“Ачасем юнашар вылянăн туйăнать"
Çын шăпи мĕнрен килет? Пĕрисем пурнăçăн такăр сукмакĕпе утаççĕ, теприсен йывăрлăх хыççăн йывăрлăх тÿсме тивет. Çав самантсене епле чăтса ирттермелле? Пурнăçран чи çывăх та юратнă çынсем уйрăлсан малалла мĕнле утмалла? Асаннен йăмăкĕн Римма Лесниковăн шăпи пирки шухăшлама тытăнсан çак ыйтусен хуравне шыратăп.
Тăватă тĕпренчĕкĕ çунса вилнĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче пурăнакан Римма Васильевнăн пурнăçне никам та ăмсанас çук. Мĕн чухлĕ хуйхă чăтса ирттернĕ вăл, мĕн чухлĕ куççуль юхтарнă… Калама та хăрушă. Унтанпа 54 çул иртнĕ. Çапах унăн чĕринчи суран нихăçан та ÿт илес çук. Пушартан тухнисем çав хăрушă куна паянхи пекех ас тăваççĕ. Унта ачисене çухатнисен куçĕ халĕ те шывланать. 1961 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Римма Васильевнăпа мăшăрĕ ачисемсĕр тăрса юлнă. Тăваттăн пулнă вĕсем… Пурте пушарта çунса вилнĕ. Асли Алефтина /ялта çапла çырнă/ 11 çулта çеç пулнă ун чухне. Иккĕмĕш хĕрĕ Галина унран 3 çул кĕçĕнрех пулнă. Николай 6-ра çеç пынă. Кĕçĕнни Людмила çĕр çинче 3 çул та 7 уйăх çеç пурăнайнă.
Лесниковсем шкулпа юнашарах пурăннă. Виçĕ утăмра çеç. Çав кун, чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче, шкулта концерт пулассине пĕлсен аслисем чи кĕçĕннине те çавăтса унта чупнă. Уява васканă вĕсем, савăннă. Ун чухне кашни кун концерт лартман-çке-ха. Ашшĕ-амăшĕ килте пулман. Амăшĕ ир-ирех Октябрьски ялне хăмла леçме кайнă. Хăмла сутса кăштах та пулин тупăш илнĕ ун чухне. Ку та тем пекех: кил хуçалăхне çĕклемелле, ачасене ÿстермелле… Амăшĕ киле сĕм çĕрле çеç таврăнма пултарассине систерсе аслине Алефтинăна кĕçĕннисене пăхма хушса хăварнă. Аслисене яланах шаннă. Вĕсем пĕчĕкреххисене апатлантарма, тумлантарма хăнăхнă. Анчах çав кун амăшĕ ачисене юлашки хут курнине шухăшлама та пултарайман.
Римма Лесникова Октябрьскинчен кăнтăрла хыççăнах киле кайма тухнă. Çул çинче лаша кÿлнĕ пушарнăй Иван вирхĕнсе пынине курсан чĕри теме сиснĕн хăвăрттăн тапма тытăннă. Çунса кайнă, хуп-хура ачасем выртнă урапа çинче. Иванран ялти пысăк инкек çинчен пĕлсен тăватă ача амăшĕ урине туймасăр ялалла васканă. Сехре хăпартакан шухăш явăннă унăн пуçĕнче: çулăм вĕсен çĕнĕ çурчĕ çине куçсан мĕн тумалла?.. Ăна нумаях пулмасть çĕкленĕ-çке-ха. Ачасем мĕнле? Йĕркеллех-ши вĕсем? Вун-вун ыйту, хуравĕ çук…. Килĕ умне утса-чупса çитнĕ вăл. Пăхать: пÿрт тăрринче темĕнле арçын ларать. «Манăн ачасем ăçта? Чĕрĕ-и вĕсем?» - тÿрех ыйтнă Римма аппа. Лешĕ хĕрарăма лăплантарас тенĕ-ши - ачасем тин кăна килсе кайнине пĕлтернĕ. Сехет йĕппи шунă, таврана каç сĕмĕ çапнă. Ачасем киле çаплах таврăнман. Тен, вĕсем кÿршĕсем патĕнче? Тен, тăвансем патне кĕнĕ? Амăшĕ тĕпренчĕкĕсем сывă-чĕрĕ пулнине ĕненнĕ, анчах асар-писер хĕвĕшÿре вĕсене ăçта шырамаллине пĕлмен. Римма аппа шкул пахчинче выртакан вилесен йышĕнче хăйĕн ачисене çунса кайнă кĕпи-йĕмĕнчен палласа илсен тăнне çухатнă…
Пĕр ачи те пулин пушартан тухайман. Мĕншĕн? Амăшĕ çакна ниепле те ăнланайман, пĕр вĕçĕм куççуль юхтарнă. Мĕн тумаллине пĕлмен вăл, хăйне хăрушă тĕлĕкри пек туйнă. Ял çыннисем вăл хăйĕн çине алă хурасран е ăсран тайăласран шикленнĕ. Вăй пухкаланă вăл. Тата ачасем çуратас шанчăкпа каç выртса ир тăнă. Ун чухне 33 çулта çеç пулнă Римма аппа. Ăна санаторие те сипленме янă. Анчах вăл темĕнле тăрăшсан та тек ача çуратайман. Мăшăр шанчăка çухатмасăр ача çуртĕнчен шăпăрлан усрава илмен. Ачасемпе выляса йăпанас килсен Шура пиччепе Римма аппа тăванĕсемпе юлташĕсем патне хăнана çÿренĕ, пĕчĕкскерсене алла тытса хаваслă кулăпа киленнĕ. Шура пичче питĕ ăш пиллĕ çынччĕ. Ăста купăсчĕ вăл, çавăнпа ăна уявсене яланах чĕнетчĕç.
Пуриншĕн те - хреснанне
Хуракассинчи шкул çунса кайнă хыççăн манăн анне Татьяна Сергеевна ытти строительпе пĕрле кунта килнĕ. Вăл Шупашкарта стройкăра каменщикре ĕçленĕ, вĕсен трестне Хуракасси шкулне хăпартмашкăн янă. Кунта вăл манăн аттепе, Римма аппан пĕртăванĕн ачипе, паллашнă та çемье çавăрнă. Аннен çывăх çыннисем пулман, ăна тăванĕсем пăхса ÿстернĕ. «Манăн никам та çук, çавăнпа çемьере ача нумай пултăр», - тенĕ анне, тăлăхскер. Пилĕк ача çуратнă вăл. Аслине Римма аппан хĕрĕ пек Людмила ят хунă. Людăна тĕне кĕртсен Римма аппана хреснамăшĕ пулма сĕннĕ. Ун чухне пысăк хуйхă тÿснĕ хĕрарăма ялти чылай çын тĕпренчĕкĕсене шыва кĕртнĕ чухне хреснамăшĕ тума тăрăшнă. Тен, ырă чунлисем ача-пăчасăр тăрса юлнăскерĕн йывăр пурнăçне çăмăллатма тăрăшнă?
Эпир тăватă хĕр те пĕр ывăл ÿсрĕмĕр. Людмила хыççăн пурте Римма аппана «хреснанне» тесе чĕнме пуçларăмăр. Шура пичче пирĕншĕн хреснаттеччĕ. Вĕсем пирĕн пата уявсенче килетчĕç. Ачасене çав тери юрататчĕç. Хреснатте аннене: «Таня кин, ачусем пирĕн пата тăтăшрах килччĕр-ха», - тесе час-часах калатчĕ. Килĕнче шăпăрлансен сасси янăрани уншăн ылтăнран та хаклăрахчĕ.
Эпĕ Хуракассинчи пысăк инкек хыççăн, 9 çултан, çуралнă. Шура пичче асăмра хаваслă, пурнăçа юратакан çын пек çырăнса юлчĕ. Хуçалăх тытса пыратчĕç вĕсем, ĕçлеме ÿркенместчĕç. Пысăк хуйхине ĕçпе путарма тăрăшатчĕç, çынпа хутшăнса йăпанатчĕç.
Тÿпери хĕвел тем пек хаваслăн пăхсан та, пит çинче йăл кулă ÿкерĕнсен те шалти, чĕрери, суран туртса ыратать. Хреснанне ялан йĕретчĕ. «Эпĕ те хамăн ачасемпе юнашар ларăттăм, вĕсене пуçран ачашлăттăм», - тетчĕ. Май килнĕ таран лăплантараттăмăр ăна. Анчах чĕрере ĕмĕрлĕхе юлнă суран йĕрне мĕнпе те пулин хуплайăн-и вара? Римма аппапа Шура пичче хăмла ÿстеретчĕç. Ăна пухма вăхăт çитсен кÿршисене, тăванĕсене чĕнетчĕç. Эпир те вĕсене пулăшма çÿреттĕмĕр.
Тăр пĕччен юлсан
1988 çулта хреснатте пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Хреснанне тăлăх турат пек пĕчченех, мăшăрсăр, тăрса юлчĕ. Хуçалăхне тытса пыма йывăрччĕ ăна. Кÿршисем пулăшатчĕç паллах, анчах Римма аппана çурчĕ пушаннă пек туйăнатчĕ. Хреснанне ку тĕнчерен каясси пирки тăтăшах шухăшлама тытăнчĕ. Ватлăхра ăна кам пăхĕ? Çуртне кама парса хăварĕ? Ăна çак ыйтусем канăçсăрлантарма тытăнчĕç. Пулăшакан хресна ывăлĕ-хĕрĕ, кўршисем пулнă-ха унăн. Анчах Римма аппан пĕччен пурăнас килместчĕ. Çавăнпа 1992 çулта мăшăрпа иксĕмĕр ун патне, яла, пурăнма куçрăмăр. Хреснанне ватăлсах пычĕ, выльăх-чĕрлĕхне пăхма та йывăрччĕ ăна. Çапла пĕр çемьере пурăнма тытăнтăмăр: вăл, эпĕ, мăшăр тата пирĕн ачасем Валерийăпа Саша. Пĕччен кун кунланă хыççăн хреснаннене çемьене хăнăхма йывăр пулчĕ паллах. Чунĕ ытла та çемçе, часах амантма пулать. Ахăртнех, пирте хăйĕн ачисене куратчĕ. Вĕсем чĕрĕ пулсан вĕсемпе пурăнĕччĕ-çке вăл. Римма аппа чĕрине ыраттарса пире хăнăхрĕ. Валерийăпа Сашăна тÿрех юратрĕ. Вĕсене пылак çимĕçпе яланах хăналатчĕ, тумтир туянса паратчĕ. Хреснанне ачасене вăрмана кăмпа-çырла пуçтарма илсе каятчĕ, пĕрле вутă кÿрсе килетчĕç. Ачасем майĕпен çитĕнчĕç, пĕчĕк пÿртре пурăнма хĕсĕкчĕ. Яла çут çанталăк газĕ кĕртме пуçларĕç. Ытти çынран юлас мар тесе тăрăшрăмăр, çурта пысăклатрăмăр. Хреснаннен çуртне никĕс çине лартрăмăр, иккĕмĕш хута хăпартрăмăр. Унтан çĕнĕ гараж, нÿхреп, мунча турăмăр. 2005 çулта кĕçĕнни Арсений çуралчĕ. Хреснанне питĕ савăнчĕ уншăн. Пĕчĕкскере хаваспах пăхма пулăшрĕ. Аслисем хулана тухса кайсан пĕр вĕçĕм вĕсене кĕтетчĕ. Унăн çуртĕнче ÿссе унăн ачисем пулса тăчĕç вĕсем. Малтан хăйĕн тĕпренчĕкĕсене аса илсе макăратчĕ, каярахпа пирĕн ачасене хăнăхрĕ, вĕсемпе йăпанчĕ. Валерийăпа Саша тата Арсений хреснаннене пурăнма çĕнĕрен вĕрентрĕç, унăн чунĕ лăпланчĕ, куççулĕ типрĕ...
Епле чăтнă-ши?
Вăхăт шурĕ, ачасем ÿсрĕç. Римма аппа вара ватăлсах пычĕ, ăс-тăнĕ хавшарĕ. Иртнине аран-аран аса илме тытăнчĕ. Юлашки пилĕк çулта унăн сывлăхĕ пушшех те йăвашланчĕ, кÿршисене паллайми пулчĕ. Тавах Турра, вăл е ку ыратнине каламасть. Кăçалхи раштав уйăхĕнче Римма аппа 87 çул тултарать. Халĕ вăл пÿлĕмре те аран уткаласа çÿрет, ÿкесрен хăрать. Пире паллать вăл, мĕншĕн тесен эпир яланах юнашар. Хăнасем килсен вара пĕчĕк ача пекех савăнать. Яланах чÿречерен пăхать Римма аппа. Кама курасшăн вăл унта? Ахăртнех, хăйĕн ачисене. Хăш чухне вăл унпа юнашар ачасем вылянине калать. Анчах пÿлĕмре унсăр пуçне никам та çук…
Çапла, хресаннен пурнăçĕ йывăр. Хамăра унăн вырăнĕнче курма хăрушă. Хуйхă хыççăн малалла пурăнма, ют ачасене хăйĕнни пек юратма мĕн чухлĕ вăй-хал кирлĕ. Кашниех йывăрлăха парăнтараймасть. Хреснанне пултарчĕ. Турра ĕненни, çынсене юратни - çаксем пулăшса пыраççĕ ăна. Ури утнă чухне яланах чиркĕве çÿретчĕ, çынпа хутшăнма, вĕсене пулăшма тăрăшатчĕ. Пире кирлĕ пулассишĕн тăрăшатчĕ, пирĕн çемьене ура çине тăма пулăшрĕ. Тавах сана, хреснанне...
Лариса СЫНКОВА.