Комментировать

5 Мар, 2014

Намăс-симĕсе çухатас марччĕ

Вăтăр çула яхăн иртрĕ унтанпа. Культура ĕçченĕсен йышне кĕрекенсем «уйăх укçи пĕр мăшăр атă туянма та çитмест» тесе йĕрмĕшме тытăнсан пире ялан пĕр пек лăплантаратчĕç – малтан базис тумалла-ха, вара тин надстройкине хăпартăпăр тетчĕç. Базиспа надстройкăна философи кĕнекисем те уйрăмшарăн ăнлантарманнине шута илместчĕç. Малтан базисне тумалла тени пирвай мул хуçисене, чиновниксене пуйтармалла-ха тени пулнă иккен. Паян ăна чиновниксем хăйсем те пытармаççĕ. Раççей правительствин председателĕн пĕрремĕш çумĕ И. Шувалов мĕн каланине кăна илер-ха: «Общество коррупци ан пултăр тесе тăрăшать пулсассăн, патшалăха чăн-чăн профессионалсем тытса пыччăр тесен, вĕсене пысăк ĕç укçи тÿлемелле». Татах çитмест чиновника. Чи пысăк ĕç укçипе чи пĕчĕк ĕç укçи хушшинчи уйрăмлăх вара вун-вун хут та иртсе кайнă.

Тем валли те пур патшалăх укçи. Культура валли кăна çук. Культура çулталăкĕ тетпĕр, анчах культура валли федераци бюджечĕн – 0,7 процентне, субъект бюджечĕн 3 процентне кăна уйăрнă. Миллионĕ-миллионĕпе, тепĕр чухне миллиарчĕпе те вăрлаттарма, патшалăх корпорацийĕсен пуçĕнче тăракансене вун-вун миллион доллар тÿлеме вара патшалăхăн укçи тупăнать. Чăваш патшалăх кĕнеке издательстви укçа çуккипе, федерацин вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан, чылай сахалрах кĕнеке кăларать. Автор прави çинчен йышăннă саккуна пăсса 12 çул ытла чăваш журналĕсем гонорар тÿлемерĕç. Патшалăх издательстви те тÿленин ятне кăна тукаларĕ. Халĕ те пулин çав йăлана пăсасшăн мар.

Ленинград блокадине татнăранпа 70 çул çитрĕ. Ун чухне çынсем тÿссе ирттернĕ хĕн-нуша çинчен паян та чуна çÿçентереймесĕр итлейместĕн. Кунне пĕр татăк çăкăрпа чунне усрайнă çынсем ун чухне те чун тулăхĕ çинчен манман. Д. Шестакович музыка симфонийĕ, О. Берггольц çулăмлă сăвăсем çырнă. Паянхи историксем пурте пĕр шухăшлă – Çĕнтерÿ тума совет çыннисене юрă пулăшнă. Ун чухне те театрсем хупăнман, ансамбльсем концерт хыççăн концерт кăтартнă. Чăваш литератури те вăл тапхăрта çĕнтерÿ çулне такăрлатсах тăнă. Писателе те ун чухне тивĕçлĕн тата вăхăтра тÿленĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнсан та çынлăх пĕтмен, намăс-симĕс çухалман. Çынри усаллăха кăмăл-сипет, мораль, культура, искусство, литература, халăх йĕркипе тĕн ĕненĕвĕ чарса тăраççĕ. Анчах вĕсем çынра ăнсăртран çуралмаççĕ. Эпир пурте илемлĕ литература витĕмĕпе ÿссе çын пулатпăр. Истори вара пиртен чăн-чăн гражданин тăвать.

Раççей те пасар саккунĕсемпе пурăнма тытăнсан Америкăри Гарвард университетне пĕтернисем пире çине тăрсах моральпе намăс-симĕслĕх çинчен вĕрентни суя вĕрентÿ теме тытăнчĕç. Вĕсемех пасар саккунĕсем кăна çынпа çын хушшинчи çыхăнусене йĕркелеме, çынна çын пулма пулăшĕç терĕç. Анчах пасарăн пĕр саккун кăна. Унăн пурне те, пурне те сутмалла. Вăл шутра культурăна та. Анчах культура сутăнасшăн мар. Вăл ним туса та пасар саккунĕпе пурăнасшăн мар. Çын хăй те тавар шутне кĕрсе пымасть-и-ха? Халĕ спортсменсене уççăнах хаклашса сутаççĕ. Патшалăх Думи «Дима Яковлев саккунне» йышăнман пулсан паян та тăлăх ачасене Америкăна сутса пурăнмаллаччĕ-ха. Юхха хĕрарăмсен хутне кĕрекен тупăнмарĕ те, вĕсене çаплах чикĕ леш енне юрату сутса пурăнма ăсатаççĕ.

«Неореформаторсен» шухăшĕпе культура та çакнашкал тавар кăна пулмаллаччĕ. Çавăнпа вĕсем чикĕ леш енчен шоу-бизнес текеннине васкаса кÿрсе килчĕç. Анчах ăна никамах та культура тесе йышăнасшăн мар. В. Путин президент çумĕнчи культурăпа искусство канашĕн пĕр ларăвĕнче каланине ас туса юлтăм: «Культурăна йăпанчăк вырăнне кăна хурас йăлана тÿрех пĕтерме пулмĕ, анчах çакна пĕтермеллех. Культура политики те çакна тума пулăшмалла. Культурăна тивĕçлĕ шая çĕклеме тăрăшмалла». Анчах шоу-бизнес паян сцена тата экран хуçи пулса тăрать.

Пасар пурнăçăмăрăн мĕн пур енне укçапа кăна хаклать. Раççей телеканалĕпе «Индустрия кино» кăларăм тухса тăрать. Унти мĕн пур калаçу хăш фильм мĕн чухлĕ укçа пуçтарни çинчен кăна. Урмăш-сурмăш фильмсем рейтинг тăваççĕ. «Гарри Поттера» мĕнле рекламăланине хальхи пекех ас тăватăп. Кирек ăçта пăрăнсан та хăлхана çав реклама пырса кĕретчĕ-кĕретчех. «Евгений Онегин» сăвăлла романа никам та рекламăламан. Вăл пĕрремĕш хут мĕн пурĕ те 150 экземплярпа пичетленнĕ. Анчах пирĕн пурнăçа тĕппипех кĕрсе юлчĕ.

Патшалăх культурăран айккинерех пăрăнма хăтланни этем-лĕх саккунне пăсниех тесе шухăшлатăп. Наци культури, искусстви, литератури пасар саккунĕпе пурăнаймĕ. Çакна пĕле тăркач патшалăх хăех йышăнакан саккунсене пăсса ялти клубсене, шкулсене хупнине, библиотекăсене кĕнекесĕр хăварнине, писательсене ĕçшĕн тÿлеменнине халăх чунне пушатса хăварни тесе кăна хакламалла.

Çамрăксене «пепси» ĕçме хăнăхтарса çитернипе кăна çырлахмарăмăр-çке. Вĕсенех мĕнле пулсан та укçа çапма вĕрентсех тăратпăр. Çав вăхăтрах мул хуçисем иртĕхнине, коррупци алхаснине хирĕç кĕрешенçи кăна тăватпăр.

Раççейре пурăнакансен 59 проценчĕ ачамăрсем чухăн пулсан та таса чунлă çитĕнччĕр тесе тăрăшать. Мул мар, чун тулăхĕ кирлĕ вĕсене. Чун тулăхĕ вăл – культура, искусство, литература.

Денис ГОРДЕЕВ,

Чăваш халăх писателĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.