Комментировать

11 Ноя, 2015

ИММУН ТЫТĂМĔШĔН ПАХА

Аир тымарĕ

Ÿт чирĕсем аптратсан тонуса ÿстерет, шыççа, бактерисене, хутлатнине хирĕçле витĕмпе палăрса тăрать, аппетита, апат ирĕлессине лайăхлатать.

Рецепчĕ: 1 чей кашăкĕ тымара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Шыв мунчинче 15 минут вĕретмелле, илсен 45 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен 30 минут маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.

 

Алоэ сĕткенĕ

Биогенлă стимулятор, организма япăх условисене хăнăхма пулăшать. Çемçетекен, пиçсе кайнинчен, шыçнинчен сиплекен, бактерисемпе кĕрешекен витĕмлĕ.

Рецепчĕ: грипп чухне сăмса шăтăкĕсене алоэн чĕрĕ сĕткенне кашни пилĕк сехетре 5-6-шар тумлам ямалла. Шăл тунисем чирлĕ пулсан çăвара алоэ сĕткенĕн 50 процентлă шĕвекĕпе чÿхемелле е тин юхтарнă 1 чей кашăкĕ сĕткенне сĕтпе хутăштарса кунне 3 хут ĕçмелле. Вăй-хал чаксан, нервсем хавшасан организма çак хутăш пулăшать. 100 миллилитр алоэ сĕткенне, 500 грамм вĕтетнĕ аçтăрхан мăйăрне, 300 грамм пыла, 3-4 лимон сĕткенне хутăштармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Асăрханăр: ача кĕтекен хĕрарăмсене, пÿре, шăк хăмпи шыçсан юрамасть.

 

Каланхоэ çулçи

Каланхоэн чĕрĕ çулçин сĕткенĕ вырăнти иммунитета лайăхлатать, сурансене, ытти мелпе сиенленнĕ ÿте сывалма пулăшать.

Рецепчĕ: каланхоэ сĕткенне пĕр виçепе новокаинăн 0,5 процентлă шĕвекĕпе хутăштармалла. Унпа сиенленнĕ ÿт çине примочка хумалла.

Куккурус çÿçи

Хÿтĕлевçĕ клеткăсен активлăхне ÿстерет, ват шĕвекне, шăк хăвалать, юн кайнине чарать, аппетита чакарать.

Рецепчĕ: 2 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1,5 стакан шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апат умĕн 1-2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Юн кĕвелеслĕх пысăк чухне юрамасть.

 

Пуçлă сухан

Организмăн хÿтлĕх хăватне вăйлатать. Микробсене, вируссене хирĕçле витĕмлĕ лизоцим пур.

Рецепчĕ: пĕчĕкрех сухана хуппинчен тасатмалла, вĕтĕ вакламалла, çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 7 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 2 хут - ирхине тата каçхине - 1 чей кашăкĕ настойкăна стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ шыва ярса ĕçмелле. Вар-хырăм çулĕсен шыçă чирĕсем пулсан юрамасть.

 

Йÿç кăшман

Тымарçимĕçĕн сĕткенĕнче микробсене, вируссене хирĕç кĕрешекен лизоцим пур. Сĕткен ÿслĕке лăплантарать, аппетита, ват шĕвекĕ, хырăмлăх сĕткенĕ, шăк тухассине вăйлатать.

Рецепчĕ: йÿç кăшман тымарĕн варрине чакаласа путăк тумалла, унта пыл тултармалла. Ăшă пÿлĕмре ултă сехет тытмалла. Пухăннă сĕткене савăта ярса илмелле. Ăна кунне 3-4 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа, язвăпа, пыршăлăхăн шыçă чирĕсемпе, пĕвер тата чĕре чирĕсемпе аптрасан юрамасть.

 

Хĕрлĕ кăшман

Кăшманри лизоцин микробсемпе, вируссемпе кĕрешет, шăк хăвалакан, шыççа хирĕçле витĕм кÿрет, юн пусăмне чакарать, витаминсемпе тивĕçтерет.

Рецепчĕ: теркăланă чĕрĕ кăшмана пăчăртаса сĕткенне юхтармалла, темиçе сехете холодильнике лартмалла. Усă курас умĕн сĕткене пĕр виçепе пылпа хутăштармалла. Кунне 3-4 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.

 

Лачака тип курăкĕ

Лачака тип курăкĕ /сушеница болотная/ хÿтĕлевçĕ клеткăсен активлăхне вăйлатать, шăк хăвалакан, ÿт илтерекен, юн кайнине чаракан витĕм кÿрет.

Рецепчĕ: курăкăн вĕтетнĕ 4 апат кашăкĕ типĕ хунавне тин вĕренĕ 2 стакан шыва ямалла. Хупă савăтпа 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апат умĕн чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.