Комментировать

7 Мар, 2014

Сăпка сиктерекен алă тĕнчене тытса тăрать

Нарăсăн 26-27-мĕшĕсенче Мускавра Раççейри Хĕрарăмсен канашĕн çулленхи конференцийĕ иртнĕ. Унта 72 регионтан килсе çитнĕ общество пĕрлешĕвĕсен председателĕсем, Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин представителĕсем «Хĕрарăмсен канашĕ тата Ашшĕсен канашĕ çирĕп çемьешĕн, яваплă ашшĕ-амăшлăхшăн, хÿтлĕхлĕ ачалăхшăн» ыйту тавра калаçнă.

Пĕлтĕрхи çакăн йышши мероприятире пирĕн республикăри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева пухăннисене курăмлă материалпа тĕлĕнтернĕччĕ, «Чăваш Енĕн çирĕп аталанăвĕ» фильм кăтартнăччĕ. Çĕр-шывăн тĕп хулинче иртнĕ конференцие Ольга Юрьевна чăваш кĕпи тăхăнса хутшăннăччĕ ун чух. Çакна Раççейри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Екатерина Лахова та ырланăччĕ, ыттисене те наци тумĕпе пыма сĕннĕччĕ. Кăçал та ентешсем хăйсене те, ĕçне те тивĕçлĕ шайра кăтартма пултарнă. Хальхинче Ольга Зайцева республикăри Хĕрарăмсен канашĕ çумĕнче йĕркеленнĕ Ашшĕсен канашĕн ертÿçипе, Шупашкар хулин депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе Владимир Викторовпа пĕрле кайнă. Иккĕшĕ те вĕсем чăваш çи-пуçĕпе пынă. Владимир Николаевич Ашшĕсен канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки доклад, илемлĕ презентаци хатĕрленĕ. Унта вăл арканакан çемьесен ыйтăвне те çивĕч хускатнă.

«Статистика палăртнă тăрăх - 2011-2012 çулсенче кашни иккĕмĕш çемье арканнă. Сăлтавĕсене тĕпченĕ май эпир тĕрлĕ мероприяти ирттерсе хамăр ĕçе йĕркелеме шухăшларăмăр. Уйрăлассин пĕрремĕш сăлтавĕ - алкоголизмпа наркомани /41%/. Çакна тĕпе хурса Хĕрарăмсен канашĕпе пĕрле «Эпир - çемье урă йăли-йĕркишĕн» проект хута ятăмăр. Харпăр хăйĕн кĕтесĕ çукки /26%/ - иккĕмĕш вырăнта. Пурăнмалли çурт-йĕр программисене тăтăшах тишкеретпĕр, пирĕн патра вĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, «Çамрăк çемье» программăпа усă курса пĕлтĕр Шупашкар хулин Мускав районĕнчи 225 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Нумаях пулмасть «Студент çемйи» клубĕн черетлĕ ларăвĕнче çамрăксене кирлĕ информаципе паллаштартăмăр. Уйрăлакансен 14% ашшĕ-амăшĕ хушша-хуппа кĕнипе сăлтавлать. Ку çитменлĕхе пĕтермешкĕн эпир районсенчи ЗАГС уйрăмĕнче «Диалог» клуб уçма сĕнтĕмĕр. Ача çуратайманнипе те /8%/ çемье арканать. Çакна тĕпе хурса Президент перинаталь центрĕпе тата хĕрарăмсен кризис центрĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Уйрăлакансен 6% чылай вăхăт уйрăм пурăннă-мĕн. Çемьене тăрантармашкăн аякка çÿреме тивни те çемьене лайăх витĕм кÿмест. Çавăнпа та ĕçпе вырăнтах тивĕçтерме тăрăшмалла, биржăсем ирттерекен вакансисен ярмăркки ку тĕлĕшпе арçынсене пулăшма хатĕр. Тĕрмере ларакан мăшăрĕпе те пурăнасшăн мар хăшĕ-пĕри /2%/. Ирĕке тухакан хĕрарăмсене пулăшмашкăн «Эсĕ кирлĕ пире, тусăм!» проект хута ятăмăр. 1% мăшăрĕ чылай чирлесе пурăннишĕн уйрăлать. Пирĕн Республикăра Пациентсен канашĕ йĕркеленчĕ, ăна Ольга Зайцева ертсе пырать. Чăваш Ен Правительствин гранчĕсене «Пурнăçшăн», «Пĕрле сывлăха çирĕплететпĕр» проектсем тивĕçрĕç. Укçа-тенкĕпе усал шыçăпа чирлекенсен çемйине пулăшатпăр.

Статистика кăтартнă тăрăх - уйрăлас ыйтăва ытларах хĕрарăмсем хускатаççĕ, кăткăс ÿсĕм - 25-39 çул. Çак тапхăр - ача-пăча ÿстермелли вăхăт. Пĕчĕккисем мĕнле лару-тăрура çитĕнни пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатпăр. Шупашкарти пĕр шкулăн социаллă паспортне тишкернĕ май çакна асăрхарăмăр - вĕренекенсен 21% кăна тулли çемьерен иккен, анчах шкул хыççăн пурнăçăн анлă çулĕ çине пурте тухаççĕ-çке. Хÿтĕлевçĕ, юлташ, упăшка, арăм, анне, атте сăнарĕсене мĕнлерех калăплĕç-ши вĕсем? Паллă ĕнтĕ, хĕр-упраç хăйĕн ашшĕне кура мăшăр суйлать. Çывăх çав çынни çук тăк камран вĕренмелле? Арçын воспитанине камăн та пулин урăххин хăйĕн çине илмелле. Пирĕн шухăшпа, ашшĕсен ырă тĕслĕхне сарма тăрăшмалла», - палăртнă Владимир Викторов.

Пĕлтĕр чÿк уйăхĕнчи слетра кашни ял тăрăхĕнче, хулари ача сачĕсенче, шкулсенче, пысăк предприятисенче ашшĕсен канашне йĕркелеме сĕннĕччĕ. Чăнах та, лав хускалчĕ темелле. 24 районта хастар арçынсем пĕр чăмăра пуçтарăнчĕç ĕнтĕ. Вĕсем кулленех тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ, çĕнĕлĕх те хута янă. Виртуаллă тĕнчере те «Ашшĕсен канашĕ» йĕркеленнĕ, интернет-форумра тĕрлĕ ыйту сÿтсе яваççĕ. «В Контакте» социаллă сетьре «Чăваш Ен ашшĕсем» ушкăн уçăлнă.

Ашшĕсен канашĕ «Çирĕп çемье - спортпа туслă çемье» девизпа ĕçлет. «Чăваш Ен «Спортпа чи туслă регион» ята илнинче Ашшĕсен канашĕн тÿпи те пурах, мĕншĕн тесен «Сывлăх сукмакĕ», «Çăлтăрпа пĕрле зарядка туни», «Тухтăрпа уçăлса çÿрени» проектсене арçынсем те хастар хутшăнаççĕ.

«Эпир çĕр çине хамăр хыççăн мĕнле те пулин йĕр, тăхăм хăвармашкăн килетпĕр. Апла тăк сăпка сиктерекен алă тĕнче тытса тăрать. Пĕрле хутшăнса ĕçлемешкĕн эпир яланах хатĕр. Пĕрле чылай ĕç тума пултаратпăр», - çапла вĕçленĕ вăл хăйĕн сăмахне. Чăвашсен опычĕ ыттисене те кăсăклантарнă, тăхтавра ĕçтешĕсем Владимир Викторова сырса илнĕ, сĕнÿ-канаш ыйтнă, шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ.

Ентешсем Мускавран пушă алăпа таврăнман, «Таса Кил, таса Çĕр-шыв, таса Планета» акцире çĕнтернĕшĕн Раççейри Хĕрарăмсен канашĕ чăвашсене дипломпа чысланă, хамăр Киле - Çĕр планетăна, тăван çут çанталăка, йăх-несĕл историпе культурин палăкĕсене - упрассишĕн тăрăшнăшăн тав тунă.

Алина ИЗМАН.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.