Комментировать

22 Окт, 2015

Чăваш Наци Конгресс Президенчĕ Николай УГАСЛОВ: «Артист та, летчик та пулаймарăм...»

Эпĕ шкула кайичченех пилĕк çултах чăваш çырăвĕн сас паллисене пĕлнĕ, çавăнпа та вĕренмелли кĕнекери, букварьти сăмахсене аванах сыпăнтарса вулаттăм. Çырма та пултараттăм. Çаксене тума пултарнăранах тата шутлама пĕлнине пулах ĕнтĕ хăçан шкула, пĕрремĕш класа кайăп-ши тесе ялан шухăшласа çÿреттĕм.

Мĕн пĕчĕкренех ир тăма хăнăхнă. Картишĕнчен выльăх-чĕрлĕхе хăваласа кăлараттăмччĕ те кĕтĕве çитиех ăсататтăмччĕ.

Пĕрремĕш класа кайнине лайăх астăватăп. Вăл кун ирех тăтăм. Çăвăнса тасалнă хыççăн вĕр çĕнĕ резина атă тата çĕнĕ шăлавар тăхăнтăм та пир сумка çакса шкула парта йышăнма вĕçтертĕм. Пирĕн енре вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шкула кайса парта йышăнас йăла пурччĕ. Кун пирки аслисем малтанах каласа хунăччĕ. Манăн малти партăра ларас килнĕ ĕнтĕ.

Çанталăкĕ шăрăх. Çуталса тăракан резина атта пула ура тарларĕ. Шкула çитрĕм. Никам та çук. Шкул картишĕн алăкне çăрапах питĕрнĕ. Эпĕ нумай шухăшласа тăмарăм, карта урлa вăр-вар каçма тытăнтăм. Йĕркеллех каçаймарăм. Малтан шăлавара пăтаран çаклатса çуртăм, кайран атта шăтартăм. Ăна-кăна пăхмарăм, шкул алăкĕ патне пĕрремĕш пырса тăтăм. Ачасем пухăнсан алăкне уçрĕç. Эпĕ класа кĕрсе малти ретри парта хушшине лартăм. Ман хыççăн ачасем пурте кĕрсе вырнаçрĕç. Кĕçех учительница кĕчĕ. Вăл хăйĕнпе паллаштарнă хыççăн ман пата пычĕ те: «Коля, эсĕ ыттисенчен кăшт пысăкрах, хыçалти партăна кайса лар-ха», - терĕ. Эпĕ, аслисем каланине итлеме хăнăхнăскер, кăмăлсăр пултăм пулин те учительница тĕллесе кăтартнă вырăна уттартăм.

Çак кунран пуçласа пĕр сиктермесĕр шкула çÿреме тытăнтăм.

Эпĕ пĕрремĕш класранах лайăх вĕренсе пытăм. Пур предмета та юратнă. Чистописани предметне йывăртараххăн алла илеттĕм. Вараласа çырнăран малтан «3» паллă çаклатни те пулнăччĕ. Виççĕ-тăваттăмĕш классенчен пуçласа вара «5» паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Киле панă ĕçсене эпĕ килте туман. Уншăн анне питĕ кулянатчĕ. «Ку ачаран кам пулĕ-ши?» - тенĕн туйăнатчĕ.

Пĕррехинче, 4-5-мĕш классенче пулас, шкултан килтĕм те анне сĕтел хушшинче йĕрсе ларнине курах кайрăм. «Мĕн пулчĕ вара?» - тесе ыйтрăм. «Шкулта ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ пулчĕ. Сана лайăх вĕреннĕшĕн мухтарĕç, çавăнпа савăннипе йĕретĕп», - терĕ.

Эпĕ аннене çурăмĕнчен лăпкаса лăп-лантартăм.

Нихăçан та асран тухайми вĕрентекен - Александра Федоровна Шихранова. Вăл пуçламăш класс учительници. Чăвашчĕ. Лăпкă та кăмăллă калаçни чуна çывăхчĕ. Пуçламăш классенче вулама, çырма тата шутлама хăнăхтарнăран Александра Федоровнăна ырăпа кăна аса илетĕп.

Чăваш чĕлхине питĕ юрататтăм. Виççĕмĕш класра сăвăсем çыраттăм. Вĕсене эпĕ алвĕççĕн кăларакан «Утăм» ятлă кĕнекене çыра-çыра хураттăм. Вăтам классенче вĕреннĕ чухне математика, аслă классенче физикăпа химие килĕштерме пуçларăм. Вĕсене лайăх пĕлнĕренех районта иртекен предмет олимпиадисене тăтăш хутшăнаттăм. Пĕрремĕш вырăнсем йышăнни те пулнă.

Тантăшсенчен чи çывăх тус манран пĕр çул аслăрах Геннадий Леонидович Яруковчĕ. Эпĕ те аттесĕр, вăл та ашшĕсĕр çитĕнеттĕмĕрччĕ. Манăн атте эпĕ икĕ çулта чухне çĕре кĕчĕ.

Пĕррехинче пирĕн яла артистсем килчĕç. Питĕ чаплă концерт лартса пачĕç. Вĕсене курсан манăн артист пулас шухăш çуралчĕ. Каярах шкулта вĕреннĕ чухне летчик та пулас килчĕ. Артист та, летчик та пулаймарăм, строитель пултăм.

Ку çапла тейĕпĕр. Эпĕ мĕн пĕчĕкрен платник ĕçне кăмăллаттăм. Сава, пуртă, пăчкă тытма, вĕсемпе ĕçлеме пĕлеттĕм. 4-5-мĕш классенче чухнех платниксемпе пĕрле пÿрт-çурт тунă çĕре хутшăнаттăм. Алăстисем мана каскалама, чутлама пĕлнине кура юрататчĕç. Час-часах мухтаса та илетчĕç.

Пĕр çулхине платниксем кÿршĕре йывăçран çĕнĕ пÿрт туса лартрĕç. Эпĕ те вĕсемпе пĕрле май килнĕ таран çурт-йĕр çавăрас ĕçре вăй хутăм. Çурт тăррине тытса тăракан каштана вĕсем ытлашши хулăн тунине курсан эпĕ платниксене: "Ку хулăн струпилтен иккĕ тума пулать ", - терĕм. Çапла сĕнсе каланă хыççăн вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхрĕç те темĕн калаçса илчĕç. Манăн сăмахсемпе килĕшрĕç. Чăнах та, хулăн струпила тăршшĕпе çурмаран çурса иккĕ кăларчĕç. Платниксем мана, шăпăрлана, итлени ун чухне çав тери савăнтарнăччĕ.

Тепрехинче кÿршĕсем сарай туса лартрĕç. Эпĕ, улттăмĕш класс вĕренсе пĕтернĕскер кăна, вĕсен çав çĕнĕ хуралтине кая-кая пăхса хамăр валли вутă сарайĕ туса лартрăм. Çапах та анне темшĕн: «Стройка ĕçĕпе ан аппалан, пулмасть санран», - тетчĕ. Ку сăмахсене вăл кил-çурт тавраш çĕклес, хуралтă лартас ĕç йывăр пулнине кура мана хĕрхенсе каланă ĕнтĕ.

Ача чухнех манра çурт-йĕр ĕçне перекетлĕ майпа тума, çав тĕллевпе çĕнĕлĕх кÿме пултаракан пултарулăх пуррине эпĕ çитĕнсен питĕ лайăх ăнланса илтĕм. Рационализатор текенни ман чунра шкул ачи чухнех пулнă иккен.

Çурт-йĕр ĕçне килĕштернине пулах ĕнтĕ паянхи кун «ТУС» строительство фирмин ертÿçинче вăй хуратăп.

Эпĕ хамăн вĕрентекенсемпе паян та мухтанатăп. Манăн чĕрере тарăн йĕр хăварнăскерсене тавах!

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.