Комментировать

6 Мар, 2014

Пĕлтĕрхинчен кая мар

Ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа, Вăрнар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центрăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе тата кăçалхи тĕллевсемпе асăннă тытăм ертÿçи Римма Валерьяновна Евсеева паллаштарать.

Программăсем пулăшнипе

2013 çулта ĕç халăха ĕçпе тивĕçтерес тытăма республика тата район экономикин ÿсĕмĕн динамики ырă витĕм кÿчĕ.

Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва лайăхлатмашкăн Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă, темиçе пайран - 2011-2013 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтермелли ведомство тата Чăваш Республикинче 2013-2015 çулсенче ĕçсĕр инвалидсене, сусăр ачаллă ашшĕ-амăшне, нумай ача çитĕнтерекенсене пулăшмалли республикăн тĕллевлĕ программисенчен - тăракан «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программин мероприятийĕсене тухăçлă пурнăçлани чылай пулăшрĕ.

2013 çулта районта вĕсене ирттермешкĕн мĕн пур çăл куçран 16880 пин тенкĕ тăкакланă, çав шутра республика бюджетĕнчен - 9485 пин е 56,2 процент /ĕçсĕрлĕх пособине тÿлемешкĕн кăна - 7395 пин тенкĕ/.

Иртнĕ çулта вĕсемпе килĕшÿллĕн ирттернĕ мероприятисене 1495 çын хутшăннă, 1490-шĕ - ведомствăн, 5-шĕ - республикăн тĕллевлĕ программисене.

Пĕлтĕр тивĕçлĕ вырăн шыраса служба центрне 1138 çын пынă, çавсенчен 1001-шне /88 процент/ ĕçлĕ тунă /2012 çулта - 87,3 процент/.

Пулăшу кĕтекенсен 34,1 проценчĕ - хăйсен ирĕкĕпе тата икĕ енлĕ килĕшÿпе организацирен тухса кайнисем, 35,8-шĕ - вĕренÿрен пушă тапхăрта ĕçлес кăмăллă 14-18 çулсенчи çамрăксем, 5,2-шĕ - организацие хупнипе е штата пĕчĕклетнипе кăларса янисем, 3,0-шĕ - шкултан тата професси пĕлĕвĕн тĕрлĕ шайри заведенийĕнчен вĕренсе тухса ĕçе тытăнманнисем, 9,6-шĕ - социаллă хÿтлĕх кĕтекенсем /нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕ, сусăрсем, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракансем, тĕрмерен тухнисем, çар службинчен таврăннисем тата вĕсен çемйисен членĕсем/, 12,3-шĕ - граждансен ытти категорийĕ.

Ведомствăн тĕллевлĕ программине пурнăçласа пĕлтĕр 1001 çынна вырнаçтарнă, ку енĕпе плана 100 процент пурнăçланă. Унăн уйрăм пайĕсен мероприятийĕсене илес тĕк общество ĕçне - 179 çынна, 14-18 çулсенчи 406 çамрăка, хÿтлĕхсĕр 12 ĕçсĕр гражданина янă, професси вĕренĕвне 89-ăн кайнă, 753-ĕн професси ориентацийĕ енĕпе пулăшу илнĕ.

Çапла вара Вăрнар районĕнче официаллă майпа шута илнĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ иртнĕ çулта 157-рен 146-та çити е 7,1 процент чакнă. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти халăх йышĕпе шайлаштарсан 0,73 процентпа танлашнă /республикăн вăтам кăтартăвĕ - 0,73/.

Предприяти-организацире рабочи профессийĕсемлĕ специалистсем çитменни çулталăкĕпех палăрнă. Асăннă тапхăрта ваканси банкне ĕçпе тивĕçтерекенсем 1433 вырăн /служащисен должноçĕсем/ пурри çинчен пĕлтернĕ, ку кăтарту виçĕм çулхинчен 5,3 процент нумайрах.

Рынокри кăткăслăх - пĕр ваканси пуçне служба органĕнче учетра тăракан ĕçсĕр граждансен хисепĕ - 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 0,7 единицăран 2014 çул пуçламăшĕнче 0,6 таран пĕчĕкленнĕ.

 

Сусăрсем валли - ятарлă вырăн

Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕ квотăласси çинчен» саккунне пурнăçлассине контрольлесси те служба центрĕн тивĕçĕ шутланать. Çапла вара ĕçпе тивĕçтерекенсемпе тытакан çыхăнăва çирĕплетессине коллектив тивĕçлипе хаклать.

Пĕлтĕр районта квотăпа килĕшÿллĕн 34 организацин инвалидсене йышăнмалла пулнă. Статистика органĕсен кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх 100 çынран ытларах йышлă организаци Вăрнар тăрăхĕнче - 10, 35-100 çынлисем - 24.

2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен 41 сусăра йышăнмалла пулнă. Çичĕ организаци квотăна туллин пурнăçланă, тăваттăшĕ /«СОМ» завод, «Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ», Калининăри райпо, почтамт/ - пĕр пайне, 13 организаци /Калининăри ятарлă интернат шкулта, район администрацийĕнче, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкулсенче, эпидемиологи тата гигиена центрĕнче, «Вурнарыдорстрой», «Александр», «Татьяна», «Интех», «Вăрнарти аш-какай комбиначĕн суту-илÿ çурчĕ», «Теплокомфорт», «Мила» ОООсенче, «Юнтапа» ЯХПК-ра/ вĕсем валли вырăн хатĕрлемен.

2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне центрта 6 инвалида ĕçсĕр тесе шута илнĕ. Пĕлтĕр вырăн шыраса вĕсем 30-ăн пынă. Çапла вара ку çул пуçламăшĕнче регистрацире 12-ĕн тăнă. 2013 çулта 29 сусăра ĕç тупса панă, 2012 çулта - 26-шне. 2 инвалида - ял тăрăхне тата мунчапа прачка комплексне, 5-шне ĕç тупмашкăн уйрăмах йывăр граждансене вырнаçтарас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ килĕшÿ тăрăх йĕркеленĕ çĕре илнĕ, 5-шне «уйрăм сыхлавçă» специальноçа вĕренме янă, 3-шне организацисенче йĕркеленĕ ятарлă вырăнсене йышăннă.

Сусăрсем валли ятарласа йĕркеленĕ вырăнсенче 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 9 инвалид ĕçленĕ. Пĕлтĕр унашкаллисене иккĕ хатĕрленĕ. Пĕр вырăна кирлĕ оборудовани туянмашкăн, лартмашкăн ĕçпе тивĕçтерекен тăкакланнăшăн 67,0 пин тенкĕ саплаштарнă.

Республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн кăçал тата 3 инвалида ĕçлĕ тумалла. Хальхи вăхăтра вĕсене ятарлă вырăнсене реабилитацин харпăр хăй программи тăрăх хатĕрлеççĕ, кандидатсене суйлаççĕ. Пĕр вырăна майлаштармашкăн уйăракан сумма кăçал 69,5 пин тенкĕпе танлашать.

Служба центрĕн, район администрацийĕн сайчĕсенче, район хаçатĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе паракан çăмăллăх пирки тăтăшах хыпарлаççĕ.

 

Тĕллевсем чăннипех пысăк

2014 çулта районти ĕçлев тытăмĕнчи полномочисене пурнăçламашкăн 16693 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă, çав шутра Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» программа мероприятийĕсене ирттерме - 11083 пин тенкĕ.

Вĕсемпе килĕшÿллĕн кăçал 1001 çынна ĕç тупса памалла, професси ориентацийĕпе тата психологи пулăшăвĕпе 775 çынна тивĕçтермелле, рынок ыйтакан профессисене алла илмешкĕн 61 ĕçсĕр граждана тата ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ 14 хĕрарăма ямалла.

Чăваш Енре 2013-2015 çулсенче ĕçсĕр инвалидсене, сусăр ача çитĕнтерекенсене тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне вырнаçтармалли республикăн тĕллевлĕ программи тăрăх ятарласа майлаштарнă вырăнсене кăçал 3 сусăра йышăнма палăртнă, унсăр пуçне нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен иккĕшне вырнаçтармалла.

Халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă программа мероприятийĕсене пурнăçласа рынок кăтартăвĕсене иртнĕ çулхи шайран чакармалла мар пирĕн. Çакна çĕнсе илме пултармаллах: коллектив малаллах ăнтăлать, специалистсенчен кашнийĕ ăсталăхпа палăрса тăрать. Партнерсем шанчăклă пулни кал-кал ĕçлеме май парать. Унсăр пуçне Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿлĕхĕ те куллен пулăшса тăрать.


Валентина СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.