Комментировать

7 Мар, 2014

Паянхи хĕрарăм: ĕмĕрĕ вăрăмрах, ăсĕ çивĕчрех

Паянхи чиперуксем пĕрешкел мар паллах. Çапах та хăйне евĕрлĕхĕпе çут тĕнчене тытса тăма пултаракан тĕреве йĕркелеççĕ. Пĕлĕвĕпе, пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе пурнăçăмăра илемлĕрех, пуянрах, хăтлăрах тума тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем илĕртÿлĕхе, чун ăшшине, ырăлăха çухатмасăр юратнă амăшĕсем, шанчăклă мăшăрсем шутланаççĕ, тăван кил ăшшине упрама пĕлеççĕ. Шел, кашнийĕн ырă енне асăнса пĕтереймĕн. Пĕтĕмĕшле хаклава вара статистика çирĕплетет. Çакă пушă сăмах мар.

Чăваш Ен халăхĕн 53 проценчĕ - хĕрарăм, вĕсен 62 проценчĕ хулара тĕпленнĕ. Вăтам ÿсĕмĕ 41,3 çулпа танлашать /хуларисен - 39,7, ялтисен - 43,9/.

Вăтам ĕмĕрĕ 76 çула тăсăлать, хуларисен /77/ кун-çулĕ ялтисенчен 2 çул вăрăмрах.

Хăш халăх çынни пулнине шута илес тĕк, чăвашсем уйрăмах йышлă - 67 процент, иккĕмĕш вырăнта - вырăссем /27/, виççĕмĕшсем - тутарсем /3/.

Вăй питти çултисем - чи йышли /54 процент/, ĕçлеме пултараслăх ÿсĕмне çитменнисен хисепĕ - чи сахалли /16/.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - хĕрсем пĕрремĕш хут качча 25-ре тухаççĕ, иккĕмĕш хут çемье çавăракансем вăтамран 37-ре. Тĕпрен илсен вĕсен мăшăрлану ÿсĕмĕ 20-24 çулсемпе пĕр килет. Уйрăлакан хĕрарăмсен хушшинче хуларисем нумайрах.

Этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ çут çанталăк умĕнчи тивĕçе пурнăçласа ача ытларах çуратма тĕв туни чăннипех савăнтарать: çураласлăхăн пĕтĕмĕшле коэффициенчĕ 2008 çулхи 1,5-рен 2012 çулта 1,8-ра çитнĕ. Пĕрремĕш пепкене кун çути парнелекенсен вăтам ÿсĕмĕ 25 çулпа танлашнă, иккĕмĕшсен - 29, виççĕмĕшсен - 33. 25-19 çултисем ача нумайрах çуратнă /ыйтса пĕлнисен 35 проценчĕ/.

Регистрациленĕ мăшăрланура тăманнисен ачисем сахалланнă: 2013 çулта çут тĕнчене килнисен йышĕнче - 20 процент /2008 çулта - 24/. Паспортра штамп ларттарни пирĕн хĕрарăмсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулни сисĕнет. Тивĕçлĕ мăшăр тупма пÿрменнисем вара хăйсене валли тесе пепкине хăрах çунат айĕнче пăхса ÿстермеллинчен шикленмесĕр ача çуратаççĕ. Пĕччен амăшĕсен 82 проценчĕн -1 ача, 16 проценчĕн - 2, 2 проценчĕн - 3 тата ытларах.

Вĕренÿ шайне илес тĕк, хĕрарăмсем арçынсене хăваласа çитрĕç кăна мар, иртсе те кайрĕç.15 çулти тата унран аслăрах ÿсĕмри 1000 хĕрарăмран 219-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ, 42-шĕ - тулли мар аслă пĕлÿ, 300-шĕ - професси вăтам пĕлĕвне. Арçынсем тĕлĕшпе асăннă кăтартусем пĕчĕкрех: 172, 39 тата 268 çын.

Пултарулăха тата пĕлĕве кура хĕрарăмсем хăш тытăмра ытларах вăй хураççĕ-ха? Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - вĕсен экономикăри пуçарулăхĕ 62 процент шутланать. Çавсен 92 проценчĕ республика экономикин тĕрлĕ тытăмĕнче тăрăшать. Ĕçлекен 1000 çынран 944-шĕ - тара кĕрĕшнĕ, 56-шĕ бизнес йĕркеленĕ. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă пулăшăва хĕрарăмсен тытăмĕ теме май пур, мĕншĕн тесен вĕсенче ĕçлекенсен 87 проценчĕ - этемлĕхĕн черченкĕ çуррийĕ.

Çапах та çамрăклăха тата пĕлĕве пăхмасăр хĕрарăмсене ĕç тупмашкăн çăмăл мар иккен. Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн меслетлĕхĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ çул 15,6 пин хĕрарăм /регистрациленисен 41 проценчĕ/ ĕçсĕр шутланнă, вĕсен 59 проценчĕ аслă е професси вăтам пĕлĕвĕ илнĕ, 43 проценчĕ 30 çула çитмен.

Хальхи саманари хĕрарăмăн социаллă ыйтусен йывăр тиевне тÿсме, хăвăрт аталанакан пурнăçа, патшалăхри тата обществăри пĕр вырăнта тăман лару-тăрăва хăнăхма тивет. Çакă сывлăха витĕм кÿретех: пурнăçран уйрăлнă хĕрарăмсен 46 проценчĕн вилĕм сăлтавĕ юн çаврăнăш органĕсен чирĕпе çыхăннă.

Çапларах пулса тухрĕ паянхи хĕрарăм сăн-сăпачĕ. Вăл - Бальзак сăнланă ÿсĕмри чăваш. Яваплă, вĕреннĕскер, анчах ĕçе вырнаçас енĕпе йывăрлăха лекнĕскер. Вăл çемье хаклавне мала хурать. 25 çулта качча тухнă, çав ÿсĕмрех пĕрремĕш ачине /иккĕмĕшĕ е виççĕмĕшĕ те ытлашши пулмĕччĕ, анчах укçа-тенкĕ çитменни ура хурать/ кун çути парнеленĕ, мăшăрĕпе тата ывăл-хĕрĕпе хулара тымар янă.

Çакна тĕпе хурса илĕртÿллĕ те çепĕç чунлă паянхи хĕрарăма çăмăл мар пурнăçра ырлăх-сывлăх тата ăнăçу сунатпăр. Шалăвăр пысăкрах пултăр сирĕн, упăшкăр сывă çÿретĕр, ытларах пурăнтăр. Ачăрсем савăнăç кÿччĕр.

Уяв ячĕпе сире!

Валентина СМИРНОВА хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.