Комментировать

31 Окт, 2015

Вутра çунман, шывра путман

Тăвай районĕнчи Тури Тушкил ял тăрăхне виçĕ ял кĕрет. Анаткас Тушкилте пурăнакан Тимофей Григорьев 95 çула кайнă. Хăйне аван туять-ха. Иртнине аван ас тăвать ĕнерхи салтак. Вут-çулăмра ирттернĕ кунĕсем пирки каласа кăтартмалли нумай унăн.

1940 çулта çара илнĕ ăна. Ун чухне 7 класс пĕтернĕ çамрăк Куславккара вĕреннĕ. Тĕрлемес станцинчен тÿрех Мускава ăсатнă вĕсене. Унтан - Хĕвел анăçнелле. Çапла вăл Украинăри Черновцы хулине лекет.

- Бомбардирсен авиаци полкĕ тăратчĕ ку хулара. Малтанласа самолетсене хуралларăмăр. 11 маттур яша вĕренме ячĕç. Вĕсен йышне эпĕ те кĕтĕм. Ярмолинец хулинчи командирсен авиаци шкулĕнче оружейнике вĕренме тытăнтăмăр çапла. 1941 çулхи çу уйăхĕнче пире васкавлă программăпа кăларчĕç те тĕрлĕ полка салатрĕç, - аса илет салтак.

Çапла вăл авиаци бомбардирĕсен 225-мĕш полкне лекет. Вăрçă пуçланнине те лайăх ас тăвать паллах.

- Ирхине 4 сехетрех тăратрĕç пире. 21-ĕн тÿрех аэродрома чупрăмăр. Вăрçă пуçланнă. Эпир çитнĕ тĕле самолетсем ларакан вырăна бомба пăрахма ĕлкĕрнĕччĕ те ĕнтĕ. Вăл кун самолетсем вĕçмерĕç-ха. Фронт чиккине лайăх пĕлеймерĕç. Тепĕр кун вара летчиксем пĕрин хыççăн тепри темиçе хутчен те сывлăша çĕкленчĕç. Темиçе кунтан каялла чакма тытăнтăмăр. Сталинградах çитрĕмĕр... - ассăн сывлать ветеран.

Хаяр çапăçусем, ункăран тухса Хĕвел анăçнелле пусăмлани, Курск пĕккине çитни, Беларуçăн 2-мĕш фрончĕпе Польша, Варшава хулисене хÿтĕлени Тимофей Григорьевич асĕнче ĕмĕрлĕхе çирĕпленнĕ.

Çĕнтерĕве Берлинтан инçех мар вырнаçнă Эберсвальде хулинче кĕтсе илнĕ Тăвай чăвашĕ. Тăван тăрăха вăл 1947 çулта çеç таврăннă. Вăрçă кĕрлевĕ лăплансанах килмелле пулнă-ха, анчах тепĕр çулталăка юлма ыйтнă. Ара, унсăрăн самолетсем енĕпе специалистсем юл-маççĕ-çке. Çавăнпа та хирĕçлемен "тимĕр кайăксен "тусĕсем.

Вăрăм ĕмĕрлисем

- Çĕртме уйăхĕнче киле таврăнтăм та авлантăм. Екатерина Матвеевна ун чухне тракторпа уй-хирте сухалатчĕ. 50 çул ытла пурăнтăмăр унпа, - аса илет 2006 çулта юлашки çула ăсатнă мăшăрне шур сухал.

3 ывăлпа 3 хĕр пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă иккĕшĕ. Икĕ хĕрĕ - Раяпа Валя - халĕ Украинăра пурăнаççĕ. Тамара Сарă ту облаçĕнчен тăван ялне куçса килнĕ. Икĕ ывăлĕн шăпи, шел, кĕске пулнă - Алешăпа Гена пурнăçран тĕрлĕ инкеке пула ытла та ир уйрăлнă. Валера вара тăван ялтах тĕпленнĕ. Кÿршĕлле пурăнаççĕ. Тĕрĕссипе, çурта пĕрре пек йышăнмалла-ха: ывăлĕ ашшĕ çурчĕ çумне çĕннине тăсса купаланă та çемйи валли йăва çавăрнă.

- Юнашар пурăнатпăр та аттене пăхсах тăратпăр. Уçăлмалла лавккана хăех кайса килет. Мăнукĕсем килсен хăналама канфет туянать. Пÿрт алăкĕ хупăнма пĕлмест вара. Атте патне пирĕн мăнуксем те савăнсах çÿреççĕ. Ачасене юратать вăл. Пире те ытлашши вăрçмастчĕ. Анне çирĕпрехчĕ. Хушнă ĕçе вĕçлемесĕр-пурнăçламасăр урама тухма юраман, унсăрăн пĕçеркке лекетчĕ, - тет ывăлĕ Валера.

Ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ Тимофей Григорьевичпа Екатерина Матвеевна.

- Симĕс ылтăн туса илессипе районта яланах малта пынă эпир. Чылай Хисеп, Тав хутне тивĕçрĕм. Мăшăрăм та куллен бригадăна утнă, - каламалли сахал мар нумай çул хăмла бригадирĕнче тăрăшнăскерĕн.

Тимофей Григорьевич вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен йăхĕнчен тухнă. 7 пĕртăванран виççĕшĕ пурăнаççĕ-ха. Шăллĕ Виктор та аванах чупать. Вăл та тăван ялтах тĕпленнĕ. 40 çул ытла киномеханикре тăрăшнă. Михаил та 80 çула çывхарать.

- Çуллахи вăхăтра пĕрмай картишĕнче атте. Пĕрре те ахаль тăмасть. Кунĕпех пахчара вăл. Йăрансене çум курăк пусасран тĕрĕслесех тăрать. Кун пек хĕрарăмсене те çăмăлрах, - тет ывăлĕ.

Ашшĕн тепĕр киленĕç те пур-ха - вăл куллен çанталăка сăнать, çулсерен ятарлă тетраде çырса пырать.

- Сăнани - пурнăçланать, - тет кĕскен хăйне евĕр кун кĕнекине тытса пыни пирки ыйтсан.

Таркăн

"Çапăçури паллă ĕç-семшĕн", "Сталинграда хÿтĕленĕшĕн", "Берлина ил-нĕшĕн", "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн" тата ытти медале тивĕçнĕ салтак тыткăна та лекнĕ. Беларуçре чухне пулнă ку ĕç-пуç.

- Пирĕн экипажри стрелок-радист аманса таврăнчĕ. Ун вырăнне вĕçме мана сĕнчĕç. Пĕр эскадрилья - 9 самолет - кайрăмăр фронта. Каялла таврăнаттăмăр ĕнтĕ. Нимĕç 3-4 истребителĕ тапăнчĕ пире. Пĕрне ÿкерчĕç те эпĕ ларакан машинăна тапăнчĕç. Часах пĕр çунатри бензобак çунма пуçларĕ. Унтан варринчи бака куçрĕ. Эпĕ самолет хÿринче ларса пыратăп. Летчикпе штурман - малта. Часах вĕсемпе çыхăну татăлчĕ. Çавăнтах самолет силленме пуçларĕ. Ку мана сикме хушни пулчĕ. Çакна ăнланса люка уçрăм...

Анса çитсен урана тĕрĕс мар пуснипе чĕркуççи сикрĕ, айккинех пăрăнса ларчĕ. Çĕр çумĕнче çил çав тери вăйлăран парашюта сĕтĕрет кăна. Эпĕ ăна ниепле те чараймастăп. Часах вăл пĕр йывăçран çакланчĕ. Тăрук такам пуçран пырса çапрĕ. Пăхатăп - виçĕ нимĕç тăрать. Кулаççĕ хăйсем. Аякрах мар йывăр тиевлĕ машина тăрать. Сĕтĕрсе кайрĕç хайхисем, кузова ывăтрĕç. Машина малалла ыткăнчĕ. Чылай кайрăмăр çапла. Хĕве хĕстернĕ пилоткăна шыраса тупса тăхăнтăм. Ара, пуçран юн юхать-çке. Ку нимĕçсене килĕшмерĕ курăнать - пĕри пуçран пырса тапрĕ.

Чылай кайсан çеç пĕр ял хĕрринчи пысăк çурт умне чарăнтăмăр. Шкул пулмалла. Тыткăна илнисен госпитальне тунăччĕ унта. Сĕтĕрсе кĕртсе пăрахрĕç. Пĕр старикпе хĕрарăм пăхса тăратчĕç аманнисене. Урана супăньпе сăтăрса вырăна лартрĕç хайхисем. Костыль пачĕç. "Утакан пулсан та костыльне ан пăрах" - сĕнчĕç вĕсем. Сывалнисене ĕçлеме куллен пуçтарса каятчĕç. Çавăнпах хама лайăх туйнине кăтартма хушмарĕç ырă чунлăскерсем. Пилĕк-ултă кун та пурăнатăп ĕнтĕ шкул-госпитальте. Икĕ-виçĕ кунтан ура ыратни чакнăччĕ.

Пĕр старик лашапа куллен шыв турттаратчĕ. Çавăнпа ларса тарма май пуррине тухтăр систерчĕ. Итлерĕм ăна. "Ăçта каймаллине калать вăл", - терĕ хĕрарăм.

Лашапа чылай кайсан пĕр çырма патне çитрĕмĕр. Кĕтне евĕрлĕрехчĕ вăл. "Çырма хĕрринче пĕччен йăмра ларать. Сана унта кĕтеççĕ", - терĕ те мучи урхамахне малалла чуптарчĕ. Пĕр хĕр сасă пачĕ мана. Кимĕпе питĕ хăвăрт тепĕр çырана каçарчĕ. Çичĕ-сакăр çуртлă пĕр урама тĕллесе кăтартрĕ. Хĕрринчи киле кĕме хушрĕ. Çапла турăм та. Унта пĕр карчăк уçса кĕртрĕ. Апат çитерчĕ. Эпĕ, чăн та, выçăччĕ. Часах чÿречерен нимĕçсем килнине курчĕ те чăлана кĕме хушрĕ. Пăшаллă-шинельлĕ "нимĕç" салтакĕсем вырăсла калаçатчĕç. Партизансем пулчĕç вĕсем. Кăштах хаяррине ярса пачĕç те мана пĕрле вăрмана илсе кайрĕç. Чылай кайсан партизансен отрячĕ тĕлне тухрăмăр.

Тепĕр кун мана пĕчĕк самолет патне илсе кайрĕç: вăрманта пĕчĕк аэродром пурччĕ. Унтан пире аманнă салтакпа тата ачаллă хĕрарăмпа фронт урлă каçарчĕç. Çапла пĕр эрне тыткăнра çÿренĕ хыççăн хамăн полках каялла çаврăнса çитрĕм, - ку ĕç-пуç паян çеç пулнă пек ас тăвать Тимофей пичче.

Салам, тăван кил!

Вăрçă вăхăтĕнче ăна темиçе кунлăха тăван яла килсе кайма та пÿрнĕ-ха. Сталинград патне çитсе пынă вăл вăхăтра. Полкри 30 самолетран 5-шĕ çеç юлнăран чылайăшĕн çуран утма тивнĕ.

- Эпир пыракан пуйăс çине бомба ывăтма тытăнчĕç те пурте тухса чупрăмăр. Виççĕн хирелле чупатпăр çапла. Тахăш вăхăтра ÿксе тăна çухатнă эпĕ, кĕске вăхăтлăха контузи пулнă. Юлташсем эпĕ чупманнине курсан каялла çаврăннă. Часах тăна та кĕтĕм. Госпитале ăсатасшăнччĕ - килĕшмерĕм. Калаçакан та пултăм. Кăштах выртсан уттарса пăхрĕç. Малалла кайрăмăр вара.

Асаплана-асаплана, нимĕçсенчен тара-тара кирлĕ вырăна çитнĕ вĕсем. Пĕр хушăран пилĕк экипаж хатĕрлеме салтаксене вĕренме Хусана янă. Вĕсен йышĕнче Григорьев та пулнă. Унта эрне пурăнсан полка Чистополе куçарнă.

- "Полковник юлташ, тăван ялăм Атăл урлă çеç. Темиçе кунлăха яр-ха," - ыйтрăм командиртан. Ки-лĕшрĕ вăл. Кайма-килме пĕрер талăк, килте 3 кун пурăнма ирĕк пачĕ. Эпĕ пынă чухне атте вăрçа кайнăччĕ ĕнтĕ. Шăллăмсемпе йăмăксем мана курса питĕ савăнчĕç, - каламалли нумай вăрçă ветеранĕн.

Çапла тăван килтен каллех - Мускава, унтан Хĕвел анăçнелле çул тытнă вăл. Тавах, иккĕмĕш хутĕнче те каялла чĕрĕ-сывă таврăнма пÿрнĕ.

 

Татьяна НАУМОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.