Комментировать

5 Ноя, 2015

Пĕлтерĕшлĕ япаласем шухăшласа кăларакан ачасем

Ăсчахсем тем те пĕр шухăшласа кăларнине пĕлетпĕр-ха. Çак тĕллевпе вĕсем нумай-нумай çул ĕçлени çинчен те илтме пулать. Анчах тепĕр чухне мĕн те пулин шухăшласа кăларасси питĕ ăнсăртран пулать-çке, çакна ахаль ача та тăваять.

Брайль шрифтне - суккăрсене валли хатĕрленĕ пăнчăллă-мăкăрăлчăклă çырулăх системине - 15 çулти Луи Брайль шухăшласа кăларнă /1824 çулта/. Хăй виçĕ çулта чухне сарăмсăр инкеке пула суккăрланнă. Луи Валентин Хауи шухăшласа кăларнă мăкăрăлчăклă çыру меслетне тĕпе хунă, ăна артиллери офицерĕ Шарль Барбье шухăшласа тупнă çĕрлехи вăхăтсенче те хыпарлама май паракан системăпа пĕрлештернĕ. Барбье шрифчĕ хытă хут çинчи шăтăк-путăксем пек курăннă, унпа усă курма меллех пулман.

2012 çулта 14 çулти Джона Кон япăх илтекен çынсене юрă итлеме пулăшакан хатĕр шухăшласа кăларнă.

Юр çинче çÿрекен машинăпа ярăнма кăмăллакансем Бомбардье фирми çинчен илтнех. Ăна никĕслекенĕ, Жо- зеф-Арман Бомбардье, юр çинче çÿрекен пĕрремĕш машинине шухăшласа кăларнă чухне вунпиллĕкре кăна пулнă. Ашшĕ ывăлне кивĕ Форд парнеленĕ. Нумай пĕлме юратакан арçын ача вара ăна самантрах салатса тăкнă та Канадăри хаяр сивĕ хĕллене валли ăнăçлă машина пуçтарнă.

Конькипе ярăнма шутсăр кăмăлланă Честер Гринвуд 1873 çулта асламăшне пралук çумне çăм çирĕплетме ыйтнă. Çапла вара хăлхасене сивĕрен сыхлакан хăлхалăхсем ŸнаушникŸ çуралнă. Арçын ача ун чухне вунпиллĕкре кăна пулнă.

«Футурама» мультсериалти Хьюберт Франсуорт профессор тата пуçсăр гени прототипĕ Фило Франсуорт чăнах та гени пулнă. Вунпилĕк çулта Фило ÿкерчĕксене электронлă майпа инçете кăтартма пулăшакан проект - хальхи телевизор тĕслĕхне - пурнăçланă. Часах вăлах вакуумлă пăрăх - кинескоп - шухăшласа кăларнă, унтан электрон ÿкерчĕке пĕрремĕш хут инçете куçарнă.

18 çулти Эйша Кхаре, Калифорни штатĕнчи шкул ачи, аккумуляторăн çĕнĕ тĕсне шухăшласа тупнă. Çĕнĕ йышши хатĕр темиçе сехетре мар, çур минутрах заряд илме пултарать. Çавăншăн Эйша Кхаре çамрăк ăсчахсен премине тивĕçнĕ.

Америкăри тепĕр шкул ачи Джастин Бекермен пĕчĕк те меллĕ шыв ай кимми шухăшласа кăларнă. Хакĕ те лайăх унăн - икĕ пин доллар çеç. Пĕр пассажирпа çÿрекен кимĕ икĕ метр тарăнăшне анса шыв айĕнче темиçе сехет пулаять.

Вунпилĕк çулти шкул ачи Джек Андрака онкологи чирĕсене тупса палăртмалли çĕнĕ меслет шухăшласа тупнă. Вăл чир пуррипе çуккине пилĕк минутранах палăртаять.

Вунвиçĕ çулти Мэллори Кьювмен иклетнине ирттерекен эмел шухăшласа кăларнă - сахăрпа панулми уксусĕнчен тăракан леденец. Ку эмел чăнах та пулăшать!

Пĕчĕк ачасем те пĕлтерĕшлĕ япаласем шухăшласа кăларма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, 8 çулти Аланна Майерс ŸФлорида штачĕŸ, велосипедпа ярăннă чухне асфальт çинче чĕркуççине тăтăш суранлатаканскер, бинтламалли пункта çÿресе асапланса çитнĕ. Çавăнпа та вăл ÿте ыраттармасăрах бинта уйăрмалли меслет шухăшласа тупнă: ахаль супăнь, лаванда çăвĕ тата шыв хутăшĕ.

Фрэнк Эпперсон 11 çулта чухне урамра содăллă шыв тултарнă тата кашăк чикнĕ стакан манса хăварнă. Ку ĕç хĕлле пулса иртнĕ. Ир енне стаканра мĕн пурри пĕтĕмпех шăнса ларнă. Çапла патак çинчи шăнтнă лимонад çуралнă, каярах Фрэнк ÿссе çитсен çак енĕпе бизнес та пуçарса янă.

Пĕррехинче 6 çулти Роберт Пэтч ашшĕнчен вылямалли машина туянса пама ыйтнă. Арçын ывăлне лавккана илсе кайнă, анчах шăпăрлана килĕшекен тавар тупăнман. Вара ашшĕ ăна килĕшекен машинăна ÿкерсе кăтартма ыйтнă. Çапла 1936 çулта тĕнчене ÿпĕнекен кузовлă вылямалли машина килнĕ. Ашшĕ ывăлне çак теттене туса панă кăна мар, ăна патентланă та /авторлăхне çирĕплетнĕ/.

Çамрăк генисем Америкăра кăна пурăнмаççĕ. Львов хулинчи Максим Лема вуникĕ çулта кирек хăш пÿлĕме те сканерлама пултаракан, лаптăка виçекен, тулли план тăвакан тата илнĕ информацие компьютера ярса паракан робот шухăшласа кăларнă.

Мускавра пурăнакан вунă çулти Анастасия Родимина вара пичет графикин çĕнĕ тĕсне шухăшласа тупнăшăн патент илнĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.