Комментировать

23 Окт, 2015

Алăри тилхепе ан пушантăр

Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ СХПК председателĕ Николай Степанович Андреев ялхуçалăхĕнче "шур сухал" пулнăран-ши /ЧР, РФ ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ 30 çул ытла пĕр лава туртса пырать/, шухăша тÿртен калама хăнăхнă. Тепĕр чухне куншăн, тен, ÿкĕнет те, анчах тÿрĕ çултан пăрăнмасть. Районĕпе суса илекен сĕтĕн çуррийĕ /ытларах та пулать/ кунти ĕне фермисенчен тухать. Налук тÿлес дисциплинăна та çирĕп тытса пырать хуçалăх: районта каллех унпа танлашаканни çук. Мухтанма юратмасть Николай Степанович, анчах хушăран килекен тĕрĕслевçĕсем пуç шăлманнине кура вĕсен сăмси умне сĕтел кĕтессинче выртакан хута тĕкет. Ыйтусемпе аптăратнă хыççăн вĕсенчен пĕрне мана та алла тыттарчĕ. Мускавран çитнĕ хут çине "Аграри секторĕн лидерĕ" тесе çырса хунă. Туса илнĕ продукцие вырнаçтарнă хыççăн илнĕ таса тупăшпа Киров ячĕллĕ хуçалăх кăçал Раççейре 7-мĕш вырăн йышăннă, Чăваш Республикинче - 1-мĕш. Юлашки виçĕ çул çапла пырать.

"Ахăртнех, официаллă статистика кăтартăвĕсене хакласа палăртаççĕ малтисене", - тет кооперативăн экономисчĕ Надежда Ефимова. Кун пирки ятарласа кăсăкланман, вăл ертÿçĕне кирлĕ те мар. Ара, мĕнле ĕçленине хăйсемех аван пĕлеççĕ.

Тепĕр чух килти хуçалăхшăн та В. Зефиров бригадир пек чупмастăн. Арçыннăн тăван предприятишĕн чунĕ ыратать мар-и? Унран ытла вăл тырра вăхăтра тиесе ямасан хуçалăх кĕсйи пушанасса аван ăнланать. Çав кĕсьере унăн шалăвĕ те пур. Председатель пÿлĕмне бригадир тырра машина çине тиеме çын çукки пирки çăхавлама кĕнĕччĕ. Малтанхи ĕçченсенчен пĕри пенсие ăсанма документ пуçтарать-мĕн, тепри, тинтерех тивĕçлĕ канăва кайнăскер, текех тухма килĕшмен. Виççĕмĕшĕ чирленĕ. Килрен киле çÿресе аран çын тупнă.

"Пирĕн хуçалăхра çапла пулсан ыттисенче лару-тăру мĕнлине аван чухламалла", - тет ман енне куç ывăтса Николай Степанович. "Сирĕнпе эпĕ кооператив экономистне калаçтаратăп, хам сăмах чĕнместĕп", - тенĕччĕ те маларах - чăтаймарĕ курăнать.

Пултаруллă ĕçлекене, ытларах чĕртавар хатĕрлеме тăрăшакана хавхалантармалла пек. Киров ячĕллĕ СХПК çавна кĕтсе, шанса сĕт, аш нумайрах туса илес тет. Тĕллеве пурнăçлама кунта çирĕп йĕрке хуçаланать. "Пирĕн ĕç кăтартăвĕ чи малтан председательтен килет. Кирлĕ чух - вăрçать те, мухтать те. Алăри тилхепене питĕ пĕлсе тытать", - палăртать самай çамрăк хĕрарăм экономист. Николай Степанович вара шахмат вăййинчи пек тăваткалри пĕлтерĕшлĕ фигурăна коллективпа улăштарма васкать. Чăн та, ăçта пур ун пекки! Хуçалăхри специалистсенчен 15-ĕшĕ - аслă пĕлÿллĕ, 27-шĕ ятарлă вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ. Питĕ кăткăс вăл - хальхи вăхăтра çамрăксене çĕр ĕçне явăçтарасси. Малашлăха пăхса кадрсем хатĕрлеççĕ кунта. Вĕрентеççĕ, ăс параççĕ, хăйсем хыççăн та хуçалăх пурăнтăр теççĕ.

Çакна шута илсех вырăнта çĕр сахалран çывăхри "Сормовский", "Пинер" ялхуçалăх предприятийĕсен лаптăкĕсем çинче выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Таврари çĕре усăсăр вырттармаççĕ. Кăçалхи çанталăк чăрмантарчĕ пулсан та выльăх апатне пĕтĕмĕшле илсен пĕлтĕрхинчен сахал хатĕрлемен, хĕл каçма çитет. Апла мĕн пуррине, çав шутра тырри-пуллине те, выльăх ?4 ферма% витĕр кăларакан хуçалăх яланхиллех сĕтлĕ, ашлă пулĕ. Тата тупăшлă теес килет. Анчах ăна тума мĕн витĕр тухма тивнине ăнланатăн та чĕлхене çыртатăн.

 

Хулапа яла çывхартмалла

Николай Степанович чун кÿтсе килсен сăмаха ытахальтен каламасть. 4-5 е 40-50 ĕне усракан фермер "çанталăка" ăшăтаймасть. Кооператив ферминче сăвакан ĕне кăна 500 пуç ытла. Кĕтĕве çĕнетсех тăнăран сăвăм та пысăк. Çакна кура пысăк хуçалăхсене çăмăллăхпа ытларах пулăшмалла та... "Анчах нумайрах продукци туса илнин усси сахал. Тĕслĕхрен, ĕç укçи фондĕнчи суммăран 42 процент налуксем тÿлеме каять. Унсăр пуçне мĕн чухлĕ тÿлев!" - пăшăрханăвне пытармасть председатель.

Ыратакан ура çине пуснăн калаçăва ыраш хакĕ çине куçарчĕ. Кĕрхисене акма Апат-çимĕç фондĕнчен маларах удобрени илнĕ, каярах тырăпа тÿлесе татăлмалла калаçнă. Тăкакланса ÿстернĕ ыраша ?алласа типĕтнĕскере% камăн 2 тенкĕпе сутас килтĕр? Хресчене пулăшма йĕркеленĕ ведомствăпа ирĕксĕрех тавлашăва кĕме тивет.

Районта уçман çеремлĕ çĕр сахал мар. Вĕсене пусă çаврăнăшне кĕртмелле, çулсем те тумалла. Нумай укçа тăкакланать. Çав хушăра тăрăшса ĕçлекен хуçалăхсем çинчен те манмалла мар та... Ара, Киров ячĕллĕ СХПК ĕçченсене ăçтан кăна турттармасть. Тахçан тунă çулсем арканнă. Киввине юсас е çĕнни сарас ыйтăва ертÿçĕ район шайĕнчи пухусенче пĕрре мар çĕкленĕ, анчах лав тапранмасть.

Тупăшлă ĕçлессишĕн çĕнĕ фермăсем тăвасси ?пĕлтĕр пĕрне хута янă% пăрлă çулпа чупнă майлах, туххăмрах шуса ÿкме, ура хуçма пултаратăн.

 

"Ыранхи кунра шанăç çук. Эпир хатĕрлекен чĕртавар - сĕт - хакĕ мĕнле пуласса пĕлменрен чăнах çапла тăватпăр тесе планлаймастпăр. Сĕтшĕн паракан субсидие 2-3 уйăх илейменни те пулать. Ăна вара плана кĕртнĕ. Унтах - ĕçлекенĕн шалăвĕ те. Пĕр алăпа туртса илнине патшалăх тавăрса парать, анчах каллех унăн пĕр пайне кăна. Аталанма май сахал", - калаçăва хутшăнать хуçалăх экономисчĕ.

Мĕнлерех пулĕ малашлăх çулĕ? "Лару-тăрăва улăштармасан тепĕр 10 çултан ялта ĕçлекен юлмĕ. Хулапа яла пĕр-пĕрин патне çывхартма вăхăт, вĕсене пĕрлештерсен аван. Ĕлĕк фабрикăсемпе заводсем хуçалăхсене пулăшатчĕç. Çавна тавăрмалла, идеологине улăштармалла", - тет Николай Степанович.

Паян вăл ертсе пыракан хуçалăх ĕç çыннисене çывăхри тата инçетри ялсенчен пуçтарса турттарать. Унсăрăн производствăна тытса пыма май çук. Атнаш хула çывăхĕнче вырнаçни те витĕм кÿрет пулĕ. Çапах калаçу вĕçленеспе пулин те Надежда Ефимова çунатлă шанăç паракан тĕслĕхе асаилме манмарĕ. Унăн шухăшĕпе юлашки вăхăтра çынсем хуларан яла таврăнни сисĕнет. Пĕри Ушанартан кооператива ĕçе хăйĕн машинипе çÿреме тытăннă. Шăхальтен икĕ слесарь вырнаçнă. Ара, Николай Иванов КамАЗ водителĕ пек тăрăшсан, пуçаруллă пулсан ĕççире уйăхсерен 20-30 пин тенкĕ илсен мĕншĕн таçти инçете тухса каймалла?

Ирина НИКИТИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.