Комментировать

31 Окт, 2015

Ку çуртра мачча çинче те чÿрече пур

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнче пурăнакан нумай ачаллă Сорокинсен çемйи пирки кăçалхи çу уйăхĕнче кăна-ха "Вырăнĕ хатĕр. Çурчĕ хăçан пулĕ-ши?" статьяра çырса кăтартнăччĕ эпир. "Нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программăпа килĕшÿллĕн 2009 çулта черете тăнă Сорокинсем. Çуллахи вăхăтра районта пиллĕкмĕшсемччĕ вĕсем.

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче çурт тума пикеннĕ вĕсем валли. Ăна икĕ уйăхра хăпартса лартнисĕр пуçне шалти мĕнпур ĕçе вĕçленĕ. Кивĕ пÿртпе юнашар халь хĕрлĕ тата шурă кирпĕчрен хăпартнă тăпăл-тăпăл, питĕ илемлĕ çурт катаранах курăнса ларать. Çак тăрăхра тепĕр хутчен пулнă май çĕнĕ пÿрте кĕрсе тухмасăр иртсе каяймарăм. Çывăрмалли икĕ пÿлĕм, пысăк зал, кухня, туалетпа ванна, пысăк коридор... Шыв та, çутă та пур. Стенасене хитре обой çыпăçтарнă, урайĕнче - линолеум. "Анне, мачча çинче те чÿрече пур-и?" - ахальтен тĕ-лĕнмеççĕ хĕрпĕрчисем. Çу-тăра йăлтăртатать вăл. Ун çине пысăк чÿречен мĕлки ÿкет те, шăпăрлансемшĕн кантăк пекех курăнать пуль çав. Кил хуçи арăмĕ Алина Сорокина сивĕпе нÿрĕке пула стенасем йĕпенсе хураласран пăшăрханатчĕ те, телее, газ проектне хатĕрлесе çитернĕ хыççăн çак кунсенче унта ĕçе пуçăннă та. Çитес эрнере "кăвак çулăм" илсе çитерме палăртнă. "Питĕ хăвăрт купаларĕç, тĕрĕссипе, эпир унта кайса та курман, хушăкран кăна пăхкаласа иртекенччĕ, пире ĕçме-çиме валли те тăкаклантарман. Хальхи йывăр вăхăтра тата çакăн чухлĕ ачапа кунашкал пÿрт нихăçан та çĕклеес çукчĕ. Хамăра килĕшекен обойсем суйлама та ирĕк пачĕç, проект тунă чухне те пирĕн кăмăла шута илчĕç. Пÿрт лартасси çăмăл мар, кăçалах ăна хута ярасси пирки шухăшламан та. Строительсем тĕлĕнмелле хăвăрт тата типтерлĕ ĕçлерĕç", - савăнăçне пытараймасть Алина Сорокина.

Амăшĕн капиталĕпе кивĕ пÿрт туянса çурт валли тахçанах вырăн хатĕрлесе хунă Сорокинсем. Ÿркенменскерсем унта гараж, пĕчĕк пÿрт хăпартнă. Урама тухсан пылчăк çăрмалли çук, кил умĕнченех асфальт çул иртет вĕсен.

Сергейпе Алина пилĕк ачана кун çути кăтартнă. Çĕршывăн демографи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе пурте вĕсем пек тăрăшсан ял урамĕсем ача-пăчан шăнкăрав сассийĕпе янăраса кăна тăмалла та...

Ашшĕпе амăшĕн сăмахне ачаран ăша хывса ÿсеççĕ пĕчĕкскерсем. Настьăпа Милена шкулта тăрăшса вĕренеççĕ, уроксем хыççăн та алă усса лармаççĕ. Почтальонра тăрăшакан амăшне хаçат-журнал валеçме пулăшаççĕ. Саккăрмĕш класри Настя кукăль-пицца, печени пĕçерме ăста. Амăшĕ ĕçрен ывăнса таврăннă çĕре темиçе тĕрлĕ вĕри апат та пĕçерсе хурать, урай çăвать, кил-çурта тирпейлет. Ĕне те тахçанах сăвать хĕрпĕрчи.

- Камшăн мĕнле пуль, эпир ялта пурăнатпăр та, пирĕншĕн пилĕк ача нумай пек туйăнмасть. Ÿссен пĕр-пĕрне пулăшĕç. Тăван тăварпа пиçнĕ. Пĕр хуранри яшка-пăтă пурин валли те çитет. Пысăк çемье ĕçре те, сĕтел хушшинче те илемлĕ, - тет кил хуçи арăмĕ.

Ял хĕрарăмĕн ĕç нумай. Алина ир-ирех тăрать те çурçĕр иртмесĕр те куç хупаймасть. Мăшăрĕ аякка ĕçлеме çÿренĕрен килти мĕнпур ĕç унăн черченкĕ хулпуççийĕ çине тиенни вăрттăнлăх мар. Ирех тăрса картишĕнчи выльăхне шăварнă, апатлантарнă хыççăн ачисене ыйхăран вăратать. Шкула чупакан Настьăпа Миленăн çÿçне тирпейлет. Чи кĕçĕннисене - Эльвирăпа Эвелинăна - ача садне леçет. Килтен тухса çÿреймен вунçичĕ çулти Сашăна та тимлĕх кирлĕ. Шел те, ултă уйăхрах çуралнăскер çак çутă тĕнчене сусăр килнĕ вăл. Амăшĕн чĕри уншăн та ыратать.

Сорокинсем килти хушма хуçалăхран çулленех сахал мар тупăш илеççĕ. Çĕрулмипе кишĕр, купăста кăçал та сутмалăх пур, хĕл каçичченех тулăх пурăнма та çитет. Хур-кăвакалĕ те картиш туллиех. "Ытла нумай мар пулсан та, çулла çĕр çинче чакаланма ÿркенмесен çавах тупăш илме пулать. Выльăхран та усси пур, уттине çеç çителĕклĕ хатĕрлемелле", - тет кил хуçи арăмĕ.

"Нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен кăçал Патăрьел районне 8 миллион тенкĕ уйăрнă. Пирĕн тăрăхра çак вунă уйăхра пĕтĕмпе тăватă пÿрт, вĕсенчен иккĕшне - Ыхраçырми ял тăрăхĕнче, хăпартнă. Пĕр çурт валли кăна 2 миллион та 591 пин тенкĕ укçа тăкакланă", - терĕ Патăрьел район администрацийĕн тĕп эксперт-специалисчĕ Лилия Билалова.

Çемье çитес вăхăтра пысăк та çĕнĕ çурта куçĕ, мĕнпур тăван-пĕтенне пуян кĕрекене пуçтарĕ. Хĕрпĕрчисем хăйсем валли хăш пÿлĕме йышăнассине те палăртса хунă. 5 çулти Эльвирăпа Эвелина вара юратнă теттисемпе пуканисене тахçанах пĕр миххе пуçтарнă.

Елена АТАМАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.