Чутай ен фермерĕ мĕншĕн канăçсăр?
Уявра эпир тунă çитĕнÿсемпе чĕререн савăнса мухтав юрри юрлама хăнăхнă. Палăртни йăлтах аван пурнăçлансан, пур ĕç те кал-кал пырсан вăл çапла пулмалла та. Анчах пурин те апла мар çав. Экономика кризис тÿснĕ тапхăрта пушшех те. Чăваш Енре кунсерен тенĕ пекех тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулакан ялхуçалăх предприятийĕ е хресчен-фермер хуçалăхĕ темĕн чухлех. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче те йышлă.
Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир Храмов аграрисен кăçалхи ĕç-хĕлне малтанласа пĕтĕмлетнĕ май «Коминтерн» ЯХПКпа Николай Лисаев ХФХне тата хăш-пĕр хуçалăха кăтартуллă вăй хунăшăн ырăпа асăнчĕ. Ыттисем пирки нимех те калаймарĕ. Фермерсенчен Николай Лисаева çитекен çук. Тырă туса илессипе те савăнтарать, техника паркне те çĕнетет. Республикăри ялхуçалăх ĕçченĕсемпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен уявĕ çывхарать - Николай Ивановичăн савăнмалла кăна. Анчах иксĕмĕре, Владимир Храмова тата мана, йывăр шухăшсен тыткăнне лекнĕн кĕрхи пусăрăнчăк кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Дизтопливо çитменрен кĕрхи çĕртмен планне тултарайман иккен. Ку çеç-ши? Тĕрĕссипе, унăн канăç паман ыйту самаях пухăннă.
- Ку пурнăçа эпĕ те чăтаймастăп пулсан, ĕçе пуçăнакан çамрăк фермерсем пирки каламастăп та, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне Николай Иванович. - Тĕрĕсех, çĕнĕ комбайн иккĕ манăн, пĕрне кăçал туянтăм. Уншăн 5 млн та 400 пин тенкĕ кăларса хутăм. Кредитшăн 10 çул уйăхсерен 60 пин тенкĕ тÿлемелле. Укçа манран мĕн чухлĕ ытлашши тухать - шутласа пăхăр хăвăрах. Халĕ парăмпа татăлассишĕн çеç ĕçлетĕп. Кредитăн процент ставкишĕн субсиди уйăраççĕ-ха, анчах вăл питĕ кая юлса çитет. Çав вăхăтрах пирĕнтен çирĕп ыйтаççĕ - вăхăтра тÿлемесен штраф хураççĕ. Укçасăр пурăнма май çук. Тырă çитĕнессе çулталăк кĕтмелле, çунтармалли-сĕрмелли материал вара кашни кунах кирлĕ. Пĕр литр топливо туянассишĕн 5 кг тырă сутмалла.
- Тырра мĕн хакпа сутрăр?
- Коммерсантсем урлă 6-7 тенкĕпех килĕшме тиврĕ. Шупашкарти элеватор пирĕн пек çынсенчен йышăнасшăн мар. Пĕлтĕр пулчĕ-ха ку. Манăн тырă аванччĕ - илмерĕç. Хăйсен çыннисенне чĕрĕрех пулсан та - йышăнчĕç. Çавăнпа та коммерсантсем урлă вырнаçтарма лекрĕ. Манăн шухăшпа, элеваторта йĕрке пулмаллах.
- Çĕрулми, купăста тырăран кăшт хаклăрах та, - тетĕп. - «Иккĕмĕш çăкăр», тырăпа танлаштарсан - 10 хут ытларах, купăста Куславкка районĕнчи Василий Семенов ХФХчĕ 40-50 хут нумайрах тухăç парать. Сутсан мĕн чухлĕ тупăш кĕрет! Пĕр çулхине Вăрмар районĕнчи çĕрулми çитĕнтерсе чапа тухнă Геннадий Ямуков фермер лайăх услам тунăран виçĕ механизатора «Лада Калина» автомобиль парнелеме пултарнă. Мĕншĕн çак культурăсене çитĕнтерес мар?
- Тĕрĕсех, - килĕшрĕ манпа Николай Иванович. - Халĕ темĕнле çимĕç те туса илме юрать. Эпĕ те хăтланса пăхнă. Пирĕн патăрти пек тăмлă çĕр çинче эсир каланă культурăсем япăх ÿсеççĕ, вĕсене акни-лартни хăй хакне те тăмасть. Гумус шайĕ пĕчĕк. Тăпрана çителĕклĕ апатлантараймастпăр. 900 пин тенкĕ куçартăм - укçи те таврăнмарĕ, удобрени те килмерĕ. Укçа шыва кайнишĕн кулянса çĕрĕпех шухăшласа выртатăп, ыйхă килми пулчĕ.
- Çĕрулмине лайăх çитĕнтерме пĕрчĕллĕ удобренирен ытла органика, урăхла каласан - тислĕк эппин, кирлĕ. Ăна хире кăларатăр-и?
- Эсир мĕн калаçатăр? - куçран тинкерсе пăхрĕ фермер. - Тислĕк çинчен тахçанах маннă. Пурччĕ пирĕн ферма, 1600 пуç таранах мăйракаллă шултра выльăх тытаттăмăр. 1996-1997 çулсенче эпĕ республикăра «Чи лайăх ферма заведующийĕ» ята тивĕçнĕччĕ. Сĕт сăвассипе те, сысна çăвăрлаттарассипе те кăтартусем лайăхчĕ. Шел, колхозăн парăмĕ пысăк тесе пĕтĕм выльăха аш-какай комбинатне ăсатрĕç. Çавăнтанпа фермăна тĕлĕксенче çеç куратăп. Епле тавăрмалла ун чухлĕ пуç выльăха - калама пултараймастăп. Эсир тислĕк пирки калаçатăр. Çавăн чухне чăнласах пысăк йăнăш турĕç. Тепри пурне те пай лаптăкĕ уйăрса пани пулчĕ.
- Эпĕ те килĕшетĕп, - терĕ Владимир Храмов.- Совет влаçĕн çулĕсенче тырă пусси вунă пин ытла гектар йышăннă. Кăçал вара 4908 га çеç акма май килчĕ. Вăй çитменрен 5 пин ытла гектарпа усă кураймастпăр.
Николай Лисаев мĕнпурĕ 1003 га çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.
- 145 гектарне - юлашки çулсенче. Мĕн чухлĕ йывăç тухрĕ, мĕн чухлĕ плуг ванчĕ. Плугне вара хамăнах юсамалла, май килмесен - туянмалла. Унччен патшалăх субсидипе пулăшатчĕ, халĕ пăрахрĕ. Çавăнпах пулĕ никамăн та «уçман çеремпе» кĕрешес килмест. Уй-хире те, Сăр хĕрринчи шĕвелсе пыракан ана-çарана та вĕтлĕх пусать. Пурăна-киле çамрăк вăрманах пулать вăл, - тет Николай Иванович.
Хăй вăхăтĕнче сухаланă тата выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрпе тухăçлă усă курассишĕн халех çивĕч ыйту хускатмасан Хĕрлĕ Чутайсен ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăкăн çуррине çухатас хăрушлăх пур. Ĕмĕрĕпех 5 пине яхăн çĕр çинче çеç тырă акса пурăнмалла-ши? Акă, мĕн канăç памасть тата районти паллă фермера. Итлетĕп те Николай Ивановича тарăн шухăшĕнчен тĕлĕнетĕп. «Татăлман ыйту унăн та йăтăнать пулсан ыттисем пирки мĕн каламалли пур», - тесе шухăшлатăп.
Валентин ГРИГОРЬЕВ