Çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ - юрату
Раççейре çуллен чи лайăх 500 шкула палăртаççĕ. Вĕсене суйланă чухне вĕренекенсен пултарулăхне, ăмăрту-конкурс, предмет олимпиадисен, экзамен кăтартăвĕсене шута илеççĕ. Ялсенчи чи лайăх 200 шкула уйрăммăн асăнаççĕ. Чăваш Ен шкулĕсем çак конкурсра яланах палăраççĕ. Хуларисем çеç мар, ялтисем те федераци шайĕнче пысăк хака тивĕçеççĕ. Палăрнисен шучĕ çуллен ÿсни савăнтарать.
Республикăри кăтартусене шута илсен, Елчĕксем виççĕмĕш çул Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хыççăн тухăçлă кăтартусемпе виççĕмĕш вырăнта пыраççĕ. Ачасене Раççей шайĕнчи олимпиадăсене ăнăçлă хатĕрлессипе, ĕçре çитĕнÿсем тунипе Любовь Шепиновăпа Сергей Долгова /Елчĕкри вăтам шкул/, Ираида Павловăна /Лаш Таяпари вăтам шкул/ тата Олег Осипова /Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкул/ палăртмалла. Ачасене олимпиадăсен юлашки тапхăрне илсе тухма пултарнă пултаруллă хăш-пĕр вĕрентекенпе çывăхрах паллашас тĕллевпе Елчĕк районне çула тухрăмăр.
Яланах шыравра
Елчĕкри вăтам шкула пырса кĕнĕ чухне Любовь Шепинова шăпах урокраччĕ. Инженер класĕнче ăс пухакан каччăсем çавра сĕтел тавра пуçтарăнса нимĕçле хĕрсех тем пирки калаçатчĕç, темĕн сÿтсе яватчĕç. Хăнасене юрă та парнелерĕç 11-мĕш класс йĕкĕчĕсем. Тĕрĕссипе, Любовь Петровна кашни уроках çапла ирттерет - сĕтел тавра. Пĕр-пĕрне куçран пăхса калаçсан кăмăллăрах-çке.
- Нимĕç чĕлхи пурнăçра кирлĕ пуласси иккĕлентермест. Пурнăçăма техника специальноçĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленетĕп. Германие каяс тĕллев пур. Ку çĕршыв машина тăвас енĕпе аталаннă, - терĕ Антон Кучков ку ют чĕлхене ăшне хывнин пĕлтерĕшне ăнлантарса.
- Ачасен нимĕç чĕлхи вĕренес туртăмĕ чакнине курмастăп. 33 çул ĕçлетĕп шкулта. Çак тапхăрта 19 вĕренекен манăн çула суйларĕ. Пиллĕкĕшĕ хамăр районтах тăрăшать. Çакă мана савăнтарать. Хальхи ачасем ют чĕлхе кирлине туйса-пĕлсе çитĕнеççĕ, - пĕлтерчĕ кăмăллăн вĕрентекен. - Ачасем - чĕлхене, эпĕ вĕсене юратмасан çитĕнÿ тăваймăн. Пĕр-пĕр конкурс йĕркеленнине пĕлтерсенех хутшăнас кăмăлне систереççĕ. Туртăм пулмасан вĕрентнин усси çук. Пĕр чĕлхе тупсан вара çитĕнÿ пулатех. Ача малтан - вĕрентекене, унтан тин предмета юратма тытăнать тесе ахальтен каламаççĕ вĕт. Тĕрĕссипе, хам та шкулта учителе кăмăлланăранах ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕнĕ, - систерет Любовь Шепинова.
Паллах, урокра ĕçлени çеç çителĕксĕр, нумай хушма материалпа усă курма тивет. Ачасем хăйсем те час-часах презентацисем хатĕрлеççĕ. Олимпиадăсене, конкурссене хатĕрленнĕ чухне уроксем хыççăн та юлаççĕ, тăхтавра та вăхăта сая ямаççĕ.
Любовь Петровна вĕренекенĕсем республикăри олимпиадăсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Шел, Раççей шайĕнчи ăмăртăва Германире вĕренекен ачасем хутшăннăран чăвашсем çĕршыв шайĕнче палăраймаççĕ.
- Çитĕнÿсем малалла талпăнма хавхалантараççĕ. Ачасем юратнă чухне ĕçлес те ĕçлес килет. Паян професси суйлама ирĕк парсан та урăххине йышăнман пулăттăм. Вĕрентекенĕн пурнăçра пур енлĕн аталаннă çын пулмалла, унсăрăн ачасен умĕнче намăсланасси те инçе мар. Çавăнпах яланах шыравра эпир, - палăртать Любовь Петровна.
Хăй вара ют чĕлхе патне 7-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра туртăннă. Шăпах çакăн чухне амăшĕ: «Ачам, нимĕç чĕлхи вĕрентекенех пулатăн пуль», - тенĕ. Чи çывăх çынни хĕрĕн пултарулăхне сисмен мар-тăр, çавăнпах унăн сăмахĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă та.
- Ĕçри йывăрлăх мĕн-ши? Ачасем килти ĕçе пурнăçласан, урока юратса çÿресен - пĕтĕмпех йĕркеллĕ те ăнăçлă. Урок вăл ачасемпе çывăх калаçни те, пурнăç ыйтăвĕсене татса пани те, - чунне уçать нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕ. - Урокри темăсем те тĕрлĕрен. Халĕ эпир музыка пирки калаçатпăр. Часах профессисем патне çитĕпĕр. Кун пек чухне ачасем вара уçăлса каяççĕ. Çакăнта маншăн чи тĕлĕнмелли - никам та вĕрентекен ĕçне суйласшăн мар. «Патшалăх енчен пулăшу пулсан - кайăттăмăр», «Ачасем итлемеççĕ. Ĕçлеме йывăр», - теççĕ. Мĕнле итлемеççĕ вĕсем? Пĕлместĕп. Манăн ун пекки пулман. Ачасене куçран пăхсах ăнланмалла, юратмалла - вĕрентекен вĕсене хисепленине туйччăр. Юрату вăл - хире-хирĕç.
Пултаруллисене тупма пĕлет
Лаш Таяпари вăтам шкулта биологипе хими вĕрентекен Ираида Павлова «Çамрăк эколог» кружок ертсе пырать. Тĕрлĕ класра вĕренекен 18 ача çÿрет кунта. Паллах, вĕсем - таврари çамрăк чи маттур тĕпчевçĕсемпе таврапĕлÿçĕсем. Ахальтен-и тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнаççĕ, палăраççĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Андрей Павлов та акă Раççей шайĕнчи олимпиадăна хутшăннă.
- Мускаври олимпиадăсем те республикăрисен евĕрлех иртеççĕ, ĕçĕсем кăна йывăртарах. Унта лекес тесе питĕ нумай хатĕрленетпĕр, - тет республика шайĕнче виççĕмĕш çул ăмăртма палăртаканскер.
Биологипе вăл республикăра икĕ хутчен 2-мĕш, экологипе 1-мĕш вырăн йышăннă. Ираида Николаевна амăшĕ пулнăран шкулта çеç мар, килĕнче те хатĕрленеççĕ-вĕренеççĕ вĕсем. Пушă вăхăт тупăнсанах кĕнеке умне вырнаçаççĕ.
- Анне нумай пулăшса-хавхалантарса пырать, тĕрлĕ кĕнеке-литература сĕнет. Вĕсене вулани çеç çителĕксĕр, тавралăха та сăнамалла-тĕпчемелле. Хула ачисен олимпиадăсене хатĕрленме майсем те, вăхăт та нумайрах. Пирĕн атте-аннене те пулăшмалла. Пур çĕрте те ĕлкĕрме çăмăл мар. Манăн тете те пур. Тăватă çул каялла Алексей Раççей шайĕнче призер пулчĕ. Вăл та çĕрĕ-çĕрĕпе ларатчĕ. Унăн тĕслĕхĕ те мана хавхалантарать. Леша мана нумай пулăшать, - тет Андрей.
Шкулти маттур ачасен йышĕнче пĕччен мар вăл. 10-мĕш класра вĕренекен Анастасия Волковăпа Диле Айзетуллова та республикăри олимпиадăсен призерĕсем пулса тăнă. Пурĕ вара ку шкулта - вунна яхăн призер. Кăçал 11-мĕш класс пĕтернĕ Антон Игнатьев та çав йышранах.
- Пирĕн шкул ятне çÿле çĕклеççĕ вĕсем. Ираида Николаевна та тăрăшуллă. Ачасемпе хастар, нумай ĕçлет. Пултаруллисене тупма пĕлет, - мăнаçланать шкул директорĕ Марина Меметова.
Биолог пулма çуралнă математик
- Манăн пĕрремĕш професси - математикăпа физика учителĕ. Ку яла качча килтĕм те - ĕç вырăнĕ пулмарĕ. Çавăнпах иккĕмĕш пĕлÿ илес терĕм. Ача чухнех биологипе химине юратнăран вĕсене суйларăм. Вĕреннĕ вăхăтрах ĕçлеме пуçларăм. Аслăрах çулти учительсем нумай пулăшрĕç. Хунямапа хуняçа та ачасене сахал мар пăхнă. Вĕсем пулăшман тăк, тен, иккĕмĕш пĕлĕве илеймен те пулăттăм, - тет Лаш Таяпари вăтам шкулта 22 -мĕш çул тăрăшакан Ираида Павлова.
Вăл вĕрентекен ачасем район, республика шайĕнчи ăмăртусене çеç мар, Раççей шайĕнче иртекеннисене те хутшăнса палăраççĕ. Ялта пурăнакан кун пек çитĕнÿ туни, тĕрĕссипе, хăшне-пĕрне тĕлĕнтерет те.
- 2010 çулта аслă ывăлпа Белгорода çити кайрăмăр. Ялтан килнĕ ачасем татах та пурччĕ. Ача ăçта: хулара е ялта - çурални пĕлтерĕшлĕ мар. Кашни хăйне май пултаруллă. Вăхăтра асăрхама, хавхалантарма çеç пĕлмелле. Кам пултарасси, паллах, тÿрех курăнмасть. Тĕрлĕ ăмăрту, конкурс, викторина ирттерсен çеç кам хăш енĕпе тавçăрулли палăрать. Килти ĕçе епле пурнăçлани те çакна асăрхама май парать. Маттуррисем килти ĕçе яланах тĕплĕ тата хăйне евĕр пурнăçлаççĕ. Вĕсем çĕнĕрен-çĕннине пĕлсе ытти ачасене каласа кăтартаççĕ. Паллах, ачан туртăм пулмалла. Анчах ку - çителĕксĕр. Чăннипех кăсăклантарма пĕлес тесен хăвăн ĕçне, чи малтан ачасене, юратмалла. Вĕсемпе тепĕр чухне хам та ачапчалансах каятăп. Пĕр чĕлхе тупсан ĕçлеме те çăмăл, - систерет Ираида Николаевна.
Кружокра та, урокра та ушкăнпа ĕçлеме хăнăхнă вĕсем. Пĕр тĕвĕре ĕçлеме пĕлни те - аталану. Олимпиадăна хатĕрленĕ чухне пур ÿсĕмрине те пĕрле пухать вĕрентекен. Çакă та пулăшать. Аслисем кĕçĕн класра мĕн вĕреннине аса илеççĕ, кĕçĕннисене вĕрентсе-пулăшса пыраççĕ.
- Ача ачана, тĕрĕссипе, вĕрентекенрен те лайăхрах ăнлантарать. Хăй чĕлхипе каласа кăтартать. Ăнланмасан аслă тусĕнчен иккĕмĕш хутчен ыйтать кĕçĕнни. Тепĕр чухне, тен, пирĕнтен ыйтма именеççĕ вĕсем, - тет ялти учитель.
Паллах, ĕни те, сысни те, чăххи-чĕппи те картиш тулли унăн.
- Биолог пулнă май манăн пурне те усрамалла, - шÿтлет вăл кун пирки.
Çав вăхăтрах ачасем валли те вăхăт тупмалла. Вĕсене çĕннине, кăсăклине каласа кăтартма Интернетри тĕрлĕ ятарлă сайта сахал мар тишкерет, кĕнекесем çырăнса илет Ираида Павлова.
- Нина Александровна вĕрентекен: «Эсĕ манăн ĕçе малалла тăсатăнах», - тенĕччĕ. 10 класс пĕтерсен, чăн та, педагогика институтне вĕренме кĕтĕм. Анчах пурнăçра математик мар, биолог пулса тăтăм. Хальхи куçпа пăхсан мана биологи ытларах та килĕшет. Кунта пĕлмелли, тĕпчемелли нумай. Ачасем те кăсăкланаççĕ. Вĕсене çутçанталăк илемĕ те, хурт-кăпшанки те илĕртет.
Тепĕр чухне ывăнни те пулать, анчах ачасен ыйтуллă, çиçекен куçĕсене курсан малаллах ĕçлес килет. Шкула чăннипех те савăнсах утатăп. Хама урăх ĕçре пачах курмастăп, - пытармасть Ираида Павлова.
Кашни вĕрентекенех чи малтан ĕçне, ачасене юратмаллине пĕлтерчĕ. Çакă, тен, шăпах ăнăçупа ăнтăлу вăрттăнлăхĕ. Ансат вăл, çапах шăпах курăмлăскер, çитĕнÿ тума пулăшаканскер.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем.