Комментировать

15 Окт, 2015

Дипломсемпе, тулли кăмăлпа!

Беларусь Республикинчи «Зубренок» сывлăха çирĕплетмелли ача-пăча лагерĕнче XVIII çамрăк çăлавçăсемпе пожарнăйсен слетне Шупашкарти 37-мĕш шкулта улттăмĕш класра вĕренекен Яна Чернова, 2-мĕш гимназире çиччĕмĕш класра ăс пухакан Илья Бариновпа Катя Потапова та кайма тивĕçрĕç.

- Эпир слета лекес тесе малтан хамăр рес-публикăри «Хĕрÿ чĕресем» çамрăк çăлавçăсен конкурсне хутшăнтăмăр. Унта мала тухнишăн пирĕн çак çĕршывра ăмăртма тиврĕ, - ăнлантарчĕç хастарсем.

Çамрăк пожарнăйсен слечĕ - хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев. Кăçал лагере пурĕ 200 ытла спортсмен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă. Кашни ушкăнра 12 хĕрача тата 12 арçын ача. Ушкăнсем тĕрлĕ инкеклĕ лару-тăрура мĕн-мĕн тăвассинче, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассинче, уй-хирти вĕренÿре хатĕрленнисĕр пуçне КВНа хутшăннă, Интернетра кирлĕ информацие хăвăрт тупса кăтартнă, хăйсен командипе паллаштарнă тата ытти те. Тĕрлĕ мероприятисĕр пуçне конкурссем те, спорт ăмăртăвĕсем те чылай пулнă.

Шупашкарти çамрăк пожарнăйсен дружини «Хĕрÿ чĕресем» вăйă конкурсра та палăрнă. Командăна «Интеллектуаллă квест» вăййа хутшăннăшăн диплом панă. Уйрăммăн ăмăртса вара малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă хастарсем. Яна шашкăлла выляса, Катя дартспа пĕрремĕш вырăна тухнă, диплома тивĕçнĕ. Маттурсем!

Слет программи тĕрлĕ экскурсипе пуян пулнине те палăртрĕç «хĕрÿ чĕресем».

- Эпир Минск облаçĕнчи Нарочь кÿлĕ хĕрринче тăватă кун пултăмăр. Кĕске вăхăтрах ытти ачасемпе туслашрăмăр. Пурте питĕ ырă кăмăллă. Хулари илемлĕ вырăнсене çитсе куртăмăр. Чи асра юлни вăл - вун тăватă миллион кĕнеке упракан Беларусь наци библиотеки! Питĕ илемлĕ унта: кантăк урай, çÿллĕ çÿлĕксем… Вулавăш çурчĕ хăй вара пысăк алмаза аса илтерет, ăна çавăн евĕр хăпартнă. Питĕ интереслĕччĕ, экскурсисемпе кăмăлтан килентĕмĕр, - хăпартланса аса илеççĕ хĕрачасем.

Футболла выляма юратакан Илья вара лагерьте те чун киленĕçĕ çинчен манса кайман - ытти арçын ачасемпе çак вăййа темиçе те хутшăннă.

- Слета кайса килнĕ хыççăн манăн МЧС ĕçченĕ пулас шухăш тĕвĕленчĕ. Çăлавçăсем инкеке лекнисене мĕнле пулăшмаллине кăтарни питĕ килĕшрĕ. Хуторта пулса курни те асăмран нихăçан тухмĕ. Наци тумтирне тăхăнса çак халăх апачĕпе сăйлантăмăр. Беларусь Республики çинчен нумай пĕлтĕмĕр. Унăн историйĕпе, халăх йăли-йĕркипе паллашни тавракурăма анлăлатрĕ.

Çавăн пекех зоопаркра тĕрлĕ интереслĕ чĕрчуна сăнарăмăр, Мухтав тĕмми çинче пулса куртăмăр… Йăлтах чуна тыткăнларĕ.

Хастар чăваш ачисем пур çĕрте те республика ятне çÿлте тытни, ăна тивĕçлипех кăтартни савăнтарать. Яна, Катя тата Илья çак çитĕнÿсемпе кăна лăпланасшăн маррине, малашне те ытти регионсене тĕрлĕ тупăшăва тухса çÿрес тĕллевлине çирĕппĕн пĕлтерчĕç.

Нина ЦАРЫГИНА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.