Пулă апачĕ усăллă
Диетологсем çирĕплетнĕ тăрăх, пулă пирĕн рационра эрнере икĕ хутран кая мар пулмалла. Пулăра этем организмне кирлĕ япала питĕ нумай. Тĕслĕхрен, шăла пулăра /судак/ белок виçи чăх ашĕнчинчен те нумайрах, сазанра вара белок виçи ĕне ашĕнчинчен те ирттерет. Кальципе фосфор виçи пулăра иçĕмпе курагаринчен 40: ытларах. Чи хакли, çапах та, пулăра Омега-3 текен çуллă йÿçек. Вăл эпир çиекен ытти çимĕçсенче пачах та çук тесен те йăнăш мар. Çуллă йÿçек Омега-3 чĕре тата юн çаврăнăш ĕçне тĕрĕс йĕркелесе тăма кирлĕ. Вăл юнри холестерин шайне чакарать, атеросклероза аталанма памасть. Профилактика валли кунне 450 мг Омега-3 çу кирлĕ. Çакă эрнере иккĕрен кая мар пулă апачĕ çимелли виçе. Организм Омега-3 çуллă йÿçеке кирлĕ чухлĕ илсе тăрсассăн инфаркт пуласси виçĕ хут чакать.
Пулă юратакансем депрессипе аптăрамаççĕ. Пурăнакан вырăна кура /тинĕс çывăхра мар/ юханшыв пуллине ытларах хаклани сисĕнет пирĕн тăрăхра. Чăннипе мĕнле пулă лайăхрах-ха? Тинĕс пулли е юханшыв пулли? Ăсчахсем тинĕс пулли усăллăрах пулнине çирĕплетеççĕ. Çурçĕр тинĕсĕсенчи пулăсем тата лайăхрах. Палтус, муксун, нельма кĕреççĕ вĕсен шутне. Çурçĕрти тинĕссенчи пулăсем тутлă, экологи енĕпе те таса. Тинĕс пуллинче фтор, йод нумай.
Пахалăхлă апат хатĕрлеме пăсăлман пулă кирлĕ. Вăл лайăххине тĕрлĕ мелсемпе тĕрĕслеççĕ. Паха пулă çирĕп - алă çине хурсан унăн хÿри те пуçĕ те усăнса анмалла мар. Пÿрнепе тĕксен çав вырăн тÿрех тÿрленет, çийĕ таса, йăлтăртатса тăрать, сухи çутă-хăмăр тĕслĕ.
Ăстасем пулă пĕçернĕ чухне ытлашши техĕмлĕхсемпе усă курмаççĕ. Кăштах тип çу, тăвар, пăрăç сапсан çителĕклĕ. Ăна ăшалама, духовкăра пăшăхлама е шывра пĕçерме юрать. Усăллăхĕ упранать. Пулă хатĕрлемелли çĕр-çĕр рецепт пур. Маринадласси, тăварласси т.ыт.те. Ăна пĕçерме ансат тата хăвăрт, усси самаях пысăк. Ешĕл çимĕçпе е пĕçернĕ пахчаçимĕçпе пулă аван каять.
Пулăна организм лайăх йышăнать. Вăл çăмăл апат шутланать. Çавна май тĕрлĕ диетăсене кĕртеççĕ ăна. Начарланас текенсене сахал калориллĕ, çуллă мар пулăсем сĕнме пулать. Вĕсем - çăрттан, шăла пулă, уланкă, сибас, камбала, çупах /лещ/, çуйăн/сом/, сазан. Типĕ тытнă вăхăтра та пулă çиме юрать.
Селедка яшки. Селедкăран яшка пĕçерсе курнă-и? Кирлĕ япаласем: 2селедка, 3 вăтам çĕрулми, 1 кишĕр, 1 сухан, 1 апат кашăкĕ çăнăх, 1 апат кашăкĕ тип çу, 1литр шыв, 0,5 литр сĕт, авăртнă хура пăрăç, ешĕл çимĕç, хăйма.
Селедкăна тасатса çăватпăр та сĕт ярса 1,5-2 сехет тытатпăр. Унтан кастрюлпе шыв лартатпăр, вĕреме кĕрсен вĕттĕн туранă кишĕр, сухан, çĕрулми, селедкăна сĕтрен кăларса яратпăр. Селедка пиçсе çемçелсен яшкаран кăларатпăр та ашне шăмăран уйăратпăр. Çу çинче çăнăха кăштах ăшаласа илсе яшкана яратпăр, пулă выртнă сĕте хушатпăр, вĕрететпĕр. Унтан шăмминчен уйăрнă пулăна тураса каллех яшкана яратпăр, ешĕл çимĕç сапатпăр. Сĕтел çине хăймапа парсан аван.