Комментировать

9 Окт, 2015

Эпĕ унта вĕреннĕ...

Хĕрĕх çул иртсен те ачалăхăм асрах

Кирек камăн ачалăхĕшĕн те шкула çÿренĕ тапхăр - пĕлтерĕшлĕ. Ун хыççăн темиçе теçетке çул иртсен те çав çутă самантсем асран нихăçан та тухмĕç. Манпа та çаплах пулса иртет. Пĕрремĕш класа кайнăранпа çур ĕмĕр хыçа юлчĕ, вуннăмĕшĕнчен вĕренсе тухнăранпа кăçал шăпах хĕрĕх çул çитрĕ. Апла пулин те тĕлĕкре тепĕр чухне çав-çавах диктант çыратăп, алгебрăпа е геометрипе кăткăс упражненисем шутлатăп...

Тепĕр чухне çак самантрах пулса иртнĕ ĕçсемех асран тухса çухалаççĕ, ачалăхрисем вара - паянхи пекех куç умĕнче: пуçласа шкул алăкне уçса кĕни те, пĕрремĕш вĕрентекенĕм Агафия Лазаревна Анисимова саспаллисемпе паллаштарни те, пионера, комсомола кĕни те, юлашки шăнкăрав та...

Тăван ялăмра - Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелте - сакăр класс пĕтернĕ хыççăн тăван хутлăхран вунă çухрăмри Лаш Таяпара вăтам шкулта вĕрентĕм.

Асăннă шкул пирки тĕплĕнрех чарăнса тăни те вырăнлă пулĕ. Ăна уçнăранпа кăçал шăпах 175 çул çитрĕ. 1840 çулта Лаш Таяпара малтан чиркÿ туса лартнă, ун çумĕнче вара шкул уçнă. Çав çулах Яманчÿрелпе кÿршĕллĕ Хыркассинче те шкул йĕркеленнĕ. Тăван ялăм Хыркасси прихутне кĕнĕ пулин те ялти хресченсем хăйсен ачисене вырăс шкулне вĕренме ярасшăн пулман. Чăваш ачисем Лаш Таяпари шкулта вĕренме кăмăл тунă. Малтанхи вăхăтра унта 2-3 ача çеç çÿренĕ. Çакскерсенчен пĕри манăн çывăх тăван пулнă-мĕн. Аллăмра - Петр Комиссаров учитель, таврапĕлÿçĕ 2003 çулта кăларнă «Тăван тавралăх - Елчĕк ен» кĕнеке. Унăн 48-мĕш страницинче çапла çырни пур: «...1881 çулта çак шкултан ялти çамрăк Семен Кириллович Кириллов /Кирук Çумкки/ вĕренсе тухни паллă. Ăна шкула лайăх паллăсемпе пĕтерни çинчен сăркăчлă пичетпе çирĕплетнĕ свидетельство панă...» Çак Кирук Çумкки - ман аттен кукашшĕ /амăшĕн ашшĕ/. Тăван ялта вара 1892 çулта çеç шкул уçăлнă.

Лаш Таяпари пĕлÿ çуртне ура ярса пуснă вăхăтра вăл 133 çул тултарнăччĕ. Пин-пин çамрăка пурнăç çулне суйласа илме пулăшнă. Ун чухне чиркÿ çукчĕ ĕнтĕ. Вăл тăнă вырăнта почтăччĕ. Эпир, Яманчÿрелĕнчи çак ачасем - Николай Акимов, Мария Андреева, Николай Васильев, Мария Гордеева, Елена Ефимова, Анастасия Евграфова, Ираида Комиссарова, Валерий Павлов, Владимир Павлов, Иван Прохоров, Николай Сергеев, Владимир Яковлев, ыттисем - Лаш Таяпа, Çĕнĕ Эйпеç, Вăрăмхăва, Пикшик, Шăмалак тата Тутарстана кĕрекен темиçе ялти хĕрачасемпе тата арçын ачасемпе пĕрле парта хушшине лартăмăр. Пирĕн 10 «б» класс ертÿçи Светлана Михайловна Михайлова физикăпа вĕрентетчĕ. Аслă шкул пĕтерсе кунта направленипе килнĕскер чи çывăх çын пулса тăчĕ. Хамăр район пикине - Акчелте çуралса ÿснĕ Людмила Витальевна Пушковăна историпе, обществознанипе вĕрентекене - нихăçан та манас çук. Уроксенче ытла та çирĕп ыйтатчĕ, çавăнпа та пур ача та урока хатĕрленмесĕр пыман пулĕ. Çакăн уссине экзаменра туйса илтĕмĕр - пĕр вĕренекен те начар паллă илмерĕ. Л.Пушковăна çулталăкранах шкул директорĕ туса хучĕç. Шел, шкул пĕтернĕренпе те Светлана Михайловнăпа та, Людмила Витальевнăпа та пĕрре те курнăçман. Направленипе килнĕскерсем виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн Лаш Таяпаран кайнă, çемьеллĕ пулса çĕршывăн Хĕвелтухăç пайне çул тытнă-мĕн. Темиçе çул каялла Людмила Витальевна Шупашкара таврăннине илтрĕм, апла пулин те тĕл пулма май килмерĕ-ха.

Людмила Витальевна умĕнхи директор - Иван Ксенофонтов. Эпир Лаш Таяпана вĕренме пынă вăхăтра вăл чирлекелетчĕ, çавăнпа яваплă ĕçрен хăй ирĕкĕпе тухнă тетчĕç, апла пулин те Иван Ксенофонтович вĕрентетчĕ-ха. Унăн урокĕсенче - хими предмечĕ валли уйăрса панă сехетсенче - мĕн тĕрлĕ опыт ирттермен-ши? Вĕрентекенĕмĕр хăйĕн ĕçне питĕ юратнине, лайăх пĕлнине эпир те, çамрăкскерсем, лайăх туяттăмăр. Кăткăс та çăмăл мар предметпа кăсăклантармалли мелсем пайтах пулнă унăн. Ксенофонтовсен çемйинче ывăлсем кăначчĕ. Аслисене эпĕ ун чухне курсах кайман: Владимир - Совет Çарĕн офицерĕ, Сергей - физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, халĕ - И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕн профессорĕ. Юрий çинчен питĕ нумай илтнĕ пулсан та унпа пачах та курнăçман, вăл - чăвашран тухнă скульпторсенчен пĕри. Унăн ĕçĕсен куравĕ çинчен вара темиçе хут та çырма тивнĕ. Олег вара, Ксенофонтовсен кĕçĕн ывăлĕ, манран кăшт çеç аслăрах, аппапа пĕр класра вĕреннĕ. Унпа, тетĕшĕ пекех ÿнер çулне суйласа илнĕскерпе, тĕрлĕ куравра, мероприятире тĕл пулатпăр. Олег Иванович юлашки çулсенче Мускавра ĕçлесе пурăнать, чикĕ леш енчи саккассене те пурнăçлать, çавăнпа тăван ене килсе çÿреме вăхăт сахалрах унăн. Апла пулин те тăван шкулĕн 170 çулхи юбилейĕнче те, тетĕшĕн черетлĕ юбилей куравĕнче те пурччĕ.

Валентина Александровна Дмитриева, сăмах май, вăл - Лаш Таяпари вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернисенчен пĕри, алгебрăна, геометрие вĕрентекенскер, пирĕнпе уроксем ирттермен, ытти классемпе ĕçлетчĕ асăннă предметсемпе. Вăл аслă классенчи хĕрачасем валли гигиена сехечĕсем йĕркеленĕччĕ. Çакă пирĕншĕн мĕн тери кирлĕ пулни пирки халĕ питĕ лайăх ăнланатăп. Валентина Дмитриева направленипе ĕçлеме пынă математика учителĕпе Геннадий Алексеевич Кировпа çемье çавăрчĕ. Халĕ вĕсем Шупашкарта пурăнаççĕ. Ачаранах типтерлĕ, çаврăнăçуллă пулма вĕрентнĕ учительницăпа кăçал Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн Хальхи вăхăтри центрĕнче тĕл пултăм. Унта Элмек Иванĕн - Иван Дмитриев ÿнерçĕн - куравĕ уçăлнăччĕ. Валентина Александровна - иртнĕ ĕмĕрти чаплă та паллă ÿнерçĕн йăхĕнчен.

Пире ăс панă чылай вĕрентекенрен нумайăшĕ паян пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ. Петр Сидоров, Леонид Гордеев, Петр Самсонов, Анатолий Сидоров, Иван Ксенофонтов, ыттисем, сирĕн ырă ĕçĕрсене, сăнарăрсене яланах асăмăрта тытăпăр. Паян пурăнаканнисене - Клавдия Тимофеевăна, Зоя Князевăна, Валерий Яковлева, Зинон Кондратьева, Елена Уразгильдинăна, Ольга Петровăна - ырлăх та сывлăх сунатпăр.

Пирĕн вăхăтри шкул çуртĕнче халĕ таврапĕлÿ музейĕ вырнаçнă. Темиçе те пулса курнă. Кашнинчех тăван класа кĕрсе тухатăп. Çав сĕтелсемпе пукансемех унта, çапах та пÿлĕм çÿллĕшĕпе лутраланнă пек. Çулсем иртнĕ май çурт кăшт ларнă-ши е хамăр вăл вăхăтра пĕчĕкрех пулнă-ши?

Хальхи шкул вырăнĕнче физкультура урокĕсем иртетчĕç: çÿллĕшне сикеттĕмĕр, арçын ачасемпе футболла выляттăмăр, ял урамĕсемпе кросс чупни те пулнă. «Паян шкулта хăтлă спортзал пур. Кăçал тĕпрен юсаса çĕнетнĕ ăна. Август уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕпе Юрий Поповпа пĕрле çитсе курнăччĕ унта. Çавăн чухне асаилÿ хăйĕн çăмхине çĕнĕрен «сÿтсе» ячĕ те: вĕрентекенсем те, пĕр класра пĕлÿ илнĕ ачасем те куç умне çĕнĕрен тухса тăчĕç. Вĕрентекенĕмсем, тавтапуç сире пуриншĕн те. Çак сăмаха вăхăтра калайманшăн каçарăр. Эпир сирĕнпе тивĕçлипех мухтанатпăр. Хама илес-тĕк - чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Зоя Князевăна пуç таятăп. Зоя Алексеевна чăваш писателĕсемпе поэчĕсем çинчен хăй пĕлнине пĕтĕмпех каласа кăтартатчĕ. Халĕ те асрах-ха вăл Чăваш халăх поэтне Петĕр Хусанкая юлашки çула ăсатни çинчен хурланса аса илни. Эпĕ шкул çулĕсенче район хаçатне тата шкул ачисен юратнă кăларăмне - «Пионер сассине» - çыркаласа тăнăран вăл манăн малашлăх тĕллевĕпе уйрăмах кăсăкланатчĕ, май çитнĕ таран пулăшатчĕ. Çакă çырас енĕпе пулăшнинче кăна мар, ытти енĕпе те сисĕнетчĕ. Сăмахран, вăл мана кашни урокрах «тĕрĕслеме» пултаратчĕ. Вăл е ку темăна тарăнрах уçса памалла - мана хуравлама ыйтатчĕ. Ачасем произведение вуласа килмен - унăн содержанине манăн каласа памалла. Çапла майпа вĕрентекенĕм яваплăха ÿстерме, пĕлĕве пуянлатма хистерĕ. Тепĕр хут тавтапуç, Зоя Алексеевна!

Шкул пирĕн класс ачисемпе тивĕçлипех мухтанма пултарать. Галина Князева И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне пĕтерчĕ, Лаш Таяпари вăтам шкулта вăтăр çул ытла вĕрентрĕ, пĕр вăхăт директор та пулчĕ. Педагогсем татах пур пирĕн хушăмăрта: Анастасия Евграфова И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ илчĕ, Петр Сергеев асăннă институтрах - ÿнерпе графика факультетĕнче. Петр Николаевич Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта ачасене илем тĕнчипе çывăхланма пулăшать. Чунĕ ыйтнине - ÿкерессине - Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан кĕнекесене илемлетнинче тупать. Валентина Никифорова чылай çул - «Яманчÿрел ялхуçалăх химийĕ» организацин тĕп бухгалтерĕ, Людмила Бикулова - экономист-бухгалтер, Николай Акимов, Алексей Александров - инженерсем. Ираида Комиссарова библиотека тытăмĕнчи çитĕнÿсемшĕн «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕ. Асхать Гафуров Тутарстанри Пăва хулинчи сахăр завочĕн директорĕн çумĕ, Пăва райповĕн председателĕ пулнă.

Кусем - пирĕннисем, 1975 çулта алла аттестат илнисем. Шкулăн 175 çулхи историйĕ пин-пин ачан кун-çулне, шăпине татса панă. Хабибулла Миначев академик та, Зарифулла Шакиров авиаконструктор та, Владимир Андреев олимпиец та, Василий Эктел /Сидоров/ писатель те, Юрий Попов спикер та, Валерий Комиссаров журналист та, Юрий Ксенофонтов скульптор та, ытти чылай-чылай пултаруллă, хăйĕн пурнăçне ăнтарнă çын та Лаш Таяпари вăтам шкул пирки: «Манăн пĕрремĕш университет, эпĕ унта вĕреннĕ», - тесе калатех.

Юбилей çĕнĕ пулăмпа асра юлĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсен пуçламăшĕсенче ĕçлеме чарнă чиркÿ вырăнĕнче çĕннине - Çветтуй Турă Амăшĕ ячĕллине - хăпартса лартнă, кăçалхи август уйăхĕн вĕçĕнче унăн юлашки - çиччĕмĕш - çавра тăррине вырнаçтарчĕç.

Надежда СМИРНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.