Комментировать

22 Окт, 2015

Вĕлтренрен - паха удобрени

Вĕлтренрен паха удобрени хатĕрлеме пулать. Çак ĕç питĕ ансат.

Вĕлтрене тунипех пуç­тар­малла та турамалла, витрене тултармалла, ăшă шыв ямалла /пĕр пай вĕлтрен, пĕр пай шыв пулать/. Витрене хĕвел ÿкекен çĕре лартмалла. Вăхăтран вăхăта пăтратмалла. 12-14 кунран витрери шыв симĕсленет, кăпăкланма пăрахать. Пулчĕ те.

Çăра удобрени хатĕр. Пĕр литр симĕс шĕвеке 10 литр шыв хушса усă курмалла.

Вĕлтрен шывĕнче тĕрлĕ микроэлемент пур: кали, кальци, магни, азот, фосфор. Йăлтах çутçанталăк пани, çавăнпа ÿсен-тăрана ним чухлĕ те сиенлемест вĕлтрен шывĕ.

Удобрени пахчаçимĕçе çирĕплетет, ÿсме пулăшать. Унпа çулла 3-4 хутчен шăварма юрать.

Хăяршăн, ыхрашăн, помидоршăн, суханшăн уйрăмах усăллă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.