Комментировать

7 Мар, 2014

Кашни тăрăшни кирлĕ

Нумайăшĕ ялсенче тирпей-илем пултăр тесе тăрăшать. Çапах çÿп-çапа çырмана кайса тăкакан та, кирлĕ мар е юрăхсăра тухнă савăта ăçта килчĕ унта пăрахакан та пур. Ку тĕлĕшпе çирĕп йĕрке тумаллах. Пĕчĕк хуласенче е ялта тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе çулсерен мĕн чухлĕ укçа уйăраççĕ-ши.

В.АРХИПОВ. Элĕк районĕ, Мартынкасси.

Тавралăхри тасалăха упрама çулсерен Чăваш Ен бюджетĕнчен 10,4 миллион тенкĕрен кая мар уйăрнă. Кунсăр пуçне «Чăваш Республикин экологи хăрушсăрлăхне тивĕçтересси» тĕллевлĕ программăпа та /ăна пилĕк çуллăха йышăннă/ кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрма пăхнă. 2006-2011 çулсенче, сăмахран, ку тĕллевпе 2,5 миллион тенкĕ яхăн тăкакланă тесе çирĕплетеççĕ.

Çут çанталăк пуянлăхне упрама, тавралăха таса тытма кирлĕ пек укçа-тенкĕ уйăрнипе пĕрлех, Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннăн хăй пурăнакан тăрăхри çĕрпе, шывпа типтерлĕ усă курма пĕлмелле, ку тĕлĕшпе культурăна ÿстерсех пымалла. Яваплăха туйса ĕçлесен кăна тавралăха таса тытма май килĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.