Комментировать

11 Ноя, 2015

КУНА - ПĔР СТАКАН ШЫВРАН

Кун ăнăçлă ирттĕр тесен ирхине тĕрĕс апатланнинчен пуçламалла. Хăвăра мĕнле туясси, кăмăл мĕнле пуласси çакăнтан килет. Тата выç хырăмла мĕн çини те пĕлтерĕшлĕ. Апат сиен кÿресрен асăрханмалла. Тишкерсе тухар-ха.

Сивĕ, газлă шĕвексем. Диетологсем куна таса шывран пуçлама сĕнеççĕ. Вăл çухалнă шĕвеке тавăрма, апат ирĕлтерекен тытăма ĕçе хатĕрлеме пулăшать. Шыв пÿлĕм температуриллĕ пулмалла. Сивĕ тата газлă шĕвексем лăймака сийе вĕчĕрхентереççĕ, хырăмлăха хутлатма, вырăнти юн çаврăнăшне япăхлатма пултараççĕ. Ку апат ирĕлессине чылай йывăрлатать.

Кофе. Нумайăшĕ куна кофĕрен пуçлама хăнăхнă. Анчах диетологсем пĕр сасăллăн юрамасть теççĕ. Выç хырăмла ĕçнĕ кофе хырăмлăхăн лăймака сийне вĕчĕрхентерет, хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхне ÿстерет, кăкăр хĕртнине вăйлатать. Гастритпа, хырăмлăхăн ытти чирĕпе аптракан çынсен ирхи апатра кофе ĕçмелле мар!

Сĕткен. Усăллă, анчах выç хырăмла мар. Сĕткенри улма-çырла йÿçекĕсемпе эфир çăвĕсем лăймака сийе вĕчĕрхентерсе йÿçек тухассине вăйлатаççĕ. Ку вара выçă хырăмлăхшăн питĕ сиенлĕ. Çавăнпа сĕткене ирхи пăтă хыççăн кăна ĕçмелле.

Пахча çимĕç, улма-çырла. Вĕтĕ шăммисемпе хытă клетчатка та пушă хырăмлăхпа пыршăлăха вĕчĕрхентереççĕ. Сиенне тата çак çимĕçсенчи тĕрлĕ йÿçексем вăйлатаççĕ. Çавăнпа пахча çимĕçпе улма-çырла иккĕмĕш ирхи апатра аван.

Пылакпа кукăль-булка. Выç хырăмла çисен çак апат хырăм ай парне вăйлăрах ĕçлеме хĕтĕртет. Çавна май инсулин ытларах пухăнать те виçе хушăнать. Çĕпре чустинчен пĕçернĕ çимĕçсем унсăр пуçне пыршăлăхра газ пухăнассине вăйлатаççĕ.

Пăрăçлă, тăварлă çимĕçсем. Тăвар, эфир çăвĕсем нумай пулнă май вĕсем пушă хырăмлăха пысăк сиен кÿреççĕ. Хырăмлăх канăçсăрлантарма, кăкăр хĕртме пуçлать.

Йогуртпа кефир. Çак çимĕçсем выç хырăмла организма ытти вăхăтра çинĕ чухнехи пек усă кÿреймеççĕ. Йÿçĕтнĕ сĕт çимĕçĕсем усăллă бактерисем пулăшнипе апат ирĕлессине вăйлатаççĕ. Анчах выç хырăмла кун евĕр пулăшу пачах кирлĕ мар.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.