Комментировать

5 Мар, 2014

Çемье савăнăçĕ

Нумай ачаллă çемьесене патшалăх çурт-йĕрпе тивĕçтересси йăлана кĕчĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Лапри Чăрăшкасси ялĕнчи Журавлевсем те çак телее туйрĕç. Кăçалхи Çĕнĕ çул умĕн вĕсем çĕнĕ вырăна пурăнма куçрĕç.

Юмахри кермен

Наталья Вениаминовна пилĕк тĕпренчĕкне пĕччен çитĕнтерет. Юрать тăванĕсем пулăшаççĕ ăна. Хальччен вĕсем Шуршăлта ашшĕн хваттерĕнче йăмăкĕн çемйипе пĕрле пурăннă. 2008 çулта хĕрарăм хваттер черетне тăма ял тăрăхне ыйту тăратнă. Кĕтнĕ кун вара пĕлтĕрхи кĕркунне çитнĕ. «Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче куçса килтĕмĕр. Япаласене куçарма тăвансем пулăшрĕç. Хальлĕхе вĕсене çĕнĕ пÿртре пухаймарăм-ха. Çулла пуçтарăнас кăмăл пур. Çĕнĕ çула килтех ирттертĕмĕр», – кăмăллăн калаçать кил хуçи хĕрарăмĕ.

Журавлевсем паян икĕ хутлă пысăк çуртра кун кунлаççĕ. Икĕ çемье валли тунăскер вăл. Пĕр енчен – пĕрисем, тепĕр енчен теприсем кĕреççĕ. 139,9 тăваткал метрлă çуртра пурин валли те кĕтес пур. Кунтах – ванна, туалет. Шыв кĕрет-тухать, пÿрт газпа хутăнать. Шуршăлта хваттер, çĕнĕ çурт валли çĕр лаптăкĕ пулманран 2012 çулхи çуркунне Журавлевсене çак çурта сĕннĕ. «Пирвайхи хут кунта ачасемпе килтĕмĕр. Пурне те килĕшрĕ. Пÿлĕмсем пысăк, ачасем валли вырăн чылай, – малалла сÿтĕлет сăмах çăмхи. – Пире пулăшнăшăн патшалăха тав. Пур арçын та кил-çурт çавăрма пултараймасть: пĕри – хастар, тепри – кахал. Манăн упăшка та çавнашкалах пулчĕ».

Наталья мăшăрĕ пирки сăмах вакламасть, уйрăлнă вĕсем. Вăл пилĕк ачана пĕччен çитĕнтерессинчен те хăраман. Аслă хĕрĕ Надя, иртнĕ çул Шуршăлти вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕскер, халĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренет. Ыттисем пурте – шкулта. Хăй те пĕлÿ çуртĕнче тирпейлÿçĕре вăй хурать. Унсăр пуçне 4 пин тенкĕ ытла ача-пăча пособийĕ илет. Ултă çыннăн вунă пин тенкĕпе паянхи кун мĕнле тăранса пурăнмалла? Ачасене тумлантармалла, газшăн, çутăшăн, шывшăн тÿлемелле. «Компьютер, фотоаппарат туянма кредит илтĕм, – терĕ хĕрарăм шухăшлăн. – Субсиди уйăрнă май çутăшăн, газшăн сахалрах тÿлĕпĕр малашне. Паллах, çемье лавне пĕччен туртма çăмăл мар. Атте чылай пулăшать. Пахча çимĕçпе, сĕт юр-варĕпе вăл тивĕçтерет. Хамăр та пулăшатпăр ăна. Çăвĕпех ун патĕнче, Анаткасра, пурăнатпăр, ĕçлетпĕр».

Наталья каланă тăрăх – ашшĕ Вениамин Давыдов пĕччен пурăнать пулсан та ĕне усрать. Ватлăха пăхмасăр кил-çуртне тирпейлĕ тытать. Çуллахи каникулта ватă çын мăнукĕсемпе савăнать. Çамрăк ăру ăна тунсăхлама памастех.

«Ыттине хамăрах пурнăçлăпăр»

Малашне Журавлевсем чăх-чĕп, кролик усрас кăмăллă. Халĕ вĕсен пĕр сурăхпа икĕ путек, йытă пур. Хĕрĕ Аня выльăх-чĕрлĕх юратать. Сурăхсене вăл пăхать. 10-мĕш класра вĕренекен Вася та амăшне пулăшма тăрăшать. Иртнĕ çулла вăл районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă Тутаркасси ялĕнче керамблок тунă çĕрте вăй хунă. Аня та çак майпах ял тăрăхĕнче чечек лартас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Кăçал та укçа ĕçлесе илме ĕмĕтленеççĕ вĕсем. Алеша, 7-мĕш класра вĕренекенскер, спортпа туслă. Вăл районта, шкулта иртекен ăмăртусене хутшăнать. Вика 1-мĕш класра ăс пухать. Кĕнеке вулама кăмăллать. Пĕчĕкскер пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем пек хастар çитĕнет.

Çуркунне вĕсене çурт çумĕнче çĕр уйăрса парĕç. Ку ыйту вырăнтан тапраннине пĕлтерчĕç ял тăрăхĕнче. Апла пулсан Журавлевсем пахча çимĕçе хăйсемех çитĕнтерĕç. «Пахча çимĕç калчисем лартасси пирки шухăшлатпăр, вăрă туянатпăр, – ĕмĕт-шухăшĕпе паллаштарать Наталья. – Эпĕ чечек кăмăллатăп. Атте патĕнче, ялта, ÿстереттĕм. Вĕсем пахчана илем кÿреççĕ-çке».

Чечек тенĕрен çакна та палăртмалла: пÿлĕмре те туллиех вĕсем. Кашни чÿрече анинче – ултшар-çичшер куршак.

Çемьене тăрантарас тĕллевпе хĕле валли варени, салат чылай тума тивет кил хуçи хĕрарăмĕн. Вĕсене хальлĕхе сивĕтмĕшре упраççĕ. Малашне путвалта тытĕç. Вăл самаях пысăк.

«Журавлевсен ачисем лайăх вĕренеççĕ, хастар, амăшне пулăшаççĕ», – лайăх хак пачĕç çемьене ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем. Тĕпренчĕкĕсен ÿсĕмĕсемпе савăнса пурăнтăр хĕрарăм. Дневникри «5» паллă та амăшĕн чунне çемçетет тепĕр чух.

«Халĕ аптрамастпăр. Çурт-йĕр пур. Ыттине хамăр тăрăшăпăр, ачасем çитĕнеççĕ», – калаçăвне пĕтĕмлетрĕ Наталья.

Патшалăх уйăрнă укçа (3 млн тенке яхăн) çилпе вĕçмен. Çак керменте телей туптăр йышлă çемье. Пахча тулли çимĕç ÿстĕр, картиш тулли выльăх пултăр.

Валентина ПЕТРОВА

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.