Комментировать

11 Ноя, 2015

Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿснĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕпĕрнаттăрсен кăçалхи авăн-юпа уйăхĕсенчи "Наци рейтингĕнче" /информаци коммуникацийĕсен "Рейтинг" центрĕ хатĕрленĕ/ 20-мĕш вырăн йышăннă. Иртнĕ тĕпчеврипе танлаштарсан унăн позицийĕ 1 пункт лайăхланнă.

Михаил Игнатьев рейтингăн пĕрремĕш ушкăнне /1-25-мĕш вырăнсем/ кĕнĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи субћектсен ертÿçисен хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ 3-мĕш вырăн йышăннă, ун умĕнче - Пушкăртстан тата Тутарстан республикисен ертÿçисем Рустэм Хамитов тата Рустам Минниханов.

"Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ят-сумне авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнчи суйлав хыççăн ÿстерчĕ: питĕ нумай çын /65,54 процент/ уншăн сасăланине тата суйлав умĕн киревсĕр шăв-шав пулманнине палăртмалла. Уйрăмах пысăк çитĕнÿ, экономикăн ăнăçлах мар конъюктурине шута илсен, Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсен суйлавĕнче "Единая Россия" çĕнтерни /регион администрацийĕн пулăшăвĕ пурри сисĕнет/: парти списокĕ тăрăх 51,17 процент сасă пухнă. Çакă регион влаçне республикăн тĕп хулинче политика лару-тăрăвне куçран вĕçертмесĕр сăнаса тăма тата хирĕçле шухăш-кăмăллисен йышĕ ÿсесрен сыхланма май парать. Хальхи тапхăрта ĕçпе тивĕçтерес тытăмра кăткăс лару-тăру пурри курăнать. Чăваш Ен ертÿлĕхĕ хăй тĕллĕн çивĕч ыйтăва татса пама бюджет укçи-тенкине çитерейменрен федераци влаçĕнчен пулăшу ыйтнă. Хирĕçлемен: РФ Правительстви ĕç рынокĕнчи кăткăс лару-тăрăва çăмăллатма региона 55,1 млн тенкĕ субсиди уйăрса панă. Çавна май Михаил Игнатьевăн хисепĕ ÿсрĕ, инвестицисем явăçтарма пултарнине кăтартса пачĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкарти тимĕр-бетон изделисен завочĕн никĕсне капсула хывма тата "Юрма" агрохолдинг территорийĕнче çĕнĕ инкубатор уçма хутшăнни - курăмлă пулăм. Михаил Игнатьевăн команди ăнăçлă ĕçленине кăтартакан тепĕр ен - хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетни", - палăртнă тĕпчевçĕсем.

Рейтинга хатĕрленĕ чухне информаци коммуникацийĕсен "Рейтинг" центрĕн специалисчĕсем федераци тата регион эксперчĕсен шухăшне, уçă çăлкуçсенчи материалсене тата инсайдер информацине шута илнĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.