Комментировать

12 Ноя, 2015

Улмуççи, груша йывăççисене çамрăклататпaр

Пахчари улма, груша йывăççисем ватăлса пыраççĕ. Вĕсене çĕнетмелли меслетсем çинчен çырсан аванччĕ.

Иван ТРОФИМОВ.

Канаш районĕ.

Çак ыйтупа 50 çула яхăн хăйĕн хуçалăхĕнче сад ĕрчетсе пуян опыт пухнă Чăваш садовочĕсен клубĕн хастар членĕпе Николай Порфирьевич Ивановпа калаçрăм. Канăçсăр чăваш хамăр тăрăхра улма-çырла ытлă-çитлĕ туса илмешкĕн майсем çителĕклĕ пулнине çапла палăртать: «Ĕç йĕркине лайăх пĕлмелле». Халăха сад ĕçне вĕрентессипе хытă тимлет клуб. Унта республикăри ăста пахчаçăсем тĕрлĕ темăпа калаçусем ирттереççĕ. Итлеме килекенсем тĕрлĕ специальноç çыннисем. Чун туртăмĕ çеç пулмалла. Лекцисем йăлтах тÿлевсĕр. Вĕренес текенсене пахча ĕçне мĕнле йĕркелесе ямаллинчен пуçласа пирĕн тăрăхри чи çĕнĕ тухăçлă сортсене ÿстересси, пахчана хĕлле-çулла, çуркунне-кĕркунне еплерех пăхасси-хатĕрлесси, тĕрлĕ чир-чĕртен /хура рак чирĕнчен те/ мĕнле упрасси таранах. Лекцисем Шупашкарти Наци библиотекин 4-мĕш хутĕнче иртеççĕ. Кирек кам та ăнланмалла чĕлхепе калаçни çынсене туртать. Лекторсем хамăр республикăри ятлă-сумлă пахчаçă-ăсчахсем çеç мар, Мари Элтен те килеççĕ. Кунта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнисĕр пуçне чĕрĕ таварпа ылмашăнаççĕ.

- Вăхăт иртнĕçемĕн сад-пахча ватăлнине пĕлетпĕр. Вĕсене çамрăклатма май пуррине чылай çын пĕлмест. Ватăлнă йывăç тухăç лайăх параймасть, тата чылайăшĕн улмуççи е груша йывăçĕ пĕр тĕслĕ çимĕç çеç парать. Çамрăклатнă майăн пĕр улмуççирен тăватă-пилĕк тĕслĕ çимĕç илме пулать, - пуçларĕ сăмахне Николай Порфирьевич вулакан ыйтăвĕпе паллашса. - Тĕрĕссипе, килти хуçалăхра тĕп тĕллев пĕр йывăç çумне темиçе сорт сыпса тĕрлĕ çимĕç илни пулмалла та. 4-5 йывăçран 20-30 тĕрлĕ сорт илме пулать. Ку вара çемьене çулталăкĕпех килти улма-çырлапа тивĕçтерме май парать. Тăван-пĕтене, тус-юлташа хăналамалăх та юлать. Эппин, йĕркипе пуçлар-ха улмуççине çĕнетесси-çамрăклатасси пирки. 10-15 çулсенчи улмуççисене çамрăклатассинчен пуçлăпăр.

Малтан пахчана тĕплĕн пăхса тухса çĕнетме меллĕ йывăçсене палăртмалла. Унтан вĕсем валли сапансем ăçтан тупассине тĕпчемелле. Сапансем хатĕрленĕ чухне çĕнетме суйланă йывăçсен çимĕçĕ хăш вăхăтра пулса çитнине те шута илмелле. Çуллахи улмуççи çумне - çуллахи, кĕрхи çумне - кĕрхи, хĕллехи çумне - хĕллехи, грушăна - груша сапанĕсем хатĕрлемелле. Сыпса çĕнетме чи лайăх «подвойсем» аниспа антоновка шутланаççĕ. Юлашки вăхăтра «Богатырь» улмуççине сыпни уйрăмах ăнăçлă пулнине палăртаççĕ. Шултра улмаллă йывăçа сыпсан улми те шултра пулать. Вĕсем çумне тĕрлĕрен сорт сыпма юрать. Пирĕн тăрăхра тутлă та паха пулакан сортсем Богатырь, Ярославский синап, Северный синап, Голубь мира, Мельба т.ыт.те 50 ытла сорт. Вĕсен сапанĕсем пирĕн çителĕклех, киле пырса улмуççине çамрăклатса пама та май тупатпăр.

Сапансене 3-4 папка хăварса касмалла, вĕсен тăррисене чир-чĕр ересрен «Корадо» препаратпа инструкципе килĕшÿллĕн йĕпетмелле. Сыпмалли вĕçне чалăшла касса /5-6 см/ «корневин» ирĕлчĕкĕнче тытмалла. Суйланă йывăçа çĕртен 15 см çÿллĕшĕнчен касмалла.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.