Комментировать

16 Окт, 2015

Çăмăл укçана хăнăхман

Игнатьевсен пахчинче машина-трактор хуçаланать. Кунтах «Gaas» тырă комбайнĕ те пур.

- Капла куç умĕнче, вăрă та пыраймĕ, - терĕ Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри Анатолий Игнатьев хуçалăхĕпе паллаштарнă май. «Техникăна тимĕр-тăмăра ăсатиччен арканнă хуçалăхсенчен илсе ĕлкĕртĕм. Кивĕскерсене юсарăм та чиперех ĕçлеççĕ».

Çĕнĕ урамра пĕринчен тепри чаплă керменсем лараççĕ. Çамрăксем тĕпленнĕ кунта. Игнатьевсем икĕ хутлă çуртне нумай пулмасть хута янă. Хăнăхнă йăлапа кирпĕчрен мар, йывăçран хăпартнă. Газ, шыв кĕртнĕ. Çĕнĕ урамра çĕр илсен чи малтан вите-сарай, хăйсем валли пĕчĕк çурт тунă. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усрама тытăннă. Районта ялхуçалăх предприятийĕсем арканнă май пушă выртакан çĕрсем те нумайланнă. Кил хуçи çывăх çыннисемпе канашланă хыççăн çĕр илсе фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, техника туяннă. Лав йывăрланнă пулин те килти выльăх-чĕрлĕх йышне те чакарман.

Халĕ унăн картишĕнче 6 сăвакан ĕне, пăрусем.

- Сĕт сума аппарат та туянтăмăр. Икĕ çул каялла, сĕт хакĕ хăпарсан, ĕне йышне 30-40 пуçа çитересшĕнччĕ. Хак чакрĕ те шухăша улăштартăм. Сĕте 16 тенкĕпе ?1 литрĕ% туянаççĕ халĕ. Пĕлтĕр хĕлле те 18 тенкĕрен иртмерĕ. Мĕн тума кирлĕ çаплах нушаланма? Сĕт йÿнелнĕрен çынсем те ĕне усрама пăрахрĕç. Ялта вăл 30 процент чакрĕ. Эпир чуна хытарсах усратпăр.

Машина-трактор туянма фермер Раççей ялхуçалăх банкĕнчен çăмăллатнă кредит илнĕ-мĕн. «Нумай юлмарĕ-ха, тататпăр. Малашне пурнăçа парăмсăрах, хамăр укçа-тенкĕпех саплаштарса пырасшăн», - терĕ вăл.

Картишне ĕнесем патне тухнă Олеся упăшкипе килĕшсе пуçне сĕлтрĕ. «Манăн тыл - çемье, - мăшăрĕ çине ăшшăн пăхрĕ Анатолий. - Килте йĕркеллĕ пулсан чунра та лăпкă, ĕç те ăнать».

Ака-суха вăхăтĕнче çамрăк хĕрарăм çине кил-çурт, хушма хуçалăх тиенет. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе пĕччен пăхма çăмăл-им? Çитменнине уй-хирте ĕçлекенсем валли те вĕри апат хатĕрлемелле, кĕçĕн çулхи виçĕ ачине те пăхмалла. Сăпайлă та ăшă кăмăллă хĕрарăм нумай калаçса тăмарĕ, каллех вите-сарайне васкарĕ. Пĕчĕк фермăра ун валли ĕç тупăнсах тăрать. Анатолий Николаевич пире çĕнĕ хранилищĕне çитсе курма чĕнчĕ. Çĕнĕ объект хута кайни пĕчĕк хуçалăхшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм.

Усă куракан çĕр лаптăкĕ 350 гектар. Урпа, тулă, утă çитĕнтерет вăл. Лава Валерий шăллĕпе туртса пыраççĕ. Пиччĕшне кура лешĕ те фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ.

«Герой» хуçалăхăн складне, тĕрĕсрех каласан, кăшкарне туянса юлнă вăл. Пысăк ангара çăвĕпех юсаса çĕнетнĕ. Хĕç тимĕрпе витнĕскер халĕ аякранах çуталса ларать.

Анатолий Игнатьев пысăк хранилище алăкне яриех уçрĕ те куç умне сап-сарă тырă купи тухса тăчĕ.

- Кăçал вырса кĕртнине йăлтах кунта хывнă. 600 тонна пулать пулĕ. Хальлĕхе сутман-ха, - ăнлантарчĕ вăл.

- Хак тивĕçтермест е туянакан çук?

- Усламçăсем шăнкăравласах тăраççĕ, тулла 9 тенкĕ ытларахпа ?1 килограмĕ% илесшĕн, анчах эпĕ сутмастăп. Пĕлтĕр фураж çак хакпа кайрĕ. Унтанпа тыррăн хăйхаклăхĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Январь-февральте хак хăпармаллах, çавăнччен тăхтатăп. Унччен хушма хуçалăхран кĕрекен укçапа саплаштарса пурăнăпăр.

Тырă сортласа типĕтекен агрегатсене те усă курнисене туяннă, анчах ăстаçă аллинче вĕсем çĕнĕ пекех кĕрлеççĕ. Тепĕр агрегачĕпе паллашма районти ĕçтешĕсем те килнĕ. Вăл тырра хывăхран, тусанран тасатать иккен.

- Хранилище туни кĕсьене пушатса хăварчĕ. Иртнĕ çулсенче саппасра юлнă тырра йăлтах сутрăмăр. Çĕнĕ çурт-йĕр валли сĕтел-пукан туянас укçана та çакăнта ятăмăр. Ытти çулсенче предприятисене хам техникăпа ĕçлесе пулăшнă. Кăçал вăхăт çитереймерĕм. Юрать, хранилище туса пĕтертĕмĕр, унсăрăн кун чухлĕ тырра ăçта упрăн? - сăмахлать вăл.

- Çамрăксем халĕ суту-илÿпе укçа тума тăрăшаççĕ, эсир вара çĕр ĕçне кÿлĕннĕ.

- Кăмăл пулсан тырă сутнă укçа лавкка уçма та çитет. Мана кирлĕ мар вăл. Эпир çăмăл укçана хăнăхман, ĕçлесе илме вĕреннĕ. Çĕр ĕçĕ - чир. Ачаранах унпа чирлетĕп эпĕ. Çуркунне сухаласа акса хăварнă лаптăкра калча шăтса тухнă чухне, тырă саралса пиçсе çитнĕ вăхăтра уйран кĕрес килмест. Çак илеме нимĕнле укçапа та улăштараймăн. Сап-сарă тинĕсре хир карапĕпе «ишнине» тата?

- Ялхуçалăхĕнче патшалăх пулăшăвне туятăр-и?

- Шел, патшалăх çĕр ĕçченĕсене пулăшассине чакарсах пырать. Пĕлтĕр хуçалăхра удобрени, вăрлăх, химикат, ГСМ туянсах миллион тенкĕ ытла тухса кайрĕ. Вăрлăхшăн пачĕç, ыттисемшĕн дотаци тивмест. Сухаласа акнă гектар пуçне параканни те пĕчĕк. Республикăра чылай фермер ĕçлеме пăрахни патшалăх пулăшăвĕ çителĕксĕррипе те çыхăннă. Юрать, эпир техникăна йÿнĕрехпе туянса ура çине тăнă. Халĕ фермер хуçалăхĕ уçакансене уйрăмах йывăр.

- Тырă хранилищи пахчара мар, ялтан та аякра. Вăрласран хăрамастăр-и?

- Хам та килетĕп, тăвансем те асăрхаса тăраççĕ. Халиччен тĕкĕнекен пулман.

Каллех уй тăрăх Кĕçĕн Шетмĕне çул тытрăмăр. Сухаласа хăварнă лаптăкран иртнĕ май чун ыратăвне уçса памасăр чăтаймарĕ: «Çĕр лаптăкне 500-600 гектара çитересшĕн. «Искра» хуçалăхăн темиçе çул усă курман 25 гектарне арендăна илтĕм. Йывăç-тĕм кашласа ларатчĕ, - йывăçсем çынран та çÿллĕ ÿснĕ юнашарти уя тĕллесе кăтартрĕ вăл. - Лаптăка икĕ çул йĕркене кĕртрĕм, йывăç-тĕме тымарĕпех кăкларăм, сухаларăм. Çитес çул акма хатĕрлерĕм. Халĕ сухаланă лаптăкран пĕри пай çĕрне 5 гектар уйăрса илнĕ. Унччен вăл никама та кирлĕ пулман. Юнашарах пушă лаптăк выртать. Çук вĕт, çын ĕçленине, янттине хапсăнмалла. Чатукасси ял тăрăхĕ çĕрне арендăна илме сĕнчĕ. Анчах темшĕн çулталăклăха кăна. Сухаласа тăкакланмарăм, тахçанах çеремленнĕ лаптăкра утă çултăм. Йĕркене кĕртнĕ хыççăн урăх çынна пама-и? Ĕçлес тесен те ура хурсах тăраççĕ. Çĕр ĕçĕнче пиçĕхнĕ çынна йывăрлăхпа хăратаймăн, вăл пире вăйлăрах тăвать çеç», - палăртрĕ Анатолий Игнатьев.

Лариса Никитина.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.