать.
...48 çулти Светлана пуçĕнче çĕр тĕрлĕ шухăш явăнать. Мĕн кăна чăтман пулĕ вăл хăйĕн пурнăçĕнче! Упăшки хĕнени, хунямăшĕ мăртăхни... Йăлт чун-чĕре витĕр кăларнă. Чăтнă. Анчах та çак шăпа хăйĕн хĕрне те пырса тивессе шухăшлама та пултарайман. Çĕрле янăраса кайнă шăнкăрав çавăнпа аптратсах ÿкернĕ ăна. Телефона алла иличченех ăнланса илнĕ Светлана - инкек. Унăн хĕрĕпе Ольăпа инкек сиксе тухнă. Хĕрĕн пăлхавлă сасси амăшĕн шухăшĕ тĕрĕссине çирĕплетнĕ. Кĕрÿшĕ пĕрле 3 çул йĕркеллĕ пурăннă хыççăн алă çĕкленĕ. Оля вара ют хулара. Паллах, ыран амăшĕ тул çутăлсанах ун патне тухса вĕçтерĕ. Анчах та паян, çак самантра ăçта кайса кĕмелле çамрăк хĕрарăмăн?
...Татьянăн нарăс уйăхĕнчи шартлама сивве пăхмасăр çулталăкри хĕрачипе çÿхе çи-пуç вĕççĕн килтен тухса тарма тивнĕ. Лару-тăру çав таран çивĕчленсе каясса вара нимĕн те систермен. Çав каçхине çемье: упăшки, арăмĕ тата пĕчĕк ачи - пĕлĕшĕсем патĕнче хăналаннă. Килнĕ хăнан çурăмĕ хитре теççĕ. Килелле таврăннă май арçын урамра пĕлĕшне тĕл пулнă. Упăшкин ниепле те сăмах пĕтменнине тата шăнса кайнине пула Татьяна ăна кĕтсе тăрас темен, хĕрачипе утса кайнă. Андрей ăна хăваласа çитнĕ çĕре хĕрарăм пепкипе киле кĕме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Арçын урса кайнă тейĕн, алăк урати урлă каçнă-каçман хĕрарăма ăçтан май килет - çавăнтан çапма пуçланă, хăйне кĕтсе тăманшăн айăпланă. Юрать-ха çамрăк хĕрарăма хунямăшĕ хÿтĕлеме хăтланнă. Çакăнпа усă курса Татьяна ачине ярса илсе килтен тухса тарма май тупнă. Телее, медицина организацийĕ юнашарах пулнă. Хуралçăсем хÿт-лĕхсĕр икĕ чуна шелленĕ курăнать, алăка уçса кĕртнĕ, полици ĕçченĕсене чĕнсе илнĕ. Каярахпа Татьянăпа хĕрачине йывăр лару-тăрăва çакланнă хĕрарăмсен уйрăмне ăсатнă /вăл Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центр çумĕнче вырнаçнă/.
Çемьере пусмăр тÿсекен хĕрарăм ыйтăвĕ обществăра ĕнер-паян кăна çуралман. Халăхра "кризис центрĕ" ятпа сарăлнă йышши уйрăмсем йĕркелемелли яр-уççăн тухса тăнă. Шăпах çакăн пек социаллă центрта йывăр лару-тăрăва лекнисене йышăнĕç, ăнланĕç, пулăшĕç, малалла мĕн тумаллине сĕнĕç. 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа кунта хĕрарăмсем талăкĕпех пурăнма пултараççĕ. Центрта 6 койка-вырăн уçнă, 2-шне шкул çулне çитмен ачаллисем валли уйăрнă. Икĕ çул хушшинче центр 54 хĕрарăма социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ, вĕсенчен 28-шĕн шкул çулне çитмен ачисем пулнă.
Центр ĕçĕнчен çакă паллă - килтен тухса тарма тивекенсен йышĕ çулсерен ÿссех пырать. Апла тăк, ача çемьери лару-тăрăва йĕркене кĕртме пултарасси иккĕленÿллĕ, арçынна нимĕнле витĕм те кÿмест пепке.
...Владимира алă çĕкленĕшĕн, маларах та уголовлă ĕç пуçарса условнăй майпа айăпланă, анчах та арçын улшăнма шухăшламан та. Çемьере паян та лăпкă мар. Пушшех тепĕр май, арçын хаярлансах пырать. Халĕ вăл çивĕч, касакан япаласене алла тытса арăмне вĕлерессипе хăратать. Чи хăрушши, çакă унăн 12-ри ывăлĕн куçĕ умĕнче пулса иртет. Арçын черетлĕ хут çĕçĕ ярса илсе вăл мĕн тери çивĕччине арăмне кăтартма пуçласан арçын ача чăтса çитереймен, çывăх çыннисен хушшине кĕрсе тăнă. Ку арçынна кăштах лăплантарнă. Анчах та арçын ача каярахпа хăйне ниепле те алла илеймен: "Эпĕ ăна пурпĕр вĕлеретĕп!" - кăшкăрнă вăл. Ачине шелленипе, уншăн пăшăрханнипе хĕрарăм специалистсенчен пулăшу ыйтнă.
Çакăн пек кăткăс лару-тăрăва паян нумай хĕрарăм лекет. Нумайăшĕ ку ыйтăва мĕнле майпа татса памаллине пĕлмест, çăлăнăç çулне курмасть. Çакăн пек чухне çухалса ан кайăр. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ хĕрарăмсене 53-42-94 номерпе шăнкăравлама ыйтатпăр. Сире унта итлĕç, малалла мĕн тумаллине калĕç. Ан манăр - эсир пĕччен мар.
Кашни хĕрарăмăнах телейлĕ пулма тата юратма ирĕк пур. Хăй те юратăва тивĕçлĕ вăл. Хăвăра çÿл тÿпери вĕçенкайăк пек туйса пăхăр-ха пĕр самант... Ăçталла вĕçес килет - çунатне сулса ярса çавăнталла ярăнать вăл. Ирĕклĕн. Мăнаçлăн. Хăвăрăн чуна итлеме ан манăр. Хăвăра юратăр. Упрăр. Çавăн пекех - çывăх çыннăрсене. Чи кирли, çакна ан манăр - хăвăра пулăшма тата пурнăçăра улăштарма нихăçан та кая мар.
Наталья ШАТОВА.