Шăпана ÿпкелемелли çук
Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан Александра Океанова «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата мĕн тухма пуçланă кунранпа пĕр сиктерми çырăнса илет, кашни шăматкуна чăтăмсăррăн кĕтет. «Кичем чухне «Чăваш хĕрарăмĕпе» йăпанатăп. Сĕре интереслĕ, нихăш хаçатра çуккине вуласа пĕлме пулать, хĕрарăм шăпипе кун-çулне, çемье пурнăçне аван çутатса паратăр», - терĕ Александра Андреевна урамра курсан.
84 çулти Саня аппа пĕчченех пурăнать. Аслă хĕрĕ Лида Мурманскра, кĕçĕнни Лабытнангире тĕпленнĕ. Шел те, вăталлăххи Арина йывăр чире парăнтарайман, çамрăклах пурнăçран уйрăлса кайса амăшне ĕмĕрлĕхе хуçса хăварнă. «Ман пата яла килсе пурăнасшăнччĕ вăл... Ывăлĕ те хăйĕн пекех. Шупашкарта шăл тухтăрĕнче ĕçлекенскер кукамăшне питĕ юратать, пĕрмай шăнкăравлать, сывлăхпа кăсăкланать, вăхăчĕ сахал пулин те килсе çÿреме май тупать», - чунне уçать Саня аппа.
Ахаль ларма хăнăхман Александра Андреевна картиш тулли хур, чăх-чĕп усрать. Сурăхĕсене нумай пулмасть кăна мишерсене сутса янă. Пĕр вырăнта лара-тăра пĕлменскер тăванĕсене пахчаçимĕç пухса илме, тирпейлеме пулăшать. Пушă вăхăтра çăм арлать, алса-чăлха çыхать.
Ачаллах ĕçе пуçăннăскер çемье çавăричченех «Республикăри сысна чи лайăх пăхакан», «Республикăри чи лайăх пахчаçă» ятсене тивĕçнĕ. Пĕр çыхха тирпейлĕ чиксе хунă Хисеп хучĕсене арчаран кăларчĕ Саня аппа. Чукун çул çинче монтажникре 29 çул тăрăшнă Александра Океанова Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденне те тивĕçнĕ.
«Тĕрĕссипе, Коми Республикине йĕркеллĕ, этем евĕрлĕ пурăнма пĕлменнипе тарăхтарса çитернĕ упăшкаран хăтăлас тесе комсомол путевкипе тухса кайрăм. Чăваш кĕпипе, саппунпа çитнĕскер çине кăшт тĕлĕнерех пăхни халь те асра. Майралла тăхăнса çÿреме укçи-тенки те пулман, маншăн чăваш тумĕ питĕ хаклăччĕ. Çамрăклăхăм чукун çул çинче иртрĕ. Шăпана ÿпкелемелли çук. Çавăнтах телейĕме тупрăм, хамăр тăрăхри Нăрваш Шăхаль çыннипе пĕрлешсе иккĕмĕш хут çемье çавăртăм. Шел те, упăшка аварире вилчĕ, тĕлĕнмелле лайăх çынччĕ», - хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа кăтартрĕ Саня аппа. Малтанхи мăшăрĕ кÿрентернĕ самантсене çулсем иртсен те манаймасть Александра Океанова. 14 çулранпа туслă пулнă Родионпа. Кĕтсе илмесрен шикленсе каччă салтака кайичченех вăрласа кĕнĕ хĕре. Анчах та çартан таврăнсан тин мăшăрланнă унпа. Качча кайичченех ача çуратнăскере ял çынни ăнланать-и вăл вăхăтра? Арăмĕ пур çинчех урăххисене куç хывса тарăхтарнă арçын. Таврара намăс кăтартса çÿрекенскере каçарайман Саня. Икĕ ачаллă çамрăк хĕрарăм нимрен шикленмесĕр ют çĕре тухса кайма пултарнинчен тĕлĕнет те, хĕпĕртет те паян Александра Андреевна. Ăна унта никам кĕтсе тăман пулин те ĕçре ÿркенменскер пурнăçне çĕнĕрен майлаштарса яма пултарнă. Чыс-хисепе хăйĕн тăрăшулăхĕпе чĕрĕлĕхне кура çĕнсе илнĕ вăл.
«Çак çурта ятарласа çывăх çыннăм валли туянтăм. Ватăличченех пурăнчĕ, мана пил парса хăварчĕ. Аннерен хакли çук çĕр çинче, пур чухне упрамалла, юратмалла вĕсене. Вăл кăна кирек хăçан та ăнланать, çунатти айне илсе ăшăтать», - сывпуллашрĕ манпа ăшпиллĕ те ырă чунлă Саня аппа.
Елена ГЛУХОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.