Комментировать

8 Окт, 2015

Вaрaран çырла ÿстеретпĕр

Ремонтантлă çырла тĕмĕсем туянса лартнăччĕ, анчах вĕсем икĕ çултанах пĕтрĕç. Çак çырлана ĕрчетмелли меслетсемпе паллаштараймăр-ши?

Е.МАРКОВА.

Вăрнар районĕ.

Ремонтантлă çырлан уйрăмлăхĕ - вăл çăвĕпех, кĕкуннехи сивĕсем пуçланичченех, чечек çурса çимĕç чăмăртани, çырла ÿстерни. Çавăнпа ремонтантлă çырла тĕмĕсем хăвăрт «ывăнаççĕ» те пĕтеççĕ. Вĕсене кашни икĕ çултан çĕнетсе тăмалла. Ремонтантлă çырла тĕмĕ вĕçĕмсĕр çеçке хунавĕ кăларнипе ĕрчемелли çипсене /усик/ сахал ярать. Ăна тĕме пайласа тата вăрăран акса ĕрчетсен аванрах.

Вăрăран акса çĕнетсе тăнин лайăх енĕсене палăртмалла. Вăрă тума çирĕп те вăйлă тĕмсене, лайăх çимĕçсене, хăвăра килĕшнĕ сорта суйласа илме май пур.

Вăрлăха мĕнле хатĕрлемеллине пăхса тухăпăр. Паллах, лавккасенче ремонтантлă çырла вăрри туянма пулать. Килте хăвăра килĕшнĕ сорта ĕрчетме пĕлни те аван. Вăрă çырла çинче йĕркипех вырнаçнă. Лайăх çимĕç паракан тĕмрен пиçсе çитнĕ çырлана татса илмелле те хĕвел лекмен типĕ вырăна хумалла. Пĕр эрнерен çырла шанса çемçелет. Ун çинче çыпăçса тăракан вăрри лайăх хăйпăнакан пулать. Вăрăна асăрханса хырса илмелле те çуса типĕтмелле. Хутпа чĕркесе е пусма хутаçра 12 градуса яхăн ăшăра упрамалла. Акас умĕн вăрлăха 1 сехете яхăн марганцовкăн шупка шывĕнче тытмалла.

Ремонтантлă çырлана çуркунне май уйăхĕнче пахчана куçарса лартмашкăн мартрах акмалла. Тăпрана çак виçепе хатĕрлемелле: пĕр пай лайăх çĕрнĕ тислĕке пĕр пай çерем тăприпе пĕр-икĕ стакан хăйăр сапса хутăштармалла. Акмалли савăта хăвăра килĕшекеннине суйлама пултаратăр: хăмаран е пластикран туни. Пĕрре усă курмалли пластик стакансем те мая килеççĕ. Савăта тăпра тултарса тикĕслетпĕр, шыв сапатпăр та çырла вăрри акатпăр, унта çиелтен çăмăллăн пусарса кăштах хăйăр сапатпăр. Пленкăпа витсе 3-4 кунлăх холодильника Ç3 Ç4 градуса лартса пиçĕхтеретпĕр /сивве лартмасăр та ÿстерме юрать/. Унтан сивĕтмĕшрен кăларнă савăтсене ăшă, тĕттĕмрех вырăна лартмалла, калча шăтма пуçласанах чÿрече янаххи çине, çутă лайăх ÿкекен çĕре куçармалла. Виçĕ чăн çулçă тухсан çырла калчине сайралатмалла, куçарса лартмалла.

Уçă вырăна çырлана çу уйăхĕн варринче лартма юрать. Йăрана тислĕкпе сапса кăпкалатмалла. Çырлана пĕр-пĕринчен 25-30 см, касăсен хушшине 50 см хăварса лартмалла. Вăхăтра апатлантармалла, шăвармалла, çумкурăкран тасатмалла. Лайăх хĕл каçарма йăрана типĕ улăмпа е çулçăпа витмелле.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.