Комментировать

26 Ноя, 2015

Консервланă çимĕçсем усăллă-и?

Пахча çимĕçпе улма-çырлана консервланă чухне витаминсен пĕр пайĕ арканать, упранă май çухалать.

  • С витамин. Метела лексен хăвăрт арканать. Эмальленĕ е тутăхман хурçăран тунă савăт-сапапа усă курмалла. Çак витамин улма-çырлапа пахча çимĕçе шăнтсан лайăх сыхланса юлать /90 процента çити/.
  • В1 витамин тиамин. Компот, джем хатĕрленĕ май сахал арканать.
  • В2 витамин рибофлавин. Вĕрилентернине çăмăллăнах чăтса ирттерет, урăхла каласан, консервланă чухне витамин çухалманпа пĕрех. Анчах та уншăн хĕвел çути сиенлĕ.
  • РР витамин никотин йÿçекĕ. Пĕçернĕ чухне çухалмасть, нумай вăхăт упрасан та, типĕтсен те сыхланса юлать.
  • В9 витамин. Пĕçерсен-ăшаласан вăл 50-90: çити çухалать.
  • А провитамин каротиноид. Шывра ирĕлмест, çура лайăх ирĕлет. Çавăнпа каротиноид пур пахча çимĕçе ÿсен-тăран çăвĕ хушса пăшăхлаççĕ.
  • Микроэлементсем, органика йÿçекĕсем. Консервланă чухне арканманпа пĕрех.
  • Эфир çăвĕсем. Шăнтсан лайăх сыхланса юлаççĕ.
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.