«Вăрман паллаштарнă пире»
Етĕрне районĕнчи Анат Ирçе ялĕнче тĕпленнĕ Виссарион Егоровичпа Ольга Васильевна 48 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Паянхи ăрăвăн вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пурах темелле. Пĕрлешсе çур ĕмĕр яхăн пĕрле кун кунланăран çеç мар, халĕ те пĕр-пĕрне хисепленĕрен, çулсем иртнĕ май ăшă туйăмсене çухатманран. Паян та ăшă куçпа пăхакансем вара, вăл вăхăтри ытти çемье пекех, аслисем сĕннипе чăмăртаннă.
- Вăрман паллаштарнă пире, - теççĕ Гавриловсем. Утарта ĕçлекен йĕкĕте кунта килсе çÿрекенсем мăшăр тупса панă-çке.
- 7 класс хыççăн колхоз утарне пулăшуçă пулса ĕçлеме кайрăм. Канлĕ ватлăха тухсан та тăрăшрăм унта, - тет утарçă. - Ыттишĕн те мар, шăпах хурт-хăмăрпа ĕçлеме тивнĕрен телейлĕ эпĕ. Шухăшăмпа халĕ те вăрманта, - савăнăçне пытармасть çутçанталăка юратаканскер.
Ĕмĕрне утарта ирттернĕскер, паллах, хурт сиплĕхне пĕлет. Çавăнпах килĕнче те вĕлле тытать вăл. Ывăлĕ Олег та ашшĕн киленĕçне пайлать.
Пĕрре те ахаль лармасть Виссарион Егорович. Садра тĕрлĕ пахчаçимĕç, улма-çырла ÿстерет. Улмуççисем сыпать. Халĕ тата, ĕçе çÿреме пăрахсан, кролик ĕрчетме пикеннĕ.
- Юрататăп вĕсене, калаçатăп. Ытти çынна курсан тÿрех чăл-пар саланаççĕ. Манран хăрамаççĕ вăрăм хăлхасем, - çăмламас тусĕсем пирки йăл кулса пĕлтерет хуçи.
Пурнăç çителĕклĕ пулни, мăшăрпа килĕштерсе пурăнни, ачасем телей кÿни кăмăллă паллах. Анчах Ольга Васильевнăпа иккĕшĕн хура-шурне те сахал мар курма тивнĕ. Хаяр вăрçăпа пĕр килнĕ ачалăхĕсемех мĕн чухлĕ куççуль тăктарнă.
- Питĕ нушаллă çитĕннĕ эпир. Çимелли-тăхăнмалли пулман. Аттепе анне тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартма пуçланă, анчах туса пĕтереймен - вăрçă пуçланнă. Анне тăррине улăм витнĕччĕ. Паянхи пек астăватăп: çумăрта шыв анатчĕ. Атте вăрçăран таврăнаймарĕ. Анне каласа кăтартни асăмра: «Кутамкка сирпĕнчĕ, хам чĕрĕ юлтăм», - тесе çырнă вăл юлашкинчен. Ун хыççăн çыру тек килмен. Хыпарсăр çухалнă вăл. Ун çинчен халĕ те нимĕн те пĕлместпĕр.
Ĕçрен килсен анне курăк вĕрететчĕ те çав шыва ĕçеттĕмĕр. Пĕррехинче такамран çур кукăль илсе килнĕччĕ анне. Çавна çирĕмĕр те çывăрма выртрăмăр, - аса илет виçĕ ачаран кĕçĕнни.
Амăшĕпе пĕрле ачаранах хур пăхма çÿренĕ вăл. Куншăн аслисемпе тан çăкăр панă ăна. 5-6-мĕш классене çитсен лаша кÿлме тытăннă, ĕçе çÿренĕ, утă-улăм турттарнă.
- Ашшĕсем вăрçăран таврăннă ачасем çăкăр çиетчĕç. Эпир, тăлăха юлнисем, крахмал пухаттăмăр. Пуянраххисем йĕкĕлтесе: «Çисе пăхма пар-ха», - тетчĕç. Теприсем куншăн çăкăр та çырттаратчĕç, - аса илмелли темĕн чухлех вăрçă ачисен.
Телее, халĕ пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Мăшăрĕпе Ольга Васильевнăпа паян та пĕр-пĕрне юратса пурăнаççĕ. Çакă çуталса тăракан сăн-пичĕсенче те, хутшăнăвĕнче те, тыткаларăшĕнче те палăрать.
- Пурнăçра темĕн те пулать. Лару-тăруран мĕнлерех кăмăлпа тухасси хĕрарăмран нумай килет. Çемье ăшши - хĕрарăмра, ăна упрама пĕлмелле. Анчах пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени те кирлĕ. Çилленсен-кÿренсен те арçын патне хĕрарăмăн малтан пымалла. Пĕрне-пĕри пулăшмалла, пурнăçа пĕрле тумалла, - тет Ольга Васильевна.
Татьяна НИКОЛАЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.