Çутçанталăк та пулăшу ыйтать
Çĕрпÿ районĕнчи Тапанарти Михайловсен кил-çурчĕ хăтлă, кермен пекех. Выльăх-чĕрлĕхĕ картиш тулли. Анатолий Николаевичпа Римма Ивановна виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Тĕпренчĕкĕсем пурте - аслă пĕлÿллĕ. Андрей - Мускавра, Николай - Норильскра, Денис, Светлана, Елена - Шупашкарта, Надежда Çĕрпÿре тĕпленнĕ. Вĕсем тăван киле пырсах çÿреççĕ, çывăх çыннисене май пур таран пулăшаççĕ. Ывăл-хĕрне тĕрĕс воспитани панăшăн, пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнăшăн Римма Ивановна I тата II степень Ача амăшĕн медальне тивĕçнĕ. Вăр-вар хĕрарăм çинчен район энциклопедийĕнче вуласа пĕлме пулать.
Культура вучахне сÿнтермелле мар
Тивĕçлĕ канура та канлĕх мĕнне пĕлмеççĕ Михайловсем. Хăйсем каланă тăрăх, кивелсе çитнĕ Кăтак клубне хупас патнех çитнĕ. «Культура вучахне сÿнтерсен ял-йыш ăçта пуçтарăнĕ? Пушă вăхăта мĕнле ирттерĕ?» - хыпăнса ÿкнĕ Римма Ивановна. Çийĕнчех халăхпа пĕрле çакна хирĕç çыру хатĕрленĕ. Телее, влаç çыннисем çынсен шухăшне шута илсе алăка яланлăхах питĕрсе хăварман. Çакăн хыççăн çаврăнăçуллăскер клуб пуçлăхĕн тивĕçне хăй çине илнĕ. Сăмах май, ку çуртра хăй вăхăтĕнче ял канашĕ те, библиотека та, фельдшер пункчĕ те, шкул та вырнаçнă. Çĕр-çĕр, пин-пин çын такăрлатнă çак сукмака.
Кăçалхи нарăс пуçламăшĕнче çанă тавăрсах ĕçе кÿлĕннĕ Римма Михайлова. Укçа сахал тÿлени те шухăшланине пурнăçа кĕртме чăрмантармасть хĕрарăма. Ăна юратнă мăшăрĕ, шанчăклă юлташĕсем пулăшса пыраççĕ. Зинаида Ильина, Клавдия Иванова, Зоя Васильева, Галина Степанова уйрăмах хастар. Хăнасем пуçтарăнсан та кучченеçпе килеççĕ вĕсем.
«Клубра турчкапа шăпăр кăна хăварнăччĕ», - аса илет ертÿçĕ. Унтанпа çурт шалтан та, тултан та палламалла мар улшăннă. Чăнах, пушă стена та çук. Йăлтах стендсемпе илемлетнĕ. Сăнÿкерчĕксенче - ял пурнăçĕ, халăх кун-çулĕ. Кашни мероприяти савăнăçлă иртни никам каламасăрах паллă. Раççейри - Литература, Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне халалласа уяв тăтăш ирттереççĕ. Çакăнта куравсем йĕркелесси йăлара. Авă пахчаçимĕçрен арçын та, хĕрарăм та ăсталанă. Вĕсене тумлантарнă, тутăр çыхтарнă, карттус тăхăнтартнă.
Чăваш хĕрарăмне тав туса çырни куç тĕлне пулчĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех ачисемшĕн тăрăшать. Истори докуменчĕсене тишкернĕ май пĕр стенд патĕнче чарăнтăм. Унта - XVIII ĕмĕрте пурăннă Христина Даниловăн тата унăн мăшăрĕн Алексей Егоровăн çемйи. Вĕсен ачисемпе пĕтĕм ял-йыш мăнаçланать. Михаил çар врачĕнче ĕçленĕ. Николай - мелиораци тытăмĕнчи экономист, ăсчах. Иван - вăрман хуçалăхĕн ăсчахĕ. Елена - тава тивĕçлĕ вĕрентекен. Валентина - сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Чăваш эрешĕпе илемлетнĕ икĕ кăмака хутса ăшăтаççĕ клуба. Эпир çитнĕ тĕле шăпах вутă çунса пĕтнĕччĕ. Пÿлĕмĕсем - ăшă, çыннисем - кăмăллă.
Вутă-шанкине çителĕклех хатĕрленĕ - хĕлле те сивĕ пулмĕ. Курав залĕнчи пукансене сăрласа эрешленĕ. Вăрăм сĕтел çинче шашкăлла е шахмăтла харăсах 10 çын выляма пултарать. Эх, турнир мĕнле хĕрÿ иртет ахăр.
Римма Ивановна «Знамя» совхозра поварта, «Пилеш» ача садĕнче япала çăваканра ĕçленĕ. «Эпĕ яланах юрлаттăм», - калаçăва тăсать вăл. 2007 çулта хĕрарăм «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ йĕркелесе янă. Вырăнти сцена ăстисем Шупашкара та, Мускава та çитнĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе Çĕрпÿсене паллаштарсах тăраççĕ, ял-ял тăрăх çÿреççĕ.
Шкул ачисемпе чăвашла спектакльсем хатĕрлет хĕрарăм. Вĕсем клубра кăна мар, Михайловсен килĕнче те сăнар калăплама хăнăхаççĕ. Тĕпренчĕкĕсене ашшĕ-амăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ алă хытă çупса кĕтсе илни, паллах, хăпартлантарать.
Кăтак клуб пуçлăхĕ çĕлеме ăста. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне юрлакан-ташлакан ентешĕсем валли çар çи-пуçĕ хатĕрленĕ вăл. Чăваш тумтирĕ те клубрах типтерлĕ упранать.
15 пачăшкă килнĕ
Хăшĕ-пĕри унăн ĕçне тивĕçлипе хакламан. Кăмăлĕ хуçăлнăран макăрса киле чупнă вăхăтра Чашлама шывĕ пĕрĕхсе юхнине асăрханă вăл. «Çутçанталăк манран пулăшу ыйтнăнах туйăнчĕ», - чунне уçать Римма Ивановна. Çакăн хыççăн мăшăрĕпе иккĕшĕ ĕçе пуçăннă.
5 çул хушшинче Кăтакпа Тапанара çыхăнтаракан тавралăх кану вырăнне çаврăннă. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Раиса Сарпи ятарласах сăвă çырнă çакăн пирки. Ăна пурте курмалла çырса çапнă.
«Сывă пултăр Чашлама!
Сывлăх пултăр ташлама!» - унта çакнашкал йĕркесем пур. Çăлкуçа сăваплама 15 пачăшкă килни те çак тăрăх историне çырăнса юлнă. Уяв тумашкăн Михайловсем така пуснă.
Çăлкуç сиплĕ шывне ĕçме чарăнакансен ларса канма пулать. Анатолий Николаевич ăсталанă чĕрчун, кайăк кĕлеткисем илĕртÿллĕ. Лашасем те халь-халь çула тухас пекех. Пластик кĕленчерен мĕнле кăна чечек касса кăларман-ши тата? Пĕчĕк пÿртре ĕлĕкхи хресчен пурнăçне сăнланă. Чÿречерен сăпка, вырăн таврашĕ, йывăç сĕтел курăнать.
Тапанара килекенсене чăваш хĕрĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илет. Ăна та Михайловсемех туса лартнă. «Хăш чухне ĕçе вĕçлеме, сăмахран, пĕр урапа çитмест. Эх, çÿретĕп вара шыраса», - тет Римма Ивановна. Вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пурăнаççĕ.
Михайловсем хăйсен укçипех клуба та хăтлăлатнă, тавралăха та сăн кĕртнĕ. Ялшăн, халăхшăн тăрăшакансене çакă, паллах, хисеп кÿрет.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.