Комментировать

23 Окт, 2015

Калюков шайккине епле тытса чарнă?

Çак ыйту халичченех кăсăклă

1920 çулсенче Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Вăрнар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Тутарстанри Пăва районĕсенче вăрă-хурах иртĕхнĕ. Эшкере лаша вăрланăшăн тĕрмере кирпĕч шутланă Антон Калюковпа Василий Минин ертсе çÿренĕ.

- Милици бандăна кĕске хушăра тытса тĕрмене хупайман, - паллаштарчĕ вĕсен уголовлă ĕçне шĕкĕлченĕ Герман Ксенофонтов таврапĕлÿçĕ. - Мĕншĕн тесен ушкăн пурлăха çаратнă е туртса илнĕ те хăвăртрах ялтан тухса кайнă. Ăçта çитнине чылай чухне милици те пĕлмен. Хăйсен йĕрне хура ĕç тунă хыççăнах çухатнине учĕсем хăвăрт çÿренипе, паньчăт ăсталăхĕ пысăккипе, хурахсене милици ăçталла çул тытнине хăшпĕрисем çийĕнчех систернипе ăнлантармалла.

Вĕрен вăрăм пулин те вĕçĕ пурах. Йĕрке хуралçисем малтан Минина тытса чарнă. Чăваш АССР Тĕп сучĕ 1927 çулхи октябрьте Минин тата ăна пĕр хушă пытарса усранă И.Ионов, Т.Алексеев, Ф.Семенов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхнă. Минина персе вĕлерме, пĕтĕм пурлăхне туртса илме, Ионовпа Алексеева - 8, Семенова 5 çула ирĕклĕх прависĕр хăварма йышăннă. Тата 6 арçынпа 5 хĕрарăм Октябрь революцийĕ 10 çул тултарнă май амнистие лекнĕ.

Эшкер пуçĕсене темиçе çул иртсен кăна тытса кутускана хупнă. Суд процесĕ 1928 çулхи мартăн 15-27-мĕшĕсенче Шупашкарта иртнĕ. Тĕп суд çуртĕнче /ăна милицин урхамахлă отрячĕ хуралланă/ куллен лару пынă, вăл çурçĕр иртичченех тăсăлнă. Ирех залра çынсем лăк тулли пуçтарăннă. Ларăва «Канаш» хаçатра /халĕ - «Хыпар»/ Хумма Çеменĕ çыравçă тата кăларăмăн общество корреспонденчĕ А.Етмен çутатнă. Куллен ларăва суд председателĕ Александр Малин ирттернĕ. Халăх ячĕпе тÿрене канаш паракансем - Гурьевпа Комиссаров, вăрăсене общество енчен айăплаканни Карпов пулнă. Суд тенкелĕ çине лартнă 23 çынна Шевле, Максимов, Яковлев, Шорин, Мошчереков, Грибков хÿтĕленĕ. Чăваш АССР прокурорĕн пулăшуçи Константин Лебедев паньчăтсене патшалăх енчен çирĕпрех айăплассишĕн тăрăшнă.

Вăрă-хурах тĕрлĕ преступлени туса 132 çынна хĕн кăтартнă. Ларăва 139 кÿнтелене чĕнтернĕ. Суд тенкелĕ çине лартнă пĕр хĕрарăмăн чĕрçи çинче пĕчĕк ача пулнă, ăна вăл хушăран сиктеркеленĕ, юнашарти икĕ ватă хĕрарăм хăйсем миçе çултине те калайман.

Çынсем суд çуртне кĕрсен сĕтелсем çинче хĕç-пăшал асăрханă. Милици вĕсене Калюков хурахĕсене арестленĕ чухне туртса илнĕ. Виçĕ сĕтел çинче патронсем, пушă гильзăсем, тирсем, çăраççи, паха тумтир вуншар выртнă.

Эшкер чăваша, тутара, вырăса пĕрлештернĕ. Пурте Чăваш АССРĕнчен. Залра Вăрнар районĕнчи Утар ялĕнче çуралса ÿснĕ Калюков хăй пулман. Вăл вилĕмне 1927 çулхи октябрĕн 22-мĕшĕнче тупнă. 1897 çулта çуралнă, шкулта нумай вĕренмен, авланнă, икĕ ачаллă. 1915-1917 çулсенче - патша çарĕнче, 1917-1922 çç. Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. Лаша вăрланăшăн ăна пĕрремĕш хут 1925 çулхи февральте 6 çула тĕрмене хупма йышăннă. Унтан тарнă. Етĕрне тĕрминче каллех йĕп пек çĕтнĕ. Пĕр ăстрăм Çĕпĕрте çÿренĕ. Чăваша таврăнсан шульăксене пуçтарнă.

Вĕсене явап тыттарассишĕн милици нумай тăрăшнă. 1926 çулхи августра В.Мининпа М.Филиппова танатана лектернĕ. Çапах та тÿрех пăшалĕсенчен пенĕ пирки тарса хăтăлнă. Уголовлă шырав сотрудникĕсен патронĕсем пуç çийĕпе шăхăрса иртнĕ çеç.

Сентябрьте Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ваçкаçырми ялне пынă Минина хуптĕрленĕ. Анчах вăл йĕрке хуралçисене винтовкăран темиçе хутчен пенĕ, пĕрне амантса тĕттĕмре пытаннă.

Паньчăтсене октябрьте Йĕпреç районĕнчи Вăтаелте хÿтернĕ. Çамрăк хĕрарăм Минина вилĕмрен çăлассишĕн милиционерсенчен алă ачипе хупăрланă, сотрудниксем пепкене амантнă, паньчăт чÿречерен сиксе куçран çухалнă. Çав уйăхрах Калюковпа Минин Элĕк районне çитнĕ, С.Ефимов патне кĕнĕ. Вĕсемпе ял çыннисем Н.Ивановпа А.Анисимов кăсăкланнă. Лешсем тарса пытаннă, револьверĕсенчен пенĕ: Анисимова - пуçĕнчен, Иванова хырăмĕнчен сусăрлатнă.

Калюкова арестлеме Çĕмĕрле милицийĕн ертÿçине В.Варламова хушнă. Вăл 1894 çулта Вăрнар районĕнчи Мăн Хирлепре çуралнă, 1914-1918 çулсенче карап матросĕ пулнă. Каярахпа пĕр хушă Петроградра Совет влаçне хÿтĕленĕ, Хĕвелтухăç фронтĕнче Колчак çарĕпе çапăçма хутшăннă.

Варламов малтан Калюков арăмĕн шăллĕпе П.Ефремовпа вăрттăн тĕл пулнă. Павăл йыснăшĕн пÿртне пăхса тăнă, ял-йыша сăтăр кÿнĕшĕн ăна юратман. Путсĕр каскăна милицие тыттарма килĕшнĕ. Калюков Утара хăçан килессине ыйтса пĕлнĕ те Варламова евитленĕ.

Милици отрячĕ 1927 çулхи ок­тябрĕн 21-мĕшĕнче яла каç пуличчен çитсе хурахсене кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Варламовпа юлташĕ - кăмака хыçĕнче, ыттисем тулта вырнаçса тăнă. Лешсем çĕр каçма çитнĕ, Ефремов йыснăшне тараватлăн кĕтсе илнĕ. Апла пулин те Калюков унăн чĕлхи тытăннине туйнă, кĕсйи тăртаннине асăрханă: револьвер!

- Халех урайне пăрах! - кăшкăрнă Калюков наганĕпе тĕллесе, лешĕ кĕсйинчен кăлариччен темиçе хутчен пенĕ - Ефремов урайне тĕшĕрĕлсе аннă. Вăрăсем алăк патне тапса сикнĕ, хыçалта - Калюков. Кăмака хыçĕнчи милиционерсем вирхĕнсе тухнă та револьверĕсенчен пенĕ - пульăсем Калюкова çурăмĕнчен пăт-пат шăтарса кĕнĕ, вăл ÿкнĕ. Унăн тусĕсене те картишĕнче вут-çулăмпа кĕтсе илнĕ. Çапах та пĕрне те лектереймен.

Калюкова урапапа милицин Вăрнарти пайне илсе çитернĕ. Йывăр аманнăскер темиçе сехетрен вилнĕ. Вăхăтлăха ăна çын курман çĕре чавса чикнĕ. Темиçе кунран масарта пытарма тесе шăтăкне алтаççĕ те - виле çук! Тусĕсем кăларса илсе кайма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Калюков пурнăçран уйрăлсан хурахсен йышĕ пĕчĕкленет. Кăшт маларах, 1927 çулхи августăн 25-мĕшĕнче, хурахсенчен пĕри Н.Краснов милици ĕçченĕсемпе Комсомольски районĕнчи Урмаелте юлашки пульлине кăларса яричченех çапăçнă. Револьверне пăрахса тарнăскере лешсем хăваласа тытнă. С.Хуснутдиновпа А.Кутянова - Канашра, П.Иванова - Красноармейски районĕнчи Дворикре, М.Смирнова - Вăрнар районĕнчи Çăкаллă Явăшра, ытти паньчăта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче арестленĕ.

Судья умне тăнă Петр Иванов выртмари ачасене хăратса Тăвай районĕнчи Тăрмăшран 4 лаша вăрласа кайнине йышăннă.

Минин Çĕрпÿ районĕнчи Шăхаль Тĕрерте çуралнă. Тăватă лаша вăрланăшăн маларах 4 çула тĕрмене лекнĕ. Унтан тарнă. Ларура 1924 çулхи январьте Шупашкар районĕнчи Заовражное ялĕнче - 3, çав çулхи августра Муркаш районĕнчи Хыркассинче - 1 лаша, 1926 çулхи мартра Канаш районĕнчи Ушанарта ĕне вăрланине тунман. Çав уйăхрах Вăрнар районĕнчи Хирпуçра тырă, ытти пурлăх çаратнă, 8 çурта вут хыптарнă. Мария Давыдова пурнăçне ачисен умĕнчех татнă.

Прокурор: «С.Хуснутдинов Комсомольски районĕнчи «Трактор» кооператив лашисене хăваласа, пурлăх тиесе кайма хутшăннă», - тенине хирĕç вăрă нимех те калайман. Çав районти Юнтапаран икĕ лаша хăваласа тухни çинчен каласа кăтартнă. Кил хуçи пăшалне паньчăтсене парса яман. Хуснутдинов ăна хырăмĕнчен аптрипе яшлаттарнине, тепĕр ялта хуçисенчен икĕ урхамах туртса илнине пытарман.

Урмаелти 17 çулти Н.Курносов хĕрсене килĕшнĕ: вăйлă, премĕк-канихветпе хăналанă, тельняшкăпа çÿренĕ. Анчах çутă та хаваслă сăн-питлĕскер пĕтĕм преступление тума хутшăннă. Уйрăммăн илсен çынсене вĕлернĕ, çурт-йĕре вут чĕртсе çунтарнă. Калюков хушнине пурнăçласа хăш ялта урхамах усранине ыйтса пĕлнĕ. Пĕр ялтан харăсах иккĕ хăваласа тухнине, çынсенчен тупра туртса илнине йышăннă.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Ваç­каçырминчи Михаил Смирнов пĕррехинче Калюков хăйĕнчен 4 пин тенкĕ тăпăлтарнине каласа кăтартнă - çапла судьяна юрама тăрăшнă. «Калюкова милицие тыттарас тĕллевпе киле хăнана чĕнтĕм», - тенĕ. Çапах Смирнов явап тытассинчен пăрăнайман.

Çав ялти Федор Мокушкин, маларах лаша вăрланăшăн 4 çула тĕрмене ăсаннăскер, таврăнсан темиçе преступлени тунă.

Шемшутдин Серазитдинов та лаша вăрланăшăн 1928 çулччен 4 çул тĕрмере ларнă. Калюков эшкерĕ Курносовсен пÿртне кĕрсе кайнине вăл милицие пĕлтернĕ. Вулăсран яла отряд çитессе те Калюкова Серазитдинов систернĕ. Хурахсем ăна кĕтсе илме хатĕрленнĕ.

Калюков Çĕрпÿ районĕнчи Тулпайкассине килсен Петр Лыков ялти пуянсем çине тĕллесе кăтартнă. Унăн револьвер, ытти хĕç-пăшал пулнă.

Василий Кудрявцевпа Калюков - Утартан. Эшкер ертÿçи вăрланă пурлăхăн пĕр пайне унăн килĕнче упранă. Калюков авланнă пулин те Кудрявцев хĕрачипе арлă-арăмлă пурăннă.

Ларура милици ĕçченĕ Анатолий Петров Урмаелте хăйне Хуснутдиновпа Курносов асаплантарни çинчен каласа кăтартнă.

1926 çулхи июльте Калюковпа Минин хăйсене уголовлă шырав сотрудникĕсем тесе Çĕнĕ Мами вулăсĕнчи Смирновран укçа тăпăлтарнă, ăна вăрманта çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Канаш районĕнчи Малтикас Шĕкĕрти Захаров пурлăхне /1000 яхăн тенкĕлĕх/ тиесе кайнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чурашри ялхуçалăх кооперативĕн сейфне çĕмĕрсе пĕрремĕш хут - 700, иккĕмĕшĕнче 1400 тенкĕ кĕсьене чикнĕ. Председательне хĕненĕ. Туçа вулăсĕнчи Румянцев арманĕнчен 1000 тенкĕлĕх апат-çимĕç, тумтир, ĕç хатĕрĕ вăрланă. 1927 çулта Етĕрне районĕнчи Йÿçпанри А.Андреевăна пăшалтан пенĕ. Кăташри В.Нарышкин лашине туртса илнĕ, Патăрьел районĕнчи Еншик чиркĕвĕнчен 230 тенкĕлĕх япаласем илсе тухнă, Спиридоновăн Ункă юханшывĕ çинчи арман чулне çавăрттарнă лашине çавăтса кайнă. Çав çулхи июньте Вăрнар районĕнчи Çавалкасри Лукин арманçăпа Кивĕ Мĕлĕшри Юлмасов урхамахĕсене вăрланă. Тутарстанри Пăва районĕнчи Страто ялĕнчи Трошинсене хĕненĕ, килти япалисене пĕрле илнĕ.

Пĕтĕмлетсе çапла каламалла: çынсене шар нумай кăтартнă. 1927 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Патăрьел уесĕн милицийĕн сотрудникĕсем Борис Александров /Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнче çуралнă/, Петр Орлов /Комсомольски районĕ, Чăваш Элпуçĕ/, Иван Севастьянов /çав районти Анат Тимĕрчкасси/ Калюков бандине тытса чарма Урмаелне çитнĕ. Укăлчаран кĕрсенех пытанса ларнă паньчăтсем пăшал-пистолетран пеме тытăннă. Александров чĕри Серазитдинов картишĕнче тапма чарăннă. Орлов ялтан тухса Аслă Каçал еннелле тарнă. Ăна Курносов хăваласа çитсе хĕççине туртса илнĕ, пуçне касса татнă. Вăрă-хурахпа çапăçса пуç хунă милиционерсене пĕр шăтăка пытарнă. Севастьянов /1987 çулта вилнĕ/ тарса хăтăлнă.

- Банда 100 яхăн преступлени тунă, - тĕпчеве пĕтĕмлетрĕ Герман Николаевич. - Эшкер айăпсăр 7 çынна вĕлернĕ, 15-шне вĕлерессипе хăратнă, 19-шне хĕнесе асаплантарнă, нумай лашапа пурлăх вăрланă, 12 çурт-йĕре вут хыптарса çунтарнă. Çак преступленисемшĕн суд Хуснутдинова, Мокушкина, Кутянова, Иванова, Серазитдинова, Смирнова персе вĕлерме, Курносова, Ясакова, Лыкова, Кудрявцева, Кулькеева, Счетчиковăна, Хусаиновăна, Тяпинăна 10 çула ирĕклĕх прависĕр хăварма тата 5 преступнике 2-5 çула тĕрмене хупма йышăннă.

Юрий МИХАЙЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.